"Юрататăп сана, капитан..."

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2020, 10:00 Просмотров: 127

Иван Медведев повесть

Унтанпа республикăн кăнтăр енчи райцентрĕ çумĕнчи юханшывра çурхи шыв-шур пилĕк хутчен кĕрлесе-шавласа юхрĕ, анчах та Алексейĕн ашшĕ, хĕрĕх çиччĕри опытлă хирург, çав-çавах çемье çавăрма васкамасть. Тĕрĕсрех каласан, Мария Петровна евĕр илемлĕ чунлă тата чĕре йышăнакан хĕрарăма Геннадий Витальевич хальлĕхе тĕл пулайман-ха.

Хăй часах тăван кĕтесе черетлĕ отпуска пырасси, чун туртакан вырăнта пĕр уйăх ытла пурăнасси пирки Алексей виçĕ кун каялла ашшĕне кĕсье телефонĕпе хыпарланăччĕ ĕнтĕ. Хăй çула тухни çинчен пĕлтерме вара май килмерĕ-_ телефон зарядки пĕтнине капитан автобуса кĕрсен кăна асăрхарĕ. Тепĕр тесен, ашшĕне юриех пач кĕтмен телейлĕ самантсемпе тĕлĕнтерме Алеша шкул çулĕсенчех пуçланă темелле.

 2

РАЙОН больницин хирурги уйрăмĕн заведующийĕн кабинечĕн алăкĕ питĕрĕнчĕк пулнине курсан Алексей Гордеев çемçен пуса-пуса ординатура еннелле утрĕ.

- Пурне те сывлăх сунатăп!- командир сассипе çирĕппĕн саламларĕ вăл пỹлĕмри çамрăк хирургпа медсестрасене.

- Хăвăра та сывлăх сунатпăр, капитан званийĕ илнĕ ятпа саламлатпăр, Алексей Геннадьевич! - офицер кĕпи çинчи пакунри тăваттăмĕш çăлтăра асăрхаса пĕр харăс тенĕ пек хуравларĕç лешсем.

- Тавтапуç, - терĕ çар хирургĕ.

- Атте...

- Сирĕн аçăра, республикăри ытти опытлă хирургсене паян Шупашкарти канашлăва чĕнтерсе илнĕ, _ капитан сăмахне пỹлсе хыпаланса калаçрĕ уйрăмăн аслă сестри Серафима Петрова.

- Канашлăва Мускавран медицина наукисен докторĕ, профессор килет, хирурги ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать...

- Ăнлантăм.

- Паян каçчен районта пысăк инкек-синкек сиксе ан тухтăрччĕ ĕнтĕ тесе калаçса илтĕмĕр-ха халĕ çеç,-_ васкамасăр сăмахларĕ хирурги сестри Анна Тимофеева.

- Сергей Анатольевич пирĕн больницăра иккĕмĕш çул кăна ĕçлет. Хирург ăсталăхне сирĕн аçăртан ăнăçлă хăнăхса пырать. Анчах хăй тĕллĕн кăткăс операцисем тума хальлĕхе вăл...

Шăпах çак вăхăтра коридор алăкне такам хыттăн шаплаттарса уçрĕ те: "Хирурга чĕнĕр-ха кунта!" - тесе кăшкăрчĕ. Çакна илтсен Алексей Гордеевпа Сергей Пиколов хирургсем тата медсестрасем тỹрех коридорăн леш еннелле ыткăнчĕç. Часах коридора наçилкке çине хунă, питĕ йывăр аманнă çирĕм-çирĕм иккĕри сап-сарă çивĕтлĕ хĕре йăтса кĕчĕç. Халь-халь вилес пек йывăррăн хашлатса сывлакан хĕре шелленĕ май, медсестрасем хăйсем сисмесĕрех куçĕсене шăла-шăла илчĕç.

-_ Кунта хирург эсир-и? - шурă халатлă арçын çине пăхса илчĕ çул-йĕр хăрушсăрлăх службин офицерĕ.

- Эпĕ, - терĕ Сергей Анатольевич.

- Самар хĕрĕ пассажир пулса "Рено" автомашинăпа Ульяновск еннелле кайнă, - лару-тăрăва кĕскен ăнлантарчĕ полици сотрудникĕ. - Çак машина водителĕ тепĕр транспортран иртсе кайма хăтланнă вăхăтра хирĕç килекен "ГАЗеле" пырса çапăннă. Водителе морга ăсатрăмăр, пассажир акă сирĕн умра...

- Сергей Анатольевич, манăн ĕç опычĕ пысăкрах, - хыпаланса калаçрĕ капитан.

- Эсир мана пулăшса тăрăр.

- Ăнлантăм.

- Хĕре халех реанимаци уйрăмне илсе каятпăр, унта хăш органсем сиенленнине тĕпчесе пĕлетпĕр. Пирĕн вăхăт питĕ сахал. Шутлă минутсем хĕр пурнăçĕн шăпине татса параççĕ, - шурă халат тăхăннă май кашни сăмаха çар госпиталĕнчи евĕр çирĕппĕн татса каларĕ капитан.

Çын пурнăçĕшĕн пĕтĕм чунтан тăрăшса, çар хирургĕ УЗИ тата рентген аппарачĕсемпе ĕçлекен врачсемпе пĕрле Самар хĕрĕн ăш-чикне, ытти органĕсене тĕплĕн тĕрĕслерĕ, вырăнти лаборатори ĕçченĕсене васкавлăн тивĕçлĕ анализсем тума хушрĕ. Тĕрлĕ енлĕ тĕпчевсем ирттернĕ хыççăн хăрушă аварире хĕрĕн пĕр пỹри икĕ сантиметра яхăн çурăлса кайни, çавна май пỹре çурхахне юн юхса тухни паллă пулчĕ. Хĕре операци тăвакан пỹлĕме куçарсан, Канашри юн илекен станцие шăнкăравласа, унтан васкавлăн икĕ литр "плюс" резуслă пĕрремĕш ушкăнри юн кỹрсе пама ыйтсан Алексей Геннадьевич анестезиолог-травматологпа, тепĕр хирургпа тата медсестрапа пĕрле операци умĕнхи процедурăсем туса ирттерчĕ. Çак яваплă самантра медицина службин капитанĕ хăйĕн асламăшĕн _ йăваш кăмăллă чăваш хĕрарăмĕн сăваплă сăмахĕсене аса илчĕ: "Леша, сан аллунта _ çынсен пурнăçĕ. Чирлисем хирург хăйсене чĕртессе шанаççĕ. Анчах кун пек чухне Турă пулăшăвĕ те кирлĕ. Операцие пуçăнас умĕн яланах Турăран пулăшу ыйт, кайран Ăна тав тума та ан ман". "Турăçăм, çак хĕре вилĕм аллинчен туртса илме пулăшсамччĕ пире", - çỹхе тутине сисĕни-сисĕнми хускатса илчĕ те хирург, пуçне сĕлтсе медицина ĕçченĕсене операцие пуçăнасси çинчен пĕлтерчĕ..

 х х х

Пĕр сехет ытла пынă кăткăс операци, çар хирургĕн професси ăсталăхне, ăна пулăшаканĕсен пултарулăхне кура, питĕ ăнăçлă иртрĕ. Кун хыççăн медицина ĕçченĕсем хĕре асăрханса ятарлă урапа çине хучĕç те реанимаци палатине куçарса вырттарчĕç. "Тавах сана, ырă Туррăмăр, йывăр операцие лайăх вĕçлеме пулăшнăшăн", _ тарланă çамкине шăлнă май шăппăн пăшăлтатрĕ Алексей Геннадьевич. Чир историйĕн хучĕ çине Любовь Першинана- унăн ят-шывне паспорчĕ тăрăх пĕлчĕç - малалла медсестрасен мĕнлерех сиплемеллине палăртсан та капитан шурă халатне хывма васкамарĕ-ха.

(Малалли пулать)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика