- Атте, эпĕ туятăп, Люба та мана килĕштерет. Операци хыççăн эпир пĕр-пĕринпе пĕрремĕш хут кăна курнăçса калаçрăмăр темелле. Халĕ, уйрăмах пĕрремĕш талăкра, Любăн организмĕ питĕ йывăррăн ĕçлет, вăл çине тăрсах малтанхи йĕркене кĕрессишĕн кĕрешет. Анчах юрату туйăмĕ çынра юлашки сывлăш тухичченех пурăнать. Любăпа врач пек пупленĕ хушăра эпĕ пĕрлех хамăрăн чĕресем калаçнине те сисрĕм, атте. Ăна, илемлĕскере, операци хыççăн санăн кабинетра кăштах каннă хушăра, тĕлĕкре те куртăм. "Юрататăп сана, капитан...",- терĕ вăл тĕлĕк сирĕлес умĕнхи самантра.
- Алеша, эсĕ çамрăк пулсан та, пурнăç философине те ăнланатăн иккен. Тĕлĕк тенĕрен... Эпĕ сăнанă тăрăх, хăш-пĕрисем чăна килеççĕ. Аннỹ Германие каяс умĕн темиçе кун маларах эпĕ тĕлĕк курнăччĕ. Чукун çул станцийĕнче пуйăс вакунĕнчен пĕр арçын тухрĕ те, аллине тăсса, Эльзăна картлашкасем тăрăх хăпарма пулăшрĕ. Хăпарса çитсен вара аннỹ мана алă сулса хăварчĕ, ют арçынна хулран тытса вакуна кĕрсе çухалчĕ. Пуйăс хыттăн кăшкăртса вырăнтан хускалнă хыççăн часах курăнми пулчĕ...
- Хăш-пĕр тĕлĕксем мĕн пулассине малтанах кăтартса параççĕ иккен, - тĕлĕннĕ май, пуçне каллĕ-маллĕ сулкаласа илчĕ Алексей. - Анчах ман тĕлĕк лайăххипе çыхăннă...
- Çакна питĕ ĕненес килет, Алеша.
Малалла вара ашшĕ шкафран çемье альбомне кăларчĕ те, хулăн страницăсене пĕрин хыççăн теприне уçса, Элина Быстрицкаян сăн ỹкерчĕкне тупрĕ, ăна кăларса, ун çине пĕр самант ăшă куçпа пăхса тăчĕ. Çак сăн ỹкерчĕк хыçĕнче çырнă хаклă сăмахсене темиçе хут вуласа тухнă хыççăн пысăк ĕç стажĕллĕ хирург кăштах куççулленчĕ, йывăррăн хаш! сывласа илчĕ. Алексей сăн ỹкерчĕке алла тытнă-тытманах питĕ тĕлĕнсе кайрĕ, çăра куç харшине çỹлелле карăнтарчĕ: хăй операци тунă хĕр евĕрлех-çке вăл! "Пулас хирурга юратса, çутă малашлăх сунса - пулас учительницăран. Эльвира Маркова", - илемлĕ почеркпа шăрçаланă пединститут студентки.
Малалли пулать
Ноябрь 2024 |