Кăçал утарçăсемшĕн çăмăлах пулмарĕ. Пирĕн районта çуллахи вăхăтра çумăр пĕр уйăх ытла çумарĕ. 2019 çулхипе танлаштарсан Чăваш Енре пыл икĕ хут сахалтарах илнĕ.
Варроатоз хăрушă чир пулнине пурте пĕлеççĕ. Унпа çине тăрса, тĕллевлĕ кĕрешмелле. Вĕлле хурчĕсене сиплеме ятарлă препаратсем нумай. Калăпăр, апитол-т, апидез, флувалидез, фумисан... Пĕлтĕр апитол-т ятлипе сипленĕ пулсан кăçал фумисан çакрăмăр. Асăннă препаратсене улăштарсах тăмалла. Пĕр çул пĕринпе, тепринче урăххипе сиплемелле, мĕншĕн тесен сăвăссем вĕсене хăнăхаççĕ. Маларах 12 рамкăллă вĕллене икĕ "йĕр" çакмалла тенĕ пулсан халĕ виççĕ вырнаçтарма сĕнетпĕр.
Утарçăсем вĕлле хурчĕсене сахăр шерпечĕ парассине вĕçленĕпе пĕрех ĕнтĕ. Ĕлкĕрейменнисен инвертлипе усă курмалла. Ăна хурт-хăмăр лавккисенче сутаççĕ. Сахарозăна фруктозăпа глюкозăна пайланă шерпет вăл. Хуртсем ăна кормушкăран илсе тỹрех рамăна хураççĕ. Ку хатĕр апат шутланать. Шерпет çине экофитол ярса пама та юрать.
Вĕлле хурчĕсене варвитти ересрен нозематиц е ноземат çитерсен те аван.
Пыл усăллине пурте пĕлетпĕр. Паян прополис пирки кăшт каласа хăварас килет. Тĕлĕнмелле чаплă япала, коронавирус инфекцине те сиплеме пулăшать. Вăл тирек, лăсăллă йывăçсен, хурăн, çирĕк, хăва сăмалисенчен (50 процент), ăвăсран (30), эфир тата тутлă шăршăллă çусенчен (10), чечек тусанĕнчен (5 процент) тăрать. Ученăйсем прополис иммунитета çирĕплетнине тахçанах палăртнă. Çавăн пекех нерв тытăмне лăплантарма, астмăпа асапланакансене сывлама пулăшать. Бактерисене вĕлерет, вируссене хирĕç кĕрешет. Унăн шĕвекĕпе пыра чỹхеççĕ, сывлав органĕсене сипленĕ чухне усă кураççĕ. Коронавирус ан ертĕр тесен кашни каç прополис настойкине ĕçме сĕнетĕп. Ăшă сĕт çине пĕр чей кашăкĕ пыл, 4-5 тумлам прополис настойкине ямалла. Сиплĕ шĕвек нервăсене лăплантарать, канлĕ çывăрма пулăшать. Халĕ прополисран хатĕрленĕ тĕрлĕ препарат пур, таблеткине те сутаççĕ. Эпир каçсерен вĕллерен кăларса илнĕ, прополис çаптарнă пире (холстик) 15-20 минут шăршласа выртатпăр. Ăна кравать çумне çакса хурсан та аван. Сиплĕхĕ ан пĕттĕр тесен пире çатăрка хутаçра упрамалла.
Чăваш пылĕ 2016, 2017 çулсенче Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕнче, унта 600 ытла утарçă хутшăннăччĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Вăл пахалăхĕпе тĕнче шайне тухнине шута илсе кăçал виçĕ проект хатĕрлерĕм. Пĕрремĕшĕнче тăватă тĕрлĕ пыла - çăкан, фацелин, хура тулăн, илепер курăкĕн - ятарласа Хусанта хатĕрлеттернĕ савăта вырнаçтарнă. Тепринче вара караслă пыл. Виççĕмĕш проектра ресторансемпе кафесем валли юри пĕчĕк савăтсене тултарнă вĕлле хурчĕсен продукцийĕ пулать. Пуринче те çимĕçе ăçта кăларнине палăртса хăварнă.
Н. ПИРОЖКОВ, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
Ноябрь 2024 |