Сăн ỹкерчĕкре - çамрăк мăшăр, Анна Полетаева тата Никифор Данилов. Вĕсем 1939 çулта пĕрлешнĕ. Хĕр йĕртсе, туй кĕрлеттерсе пуçланă çемье пурнăçне.
Никифор Матвеевич Тури Тăрмăшра çуралса ỹснĕ. Турханти шкулта 7 класс вĕреннĕ, шофер профессине алла илнĕ.
Анна Ивановна "халăх тăшманĕн" хĕрĕ пулнă. Вăл та Тăрмăшрах çуралнă, анчах ашшĕ- амăшне тĕрмене хупсан куккăшĕ Анюкпа Гаврила Полетаев хушаматпа хăйсем патĕнче усранă. Микишпа Анюк сак çине юнашар ларса шурăмпуç кĕтсе курман. Тен, сăмахламан та. Микиш салтака кайсан унăн савнийĕ тусне кĕтсе илеймен, урăххине качча тухнă. Ĕлĕк атте-анне сăмахĕнчен иртмен. Çул çитнĕ - авланмалла.
Микиш ашшĕ Анюк Тăрмăша килнине илтнĕ те: "Хĕр шырама ниçта та каймалла мар, пỹрни пỹрт умнех килнĕ", - тесе хĕр çураçма илсе кайнă.
Мăшăрлансан темиçе уйăхранах Микиша хăй ĕçлекен машинăпах фин вăрçине илсе кайнă. Унтан таврăнсан Комсомольски районĕнчи Шурутра вăй хунă. Те çемйине пулăшас тесе, те ĕçĕ çапла пулнă, арçын ялта питĕ сахал тăнă. Турханта Росглаввино кантурĕ пулнă, вăл çавăнта тăрăшнă. Хусантан тавар турттарнă. Килне самантлăха кăна кĕре-кĕре тухнă. Анюк ваттисемпе пĕрле пурăннă. 1940 çулта вĕсен Лидя ятлă хĕрĕ çуралнă. Мăшăрĕ çăмăлланнă хыççăн чирленине пĕлсен арçын Хусантан таврăннă, ăна "Хастар" колхозра бригадир пулма шаннă. 1941 çул. Вырсарникун.
Анюк ял уявне тухнă, вăл каялла килнĕ çĕре Микише вăрçа ăсатма хатĕрленнĕ. Машина пулманнипе тепĕр кун çеç вăл тухса кайнă.
1941 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче çемье пуçĕ çула тухнă.
Сакăр уйăхри ача пулнă Л. Кудрявцева вăрçă пуçланнă чухне. Çемйинчен уйрăлнă кун ашшĕ килĕнчен тухса кайиччен те алăран яман пĕчĕк хĕрне. "Мĕн пур юратăвне, чун ăшшине парса хăварас тенĕ пуль", - шухăша кайса хушса хучĕ Лидя аппа. - Атте мĕнне ăнланман та эпĕ. Анне, асаттепе асанне мана лайăх пăхнă, телейлĕ ỹснĕ.
Лидя аппа сĕтел çине пĕр тĕрке çыру кăларса хучĕ. Вĕсем вăрçă вучĕ витĕр тухнăскерсем. Анюк савнă мăшăрĕ çырнă кашни хыпара пуçтарса пынă, арча тĕпĕнчех усранă.
- Аттен юратăвне эпĕ çак çырусенче куратăп, унăн чун хавалне, ырă кăмăлне, чăвашла сăпайлăхне туятăп, - терĕ хĕрĕ вĕсене вуланă май.
"Лично Анюка! - тесе пуçланă Микиш 1942 çулта янă пĕр çырăвне. - Юлташăм Аньук, эпир халиччен пĕрне-пĕри сивĕ сăмах та каламарăмăр. Паянхи кунтан эпĕ сана хушатăп, Личана аван усра, çын хушшинче пиртен çуралнă хĕр начар ан ỹстĕр". Тепĕр çырă- вĕнче: "...эпĕ хамшăн хуйхăрмастăп, мĕнпур килтисемшĕн. Юлташăм Аньук, эсĕр манăн юратнă хĕрĕме Личана лайăх пăхса ỹстерĕр, çын хушшинче вăл çынран катăк, хуйхăллă ан ỹстĕр...", - тенĕ (çырури йĕркесене пĕр улăштармасăр пичетленĕ. - Авт.).
Микишсене малтан Горькине (Чулхулана) илсе кайнă.
"Мотоциклиста вĕрентеççĕ. Вĕренсе пĕтерсен эпир машинăсен командирĕ те, шофер та хамăрах пулатпăр. Кунтан тухса кайнă чухне çыру çырса хăваратăп. Ну, пĕр малти линие çаклансан сывă килесси çук пуль", - тесе çырнă вăл запасра тăракан автополкран. Кун сиктерсе хыпар янă арçын тăванĕсем патне.
"Турă çырсан хăçан та пулсан çаврăнса пырăп. Сĕре хуйхăрса ан хуçăл, Аньук, ку вăрçăра пĕтекен пĕр çын кăна мар. Сывă юл, Аньук. Çак çырупа эпĕ сана алă паратăп. Çыраканĕ юлташу Микиш", - тесе çырнă çырăвĕ юлашки пуласса Микишăн чунĕ сиснĕ пуль.1942 çулхи август уйăхĕнче çемйине Севастопольтен Н. Данилов хыпарсăр çухални пирки хут килнĕ.
Çак кунран Анюкăн кун-çулĕнче тепĕр тапхăр пуçланнă: тăлăх салтак арăмĕн пурнăçĕ, вăрçă йывăрлăхĕсене çĕнтересси, хĕрне ура çине тăратасси.
Кунсем иртнĕ. Ĕçчен те тирпейлĕ хĕрарăм патне хăтана пыракансем те пулнă, анчах вăл килĕшмен.
- "Микиш арăмĕ пулнă, Микиш арăмĕ пулсах вилетĕп", - тетчĕ анне. 90 çултан иртичченех пурăнчĕ, хăй юратнă мăшăрне улăштармарĕ, - тесе вĕçлерĕ калаçăва Лидия Никифоровна.
Ружена РОДИОНОВА
Ноябрь 2024 |