Мĕн-ха вăл инсульт? Пуçри юн çаврăнăшĕ тĕрĕс пулманни. Çавна пула юн тымарĕ çурăлни. Инкек вара савăнтармастех. Çакăн пек чухне чирлĕ çынсен 20-25 проценчĕ вилет. Çурри ытла сусăрланать. Вĕсене вара ыттисен пăхма тивет.
ИНСУЛЬТ икĕ тĕрлĕ пулать: ишеми инсульчĕ е инфаркт (юн тымарĕ хупланса ларни, юн тымарĕ çурăлса кайни). Иккĕмĕшĕ малтанхинчен чылай йывăр иртет. Ку енĕпе çамрăксем хушшинче те вилекенсем пур.
Профилактика мероприятийĕсем ирттерсех тăратпăр пулин те чир чакни палăрмасть. Васкавлă пулăшу машинине çак диагнозпа чĕнекенсем чылай. Вĕсенчен ытларах пайне Канашри сиплев уйрăмне вырнаçтарнă. Районти тĕп больницăра та тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илеççĕ.
Инсультран асăрханма çăмăл. Сиплесси вара вăраха каять. Чир патне мĕн илсе çитерет-ха? Юн пусăмĕ кирлинчен ытларах пулни, сахăр диабечĕ, чĕре йĕркеллĕ ĕçлеменни, юнри холестерин шайĕ ỹсни, пирус туртни, эрех ĕçни. Енчен те çынра çакăн пĕр-пĕр енĕ палăрать пулсан та врач патне утмалла. Вăл сиплев çулĕ çине тăратса профилактика мероприятийĕсем ирттерĕ. Чирлес мар тесен апата тăварсăртарах, çусăртарах çиме тăрăшмалла, çăнăхран пĕçернĕ япаласем те ытлашши кирлех мар. Пулла аш-какайран мала хумалла.
Районти тĕп больницăра чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем пирки ăнлантарса парассине сывлăх шкулĕсенче йĕркелеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине мала хумаллине районта тухса тăракан "Авангардра" та çырсах тăраççĕ. Медицина тĕрĕслевĕсем, врачсен сĕнĕвĕсем, массăллă физкультурăпа спорт мероприятийĕсем те вырăнлах.
Ĕç вырăнĕсенче "Хăвăнтан пуçла" сывлăх программи йăлана кĕрет. Кунсерен физкультминуткăсем ирттереççĕ. "Территори - табак тĕтĕмĕсĕр" мероприятие пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Хăвăрăн сывлăхăр пирки кашнийĕ шутлама тăрăшăр. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнассине мала хурăр. Врач сĕнĕвĕсене пурнăçлассинчен ан пăрăнăр
. М. ПЛЕЧОВА, районти тĕп больницăри врач невролог.
Ноябрь 2024 |