Лейкоз ĕне-выльăхăн вăраха тăсăлакан инфекци чирĕ шутланать. Ăна юн чирĕ е юн ракĕ тенипе халăхра лайăх пĕлеççĕ. Унран сыватма май çук. Ытларах чухне сĕт нумай паракан ĕнесем, сайра чухне сурăхсемпе качакасем, лашасем, килти ытти выльăх чирлеме пултараççĕ. Вăл экономика тĕлĕшĕнчен хуçалăха пысăк тăкак кỹрекен амаксен йышне кĕрет.
Чирĕн тĕп палли - выльăхăн лимфоузелĕсемпе сули (селезенка) пысăкланса кайни, çавăн пекех вар-хырăмпа аптăрани, сĕт сăвăмĕ чакни, начарланни, хавшакланни. Вăл хăйне палăртмасăр организмра темиçе уйăх, хушăран çул та, тăсăлма пултарать. Каярах юнри шурă тĕвĕсем, уйрăмах лимфоцитсем, нормăран темиçе хут ỹссе каяççĕ, аталанса çитеймен клеткăсем хăвăрт ĕрчеме пуçлаççĕ, унтан юн тата ытти органĕсенче шыçăсем ỹсме тытăнаççĕ. Ытларах чухне 4-8 çулхи выльăх чирлет.
Вирус юн, сĕт урлă, ытти мелпе ерет. Чиртен сыватма май çук, çавăнпа та выльăха аш-какай комбинатне ăсатма тивет.
Çулсеренех районти ветеринари работникĕсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм хушма хуçалăхсенчи ĕне-выльăх юнне илсе ветеринари лабораторийĕнче тĕрĕслеççĕ. Çакă чире малтанхи тапхăртах палăртма май парать. Çавăнпа та выльăх усракансене профилактика ĕçĕ патне тимлĕх ытларах уйăрма сĕнес килет. Лейкоз тупнисене кĕтĕве ямалла мар, сĕтне те вĕретсе ĕçме тăрăшмалла. Паха шĕвеке 85 градус вĕрире 10 минут вĕрилентерни те сиенсĕрлетет.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче лейкоз вирусне тупса палăртнă хççăн комплекслă тĕрлĕ мероприяти ирттермелле:
- пур выльăха та, пушмак пăрусене 6 уйăхран пуçласа, юнне илсе тĕрĕслени чир сарăлассинчен сыхланма пулăшать;
- вирус тупса палăртнă выльăхсене пĕтĕлентерме юрамасть;
- сывă выльăхсене чирлисемпе тытмалла мар, уйрăм пăхса çитĕнтермелле, усрамалла, кĕтỹ кĕтмелле;
- ветеринарипе зоотехника мероприятийĕсене пурнăçланă чухне яланах асептикăпа антисептика правилисене çирĕп пăхăнмалла;
- выльăх-чĕрлĕх йышне яланах тĕрĕс шута илмелле, вăхăтра номерлесе пымалла. Лейкоза сарас мар тесен ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен, уйрăм çынсен ветеринари правилисене çирĕп пăхăнмалла:
- ветеринари специалисчĕ ирĕк памасăр выльăха сутма, пусма, урăх çĕре куçарма юрамасть; - туяннă выльăха 21 кун карантинра усрамалла. Çак тапхăрта тĕпчев тата чир-чĕртен сыхланмалли ĕçсене туса ирттермелле;
- выльăх-чĕрлĕх илсен е чир паллине асăрхасанах вырăнти ветеринари службине çийĕнчех пĕлтермелле. Асăннă ĕçсене вăхăтра пурнăçласан çеç ку чиртен хăтăлма май пур.
Пĕлсе тăма:
Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе 9285 пуç выльăха лейкозран тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 83-шĕ (0,9 процент) чирли палăрнă.
Шăнкăртам, Хирти Пикшик, Ыхра Çырми, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенчи уйрăм хушма хуçалăхсенче лейкоз вирусĕллĕ ĕне-выльăха шута илнĕ.
П. ЕФИМОВ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕ
Ноябрь 2024 |