Кĕрхи çĕртме яланах усăллă тесе çирĕплетнĕ. Пĕр 30-40 çул каялла пушаннă пĕр хире те сухаламасăр хăварман. Уйрăмах августра ку ĕçе 60 процент таран пурнăçласан лайăх тесе каланă. Çĕртме тусан çум курăк, чир-чĕр, хурт-кăпшанкă пĕтнине, вăл хĕлле юра лайăх пухнине, тăпрари нỹрĕке тата тутлăхлă япаласене упраса хăварнине, микроорганизмсене ĕрчеме услови тунине çĕрпе ĕçлекенсем аван пĕлеççĕ.
Самана улшăннă майăн ял хуçалăхне те çĕнĕ варкăш кĕрсех тăрать. Юлашки вăхăтра çĕртме тумасан та пысăк тухăç илме пулнине çирĕплетеççĕ. Çĕрпỹри Хорошавин фермер хуçалăхĕнче нуль циклĕпе вăй хунине илтнĕччĕ. Мĕне пĕлтерет-ха çакă? Унта кĕркунне хирсене сухаласа хăвармаççĕ, çуркунне кăпкалатакан ытти агрегатсемпе ĕçлеççĕ, кайран çум курăкран гербицид сапаççĕ, удобрени 2-3 хутран кая мар хываççĕ.
Кĕрхи çĕртме пирки районти ял хуçалăх предприятийĕсенче чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă агрономсен шухăшĕсене пĕлес терĕм.
Селивестр Шалтынов, Нăрваш Шăхаль ялĕ:
- Кĕрхи çĕртмене тумалла е тумалла мар тесе татăклăн калаймастăн. Кунта пурне те шута илмелле. Çитес çул ăçта мĕн акассине, кашни хирĕн тăпра пулăхлăхне, пусă çаврăнăшне, çанталăк условине пăхмалла. Пĕр çул ỹсекен курăк çитĕнтерме палăртнă лаптăка, сăмахран, сухаламасан та юрать. Агрономăн хăйне майлă тĕпчевçĕ те пулмалла.
Эпир пĕр çулхине районтан Пенза облаçĕнчи пĕр хуçалăхра пулнăччĕ. Унта чăннипех те çĕре кĕркунне сухаламаççĕ, анчах та çуркунне хăватлă, энергие перекетлекен техникăпа усă кураççĕ. Районта та кĕрхи çĕртме тумасăр ĕçлес текен ял хуçалăх предприятийĕсен пурнăçпа тан утса техника паркне çĕнетмелле.
Иван Киргизов, Первомайски ялĕ:
- Кĕркунне хирсене сухаласан çуркунне ĕç калăпăшĕ чакать, анчах кайран ăна культиваци тумалла тата ытти те. Ку вара укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем хаклине кура юлашки çулсенче хуçалăхсем тăкаксăртарах ĕçлесси пирки ытларах шухăшлама пуçларĕç. Акă, халĕ культиваторсем пур, вĕсем тỹрех тăпрана çемçетсе, тикĕслесе пыраççĕ.
Хăш-пĕр хуçалăхра сухалас вырăнне дискатора анана икĕ хутчен кĕртеççĕ. Кĕрхи çĕртме тумасан химикатсемпе ытларах усă курма тивет
. Агрономăн темиçе çул малараххине курса тăма пĕлмелле: ăçта мĕн акассине, сапассине... Тăмлă хирсене кĕркунне сухаласан аван. Хăш-пĕр хире пĕр çул сухалаттармалла, тепринче дискаторпа тăпрана çемçеттермелле. Ĕлĕкхи технологисене те манмалла мар, çĕннисене те пурнăçа кĕртсе пымалла. Çавăн пекех пысăк тухăç илес тесен пусă çаврăнăшне пăхăнмалла, паха вăрлăхсемпе усă курмалла.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |