"Çемье вăл - телей, юрату тата пуянлăх",

Категория: Публикации Опубликовано: 04.12.2020, 09:27 Просмотров: 711

- тет Кивĕ Ахпỹртре пурăнакан Ольга Николаевна. Кашни апат çиме лармассерен кухньăри сĕтел тĕлĕнчи стена çумĕнче çакăнса тăракан çемьен пĕрлештернĕ сăн ỹкерчĕкне пăхса киленеççĕ Рыбкинсем. Ачисем тĕрлĕ ỹсĕм çулĕнче пур унта. Ваттин - амăшĕн, асламăшĕн - сăн ỹкерчĕкĕ валли те вырăн тупнă. Çамрăксем ĕçре чухне мăнукĕсене вăл сăпка юрри юрласа çывăрттарнă-çке. Сăмах май каласан, кинĕпе пăянамăшĕ килĕшỹре 30 çул ытла пурăннă.

Сăпайлă пулма, аслисене хисеплеме вĕрентекен йĕркесене шăрçаланă алă ĕçĕ те пур кухньăра. Ăна та чей ĕçнĕ чухне вуласа илме пулать.

Залри стенана ăрăва малалла тăсакансем йышăннă. Ольга Николаевна ăна йĕтĕн пир çине алмаз (хаклă йышши питĕ çирĕп чул) шăрçисенчен ăсталаса çыпăçтарнă. Сăн ỹкерчĕксем чĕррĕн курăнаççĕ. Тĕссене тĕрĕс суйласа илни ĕçе пахалăхлă пурнăçлама май панă.

Çуртра пушă стена çук. Кашни мăнукĕ ячĕпе ăсталанă алă ĕçĕсем кăмăллă. Родион, Давид, Кира çут тĕнчене хăçан килни паллă.

Пĕлĕт тĕслĕ шывра ишекен акăшсене те, Пучивар çырми çумĕнче ларакан çурта та тĕрленĕ ăстаçă.

Иккĕмĕш хутĕнче - чечексем. Рамка ăшне вырнаçтарнисем - 11. Çуллахи вăхăтра таса та янкăр пĕлĕтлĕ улăха лекнĕнех туятăн хăвна.

- Çуллахи каникул вăхăтĕнче тĕрленĕччĕ вĕсене. Пĕрин хыççăн теприне пуçăнас килсех тăратчĕ. Ытармалла мар. Пахчара е пỹртри савăтра ỹсекеннисен çеçкисем вăхăтран-вăхăта сỹнеççĕ, тĕрĕсенче вĕсем çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хĕм сапнăн çеçкере,- тет сăпайлăн О. Рыбкина.

Ĕçсем хушшинче тĕрли пур. Хăшне-пĕрне лентăсенчен çыпăçтарса тунă. Теприсене хулăн хут çине ỹкерсе ăсталанă.

Алă ĕçĕ тăвас тесен илеме туйма пĕлмеллех. Тĕрĕсенчи тĕссене пĕлсе вырнаçтармалла. Вĕтĕ канван кашни йĕркине шутласа пымалла. Ĕçе пуçăнсан вăхăт иртни те сисĕнмест. Тепĕр чухне Ольга Николаевна çур çĕр иртиччен те хăпаймасть вĕсенчен. Ытти шухăшсене сирме те пулăшать алă ĕçĕ.

Çемьере килĕшỹ хуçаланать пулин те ыйхă килмен каçсем те пулаççĕ. Ăрăва малалла тăсакансем тахçанах аслă шкулсенчен вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тăнă, мăшăрланнă.

Çулĕпе тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те шкула утать педагог-ветеран. Ачасене биологипе, химипе вĕрентет. Аслă шкулсене медицина енĕпе вĕренме каяс текенсене те вĕсене тĕплĕн "шĕкĕлчеме" пĕлни кирлĕ. Кун пеккисем кашни выпускрах тупăнаççĕ. Савăнать вĕсемпе педагог. А. Задорова-Волкова психиатр, М. Савкина-Пыркина косметолог, И. Хитрова шăл тухтăрĕ тата ытти вуншар специалист паянхи кун та вĕрентекенне пĕлỹ никĕсне çирĕп хума пулăшнăшăн тав тăваççĕ.

Пĕрле ĕçлекенсем те педагог пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме пултарнине палăртаççĕ. Ольга Николаевна вĕренекенĕсем маларахри çулсенче районта иртекен олимпиадăсенче çулсерен малти вырăнсене йышăннине çирĕплетеççĕ. Халĕ те ĕçлеме ỹркенмест педагог çитĕнекен ăрупа. Уроксем хыççăн та консультацисем ирттерет. Киле васкасси çук унра. Мăшăрĕ директор пулнăран шкултан, ача садĕнчен ачасем килĕсене кайса пĕтмесĕр те ĕç кунне вĕçлемеççĕ.

Улми йывăççинчен аякка ỹк- мест, теççĕ. Ăрăва малалла тăсакансене те аслашшĕпе асламăшĕ ывăлĕсене вĕрентнĕ пекех ĕçе тăрăшуллă явăçтарма хăнăхтараççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика