Çирĕп йĕрке- тăнăç пурнăç

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2020, 09:57 Просмотров: 152

Чăваш полицине туса хунăранпа (июлĕн 4-мĕшĕнче) пĕр ĕмĕр çитет. Йĕрке хуралĕн историйĕ чылай аякка юлса пырать. Çак тапхăрта республика, район полицийĕнче те палăрмаллах улшăнусем пулчĕç. Çăмăл мар ĕçре ят-сум çĕнсе илнĕ ветерансем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сахал мар. Вĕсенчен пĕри районти шалти ĕçсен пайĕн органĕнче çирĕм çула яхăн ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Анатолий Долгов подполковник.

Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен ретне тăриччен Анатолий Николаевичăн хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕслеме тивнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех баянпа туслашнăран, Çĕнĕ Ахпỹртри вăтам шкултан 8 класс вĕренсе тухнă çамрăк Шупашкарти халăх пултарулăх çуртĕнчи тăхăр уйăхлăх курсра пĕлỹ илнĕ. Унтан килсен çамрăк каччă ялти вулавăшра ĕçлеме пикеннĕ. Шăпах çавăн чухне вăл пуçласа хăй йĕри-тавра çамрăксене явăçтарса арçынсен ансамбльне йĕркеленĕ. Сăмах май каласан, вĕсем чăваш юррине 4 саспа ăста шăрантарса Шупашкарти конкурсра та çĕнтернĕ. Çапла вăл хăйĕн творчествине кĕвĕ тĕнчипе çыхăнтарнă. Çак хĕлхем çар хĕсметĕнче чухне те сỹнмен. Полтавăри Чапаев ячĕллĕ дивизинче радио- телеграфист пулнă хыççăн малтан ĕç стажне Çĕнĕ Ахпỹртри вăтам шкулта музыка учителĕнче тăснă, каярахпа пултаруллă спортсмена Туçари вăтам шкула физкультура учительне куçарнă.

А. Долгов çамрăк чухнех умма лартнă тĕллеве пурнăçлама тăрăшнă. Шкулта ĕçлеме аслă пĕлỹ çитменнине туйса çамрăк каччă И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пединститутĕнчи музыка факультетне вĕренме кĕнĕ. Çакăн хыççăн вара унăн аталану çулĕ тата ытларах уçăлнă. Хастар комсомолеца сакăр ялтан тăракан "Гвардеец" колхозри комсомол организацийĕн секретарĕ пулма суйлаççĕ. 300е яхăн çамрăк пулнă унăн яваплăхĕнче. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса Анатолий Николаевич хуçалăхра колхоз хорне йĕркеленĕ. Ун чухне Туçасене районта çитекенни пулман: йышĕпе те, темиçе саспа мăнаçлăн юрлассипе те. 1978 çулта ăнаТуçари вăтам шкула чĕнеççĕ, директорăн шкул тата класс тулашĕн- чи ĕçсен организаторĕн "лавне" туртма шанаççĕ. Педагогика коллективĕнче хăйне пур енлĕн кăтартнă специалиста вара çулталăкранах районти шалти ĕçсен пайне куçарнă. Кунта ăна тỹрех милици начальникĕн политикăпа воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Каярахпа - милици начальникĕн политика пайĕн çумĕ.

- Манăн тĕп тивĕç кадрсемпе ĕçлесси пулнă. Вĕсене пĕлсе йышăнасси, малалла вĕрентесси, аталантарасси, кирлĕ пек воспитани парасси тата ытти те. Пĕр вăхăтра шалти ĕçсен пайĕнче йыш 160 çынна та çитрĕ. Вĕсем хушшинче чăваш, вырăс, тутар, ирçе те пурччĕ. Нихăçан та пĕр-пĕрне ăнланманни пулман. Ун чухне пирĕн сотрудниксенчен ятарласа патрульпе пост служби те пурччĕ. Вĕсем ытларах каçсерен урамсенче рейдсене çỹретчĕç. Коллектив çирĕп те шанчăклă пулнине паян та савăнса аса илетĕп. Республикăра пирĕн сотрудниксем спорт, культура енĕпе тăтăшах малтисен йышĕнче пулнă. Пĕрле ĕçленĕ юлташсен - А. Якимов, В. Иванов, М. Багаутдинов, О. Антонов, О. Кошкин тата ыттисен умĕнче паянхи кун та пуç таятăп. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн сотрудникĕсене те хальхи вăхăтра пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме ăнăçу сунатăп. Пĕрлĕх - пысăк вăй. Йĕрке хуралĕнче - пушшех те, _-терĕ калаçăва пĕтĕмлетсе шалти ĕçсен службин ветеранĕ А. Долгов.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика