Шкулта краеведени музейне йĕркеленĕренпе чылай çул иртрĕ ĕнтĕ. Кунта нумай экспонат упранать. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тăрăшса пухнă асатте- асанне хуçалăхра, уй-хирте усă курнă ĕç хатĕрĕсем, пỹрт-çурт таврашĕнчи япаласем, тăмран е йывăçран ăсталанă савăт-сапа, кĕпе-тум, тĕрĕ-эреш таврашĕ тата ытти те куçа илĕртеççĕ.
Кунта упранакан чылай япалана кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсем экскурсие пухăнсан нумайăшне пуçласа курнине пĕлтереççĕ. Вĕрентекен тĕплĕн каласа панине куçа чарса, хăлхана тăратса итлеççĕ, вун-вун ыйту параççĕ. Кашни япала вĕсемшĕн тĕлĕнтермĕш, темĕнле асамлăхпа çĕнĕлĕх, пысăк вăрттăнлăх! Тĕрĕсех, килте ниçта та кураймастăн, тупаймастăн та мăн асатте-асаннен кантăр е йĕтĕн пир кĕпине, мăн кукамайăн тĕрĕллĕ саппунĕпе тутăрне, чаплă сурпанне. Асанне, анне, аппа-инке çĕрлесерен лампа çутипе тĕрленĕ ал шăллисем, кавирсем, минтер пичĕсем вырăн тупнă кунти витринăсем çинче. 8 мăшăр çăпата упранать музейра. Вĕсемпе пĕрлех калăп, шĕшлĕ юнашарах. Сăпка, такана, çăпала-алтăр, чашăк-кашăк - йăлтах арçын алли ăсталанăскерсем. Кашни экспонат чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕпе пултарулăхне палăртать.
Хăш-пĕр çемье музея темиçе экспонат та асăнмалăх парнеленĕ. Акă, Патăрьелĕнчи В. Аппакова, И. Яковлева, Р. Петрова, Л. Ижедерова, М. Сейфуллина, П. Спинова хастарсен япалисем тивĕçлĕ вырăн тупнă. В. Васюткина вĕрентекен парнеленĕ тĕрĕллĕ япаласем уйрăмах куçа илĕртеççĕ. Татмăшри Р. Филиппова, Д. Дюкина, М. Чернова, Н. Царев, А. Шаймин илсе килнĕ савăт-сапа пуриншĕн те курăмлă.
Темиçе çул упранакан альбомсем, вĕсенчи сăн ỹкерчĕксем, папкăсемпе плакатсем музейри иккĕмĕш пуянлăх шутланать. Вĕсем пурте кулленхи шкул пурнăçĕпе çыхăннă. Кунтан вĕренсе тухнă ачасене, вĕсен вĕрентекенĕсене халалланă альбомсем, презентацисем темиçе те.
Ман шутпа, музей пурри - усăллă, яланхи "уçă энциклопеди". Вĕрентекене уроксенче тата класс тулашĕнчи мероприятисенче усă курма, экспонатсемпе кăсăкланакан вĕренекенсемшĕн тĕпчев ĕçĕ çырма пурте куç умĕнче, ал айĕнче.
Г. ХЛЕБНИКОВА, вĕрентекен
Ноябрь 2024 |