Районта çулленех фермăсене хĕле валли еплерех хатĕрленине ятарлă комисси тĕрĕслет. Ытти çулсенче сентябрь уйăхĕнче графикпа килĕшỹллĕн кашни ял хуçалăх предприятийĕпе фермер хуçалăхне çитнĕ пулсан кăçал вара мероприятие ноябрьте ирттерчĕç. Çакă аван та пулчĕ. Сивĕ кунсене кĕтсе витесенче мĕн туни - йăлтах куç умĕнче. Комисси членĕсем - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов тата çак пайри Эльфия Рафикова тĕп специалист, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин районти начальникĕ Петр Ефимов - тĕрĕслев вăхăтĕнче кăмăллă пулăмсемпе çитменлĕхсене çийĕнчех палăртса хăварчĕç. Витесене тивĕçлĕ шайра йĕркелемен хуçалăхсене çитес вăхăтра тепĕр хут çитсе килессине палăртрĕç.
Пĕр хĕр чухăн каччăпа пĕрлешнĕ тет те килне кайсан: "Эп чухăнсен укçи кăна çук пуль тесе шухăшланă. Вĕсен вара нимĕн те çук иккен", - тесе ашшĕ-амăшне каласа парать, тет. Сăмахăма ахальтен аякран пуçламарăм. Комисси членĕсемпе пĕрле фермăсем тăрăх çỹренĕ чухне çак кĕске каларăш аса килчĕ. Лайăх, ăнăçлă аталанса пыракан хуçалăхсенче пурне те санитарипе ветеринари правилисем ыйтнă пек пурнăçлаççĕ пулсан теприсем ячĕшĕн тенĕ пек тăваççĕ. Хăш-пĕр ĕçе тума укçа-тенкĕ те кирлех мар, пĕрех урлă выртана тăрăх та çавăрса хумаççĕ. Акă, уйăхра пĕрре витесенче санитари кунĕсене ирттермелле, ун чухне эрешмен картисене тасатмалла, чỹречесене çумалла, территори таврашне тирпейлемелле тата ытти те. Чылай çĕрте кун пирки мансах кайнă теме те пулать...
"Исток", "Батыревский", "Красное Знамя", "Труд" хуçалăхсенчи, Анатолий Лялькин, Эльвира Солдатова, Решид Санзяпов фермер хуçалăхĕсенчи тата ыттисен хуралтисене кайса курса тĕслĕх илсен питĕ аван пулĕччĕ. Вĕсенче таса та тирпейлĕ, стенасене шуратса дезинфекциленĕ. Ывăнсан кĕрсе канма, тум улăштарма ятарлă пỹлĕмсем пур. Выльăхсене пурне те тỹрех биркăласа, шута илсе пыраççĕ. Апат рационĕ те пуян. Уйрăмах "Исток" çĕр ĕç фирминче выльăхран продукци илессине ỹстерессине тимлĕх нумай уйăраççĕ. Кунта пăрусене - пĕр, пăрламалли ĕнесене - тепĕр тĕрлĕ, сăваканнисене тата урăхла рационпа апатлантараççĕ. Уçăлтарма кăларнă выльăхсем умĕнче улăм та çителĕклех. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕр ĕне вăтамран 23 килограмм сĕт антарать.
"Батыревский" пĕрлешỹре комисси членĕсене хуçалăх ертỹçи Петр Ялуков тĕп специалистсемпе пĕрле кĕтсе илчĕ. Петр Валерьевич кĕскен хуçалăх пурнăçĕпе паллаштарчĕ, унтан пурте витесене çитрĕмĕр. Кунти ĕне-выльăха та сивĕ хĕл хăратмасть. Çуллахи кун юсавсем ирттерме те, тирпейлеме те вăхăт тупнă. Ĕçе йăлтах механизациленĕ. Транспортерпа тухакан тислĕке тỹрех ятарлă вырăна кайса тăкаççĕ.
Татмăшри Эльвира Солдатова фермер хуçалăхĕнче 100 ĕне вырнаçмалăх витене пĕлтĕр, шăпах çак вăхăталла, хута янăччĕ. Хуçасем хуралтăна тасалăхра тытса тăма тăрăшни сисĕнет. Халь пикенсех йыша тата пысăклатас тĕллевпе ĕçлеççĕ.
Кĕркунне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Р. Санзяпов фермерăн Чăваш Ишекĕнчи çĕнĕ фермине уçнă çĕре хутшăннăччĕ. Комиссипе пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та унта çитсе курчĕ. Хуралтă выльăхпа тулма пуçланă. Çакăншăн хĕпĕртемелĕх пур.
Районта малашлăха тĕллевлĕн пăхакансем пурри савăнтарать. Анат Чакăри Сергей Елисеев фермер ĕне-выльăх ĕрчетессипе ĕçлет. Кăçал вăл патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕ. Грантпа ферма тума пуçăннă. Объекта Çĕнĕ çула хута яма палăртать.
Лайăх фермăсем пирки çырма та кăмăллă, анчах пăшăрхантараканни те пур. "Звезда" ял хуçалăх производство кооперативăн ферма территорийĕнче çын çỹллĕш куршанак ỹсет. Санитари кунĕсене хăçан тунисене те манса кайнă пулмалла. Витесен стенисене дезинфекциленĕ-мĕн, анчах шуратман. Юсав ĕçĕсене те вĕçлемен. "Первомайск" тата "Малалла" хуçалăхсенче те хĕле хатĕр мар. Шыв пăрăхĕсем кăштах сивĕ пулнипех шăннă, тислĕке те тăкман. Урайăн çĕрнĕ хăмисене улăштарман. Дежурнăйсем çукки те шухăшлаттарать. Пăрлама пуçланă ĕнесене кам пулăшать-ши е тата пĕр-пĕр инкек сиксе тухсан кам курать-ши? Комисси членĕсем Пăлапуç Пашьелĕнчи Сергей Чаданов, Кивĕ Катекри Андрей Бухарин фермерсене те çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтермеллине асăрхаттарчĕç.
Ял хуçалăхĕнче пăшăрхантаракан тепĕр ыйту вăл - кадрсем çитменни. Дояркăсемпе скотниксем, пĕрлех тĕп специалистсем те çук. Ĕçлеме каяс кăмăллисене те тупма йывăр. Çавăн пекех хăш-пĕр хуçалăх ертỹçисем фермăсем тĕлне те "манса" пыраççĕ. Кассăна çулталăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те укçа кĕртекен пĕртен-пĕр çăлкуç вăл - сĕт, çакна асра тытасчĕ.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |