Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 3 çемьене - Пăлапуç Пашьелĕнчи Анисияпа Леонтий Александровсене, Каншелĕнчи Зинаидăпа Николай Хураськинсене, Тутар Сăкăтĕнчи Гельшатпа Семигулла Басыровсене - "Юратупа шанăçлăх" медалĕсене парса чысланă.
Леонтий Александров Улатăрти вăрман хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 44 çул Пăла лесничествинче мастертан пуçласа лесничий пулăшуçине çитиччен ĕçленĕ. Мăшăрĕ, Патăрьелĕнчи 7-мĕш профессипе техника училищинче техник-осеменатор профессине алла илнĕскер, çак ĕçпе тăван хуçалăхра вăй хунă. Тăрăшулăхшăн иккĕшне те тĕрлĕ шайри, çав шутра Раççей Федерацийĕн вăрман хуçалăх министерстви таранах, медальсемпе, грамотăсемпе, Тав хучĕсемпе наградăланă.
Александровсем 3 ывăлпа пĕр хĕр çуратса тивĕçлĕ пĕлỹ тата воспитани парса ỹстернĕ. 12 мăнукпа, пĕр кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. Ачисем те, мăнукĕсем те юрра-ташша ăста. Тивĕçлĕ канура пулин те Александровсем "Пашьел" халăх фольклор ансамбльне çỹреççĕ, куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.
Пурнăçра хастар пулнăшăн, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнишĕн, ял халăхĕшĕн тăрăшнăшăн Леонтий Александрова староста пулма суйланă. Çак тивĕçе вăл туллин пурнăçласа пыма тăрăшать.
Зинаидăпа Николай Хураськинсем кỹршĕллĕ ялсенче çитĕннĕ. Зинаида Каншелне Сителтен качча тухнă. Иккĕшĕ те "Рассвет" колхозра ĕçленĕ. Пĕри - бухгалтер, тепри - водитель. 1969 çулхи июль уйăхĕнче çемье çавăрнă. 4 ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. 7 мăнукĕпе савăнаççĕ.
Семигуллапа Гельшат Басыровсем 52 çул каялла пĕрлешнĕ. Мăшăрăн 4 ывăл. Аслашшĕпе асламăшĕн пĕр мăнук ỹсет. Басыровсем "Алга" колхозра ĕçленĕ. Иккĕшĕ те "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Семигулла Минуллович "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ, ытти наградăсем те пур.
Чыслава тивĕçнĕ виçĕ çемье те ялсенче, ун тулашĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |