Фронтра та, тылра та пуç усман

Категория: Публикации Опубликовано: 10.07.2020, 11:08 Просмотров: 621

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтерессишĕн фронтра та, тылра та пĕтĕм вăйран тăрăшнă. Çĕршывĕпех фашистсене хирĕç тăнă. Патăрьелĕнчи Сергей Петровичпа Елена Ананьевна Маллинсем (сăн ỹкерчĕкре) те çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Вĕсем пирки пĕри - çапăçу, тепри тыл паттăрĕ тесе калас килет.

 Вăрçă пуçланнă чухне манăн атте 17 çулти каччă пулнă. Тепĕр çулталăкран ăна салтака кайма ят тухнă.

 С. Маллин 1942 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче çар ретне тăнă. Аслă сержанта танк полкĕн ятарлă 9-мĕш вĕрентỹ уйрăмне Т-34 танксен радиотелеграфистне вĕренме янă. 1943 çулхи январь уйăхĕнче Тăван çĕршыва тăшман аллинчен ирĕке кăларассишĕн танк полкĕн 410, 103, 57, 226, 222 составĕсенче аслă радист-пулеметчик пулса çапăçусене хутшăннă. Темиçе хутчен те аманнă. 1943 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче ăна вилнисен шутне те кĕртнĕ пулнă...

Çĕнтерĕве кĕтсе илсен те фашистсем лăпланасшăн пулман, вăрттăн та пулсан совет салтакĕсене тапăнса хур кăтартма тăрăшнă. Сергей Петрович тăшманăн ушкăнĕсене çапса аркатассишĕн 1945 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен виçĕ контрнаступление хутшăннă, пулеметран фашистсен 5 салтакне тĕп тунă. Çакăншăн ăна "Паттăрлăхшăн" медальпе чысланă. Атте кăкăр çине çакмалли паллăна питĕ сумлатчĕ тата унпа мухтанатчĕ.

Польша территоринчи Беслау хулинче 1945 çулхи мартăн виççĕмĕшĕнчи çапăçура С. Маллин тата унăн экипажĕ Т-34 танкпа тăшманăн çапăçу икĕ точкине, пехота пунктне аркатнă. Фашистсем те парăнасшăн пулман, май пур таран хирĕç тăнă. Танк çунма пуçланă. Экипаж хăвăрт çеç çулăма сỹнтернĕ, малалла та малалла тапăннă. Сергей Петровичăн пуçĕпе алли аманнă пулсан та нăйкăшса айккине пăрăнман – хушнă çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Шăпах çапла çырнă кăкăр çине çакмалли паллăна пама ыйтса çырнă документра. Сăмах май, аттене ун чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе наградăлама ыйтнă пулнă, ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă. Каярах вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш степеньлĕ орденне тата "Германие çĕнтернĕшĕн" медале тивĕçнĕ.

Вăрçă вăл вăрçах, вилĕм çири кĕперен те çывăхрах. Сергей Петрович çакна пĕрре мар туйнă. 1945 çулхи мартăн 31-мĕшĕнче вăл икĕ урине те йывăр амантнă, Польшăри 1067 номерлĕ госпитале лекнĕ. Хăрах урине касасшăн та пулнă, анчах тухтăрсем ăна сиплесе çăлса хăварнă. Сывалса тухнă хыççăн татах строя тăнă. 1946 çулхи декабрьтен Хĕрлĕ çарăн çарпа строительство батальонĕн 5-мĕш уйрăмĕнче службăна малалла тăснă. 1947 çулхи март уйăхĕнче тăван тăрăха таврăннă.

 Çывăх çыннăмăрăн чĕринче вăрçă тарăн йĕр хăварнă, çапăçу саманчĕсене куçĕ умне кăларсан куççулĕ те тухатчĕ. Атте час-часах пĕр полкра тăнă танкист-юлташĕсене аса илетчĕ. Вĕсенчен пĕринпе, Шевченко хушаматлипе, çыру та çỹрететчĕç. Шел, вĕсем тĕл пулаймарĕç.

С. Маллин салтакран таврăнсан механизатора вĕренсе тухнă, МТС-ра, "Батыревский" совхозра тракторист пулса ĕçленĕ.

Атте мĕн ачаранах юрра-кĕвве юратнă. Вăрçăран аккордеон илсе килнĕччĕ. Унпа питĕ ăста тата чуна тивекен çемĕсем калатчĕ. Вăл вăрçăра чухне пĕрле службăра тăракансен кăмăлне уçма пултарнă, киле таврăнсан ĕçкĕ-çикĕ илемĕ пулнă. Мăшăрĕн те - Елена Ананьевнан - сасси шăпчăкăнни пекех хитре те янăравлăччĕ. Иккĕшĕ пĕрле юрăсем шăрантарма тытăнсан пурте ытараймасăр итлесе тăнă.

Анне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çĕнтерĕве çывхартассишĕн хирте, коксагыз ỹстернĕ çĕрте ырми-канми ĕçленĕ. Тăрăшулăхне кура ăна та "Германие çĕнтернĕшĕн" медальпе наградăланă.

Аттепе икĕ пĕр тăванĕн те - Александрпа Михаилăн - вăрçа хутшăнма тивнĕ. Ленинград çывăхĕнче вĕсен пĕр-пĕринпе ăнсăртран курнăçма та пỹрнĕ. Çуралнă ене иккĕшĕ те чĕрĕ-сывă таврăннă.

Н. МАЛЛИНА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика