Кивĕ Ахпỹрт ялĕпе утса иртес пулсассăн шкулта кирек хăш класра вĕренекен ача та хирĕç пулакана сывлăх сунма тăрăшать. Çакă вăл çитĕнекен ăру килте, ача садĕнче, вĕренỹ учрежденийĕнче тивĕçлĕ воспитани илсе ỹснине çирĕплетет.
Çын тỹрех культурăллă çуралмасть-çке. Ỹснĕçем ăна хăнăхса пымалла. Обществăра кашнийĕн хăйне тытма вĕренмелле тата ытти те. Ку енĕпе ашшĕ-амăшĕ, ача сачĕн, педагогика коллективĕ сахал мар ĕçлет. Калаçăва çакăнтанах пуçарнăран Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул ертỹçи П. Рыбкин пĕлỹ çуртĕнче юлашки вăхăтра йĕркеленĕ мероприятисемпе паллаштарма тăрăшрĕ. Ырăлăх эрни ирттернĕ-мĕн кунта.
Шкул ачисем аслă çулхисене пулăшма кайнă. Пĕччен пурăнакансене вутă купалама, кил хушшинчи ытти ĕçсене тирпейлеме пулăшни мĕне тăрать. Шкул коридорĕнче ырă ĕçсен йывăççине "лартнă". Унăн турачĕ çине кашнийĕ хăй мĕнле ырă ĕç тунине çырса çакать.
Шкулта иртекен олимпиадăсене хутшăнни те ырă пулăм. Дистанциллĕ конкурссене явăçни те ытларах вулама, тĕпчеме, ыррине пĕлме вĕрентет. Акă, Д. Титова, А. Каргина, А. Мартышкина вĕренекенсем, М. Ярусовăпа М. Табакова вĕрентекенсем Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа районти централизациленĕ библиотека ирттернĕ онлайн-конкурсра çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.
Кунта çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕ пулса ỹсме условисем çителĕклех: таса, тирпейлĕ, юсанă. Ача шучĕ сахалли çеç пăшăрхантарать. Район ертỹçисем çитĕнекен ăрушăн çакнашкал тăрăшни савăнтаратех. Шкулта ачасене икĕ хутчен апатлантараççĕ. Кĕçĕн классем ăна пĕрремĕш тата виççĕмĕш уроксем хыççăн çиеççĕ. Аслисенне те ятарлă график тунă. Ачасем унчченхилле пĕр тăхтавра столовăйне пухăнмаççĕ.
Урока чĕнекен е урок вĕçленнине пĕлтерекен шăнкăравсем кашни класăн пĕр вăхăтра пулманни меллĕ. Коридорта та ачасем йышлăн хĕвĕшмеççĕ. Консультацисене те вĕренекенсем черетпе çỹреме тăрăшаççĕ.
Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕ евĕр, ачасен ỹсĕмĕсем вĕренỹре те пур. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Ю. Плешкова вырăс чĕлхипе, Д. Баранов технологипе, А. Петрова историпе, М. Острякова обществознанипе, вырăс чĕлхипе (вĕрентекенĕсем А. Бельдекова, Л. Кошкина, Н. Ярусов) район шайĕнче палăрчĕç.
Спортра пысăк çитĕнỹ тăвать çитĕнекен ăру. Пукан йăтассипе çеç республика шайĕнче 8 призер пулнă. А. Петрова, М. Острякова, Ю. Плешкова, А. Федоров, О. Маркова, М. Быкова, Д. Маркова чупассипе те, пукан йăтассипе те харсăр. Хăшĕсем республикăри олимп резервĕсен училищинче пĕлỹ пухакансенчен пачах та юлмаççĕ.
Елчĕк, Шăмăршă районĕсенче йĕркеленĕ кĕрхи кроссене хутшăнса мала тухни те шкул чысне çĕклеме май парать.
- Кирек хăш учреждение кĕрсен те (шкул е ача сачĕ) вĕсенчи ачасен шавлă сасси чуна ăшăтать. 38 çул ĕçлетĕп педагогика системинче. Унчченрех паралельлĕ классем те пулнă. Шкул - ял управçи, теççĕ. Малашлăхра ача шучĕ пĕр пекрех тăрать-ха. Пĕрремĕш класа та кăçал вунпĕрĕн килчĕç. Ача садĕнче икĕ ушкăн ĕçлет,- тет П. Рыбкин.
Шкулта специалистсем çитеççĕ. Кадрсен ыйтăвне кирлĕ шайра тытса тăма тăрăшать ертỹçĕ. Акăлчан чĕлхипе, физкультурăпа вĕрентекенсем ытти шкулсенчен килсе çỹреççĕ. Л. Кошкина географи предмечĕпе пĕлỹ парассипе квалификацие ỹстернĕ. Шел, аслă вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ пухса диплом илнисем темшĕн яла таврăнасшăнах мар.
Ачасен ашшĕ-амăшĕпе тытакан çыхăнăвĕ çирĕп. Унчченрех пĕрлехи мероприятисене хастар хутшăннă аслисем. Çакă та çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçе пĕрле канашласа туса пыма май парать.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |