Прививка тутарни чиртен хỹтĕлет

Категория: Публикации Опубликовано: 11.12.2020, 10:12 Просмотров: 501

Кăçалхи 11 уйăхра районта çынсем инфекциллĕ тата паразитлă чирсемпе чирленĕ 3485 тĕслĕх пулнă. Çакă иртнĕ тата маларахри çулсенчи январь-ноябрь уйăхĕсенчи тапхăрсемпе танлаштарсан 1,8 хут пысăкрах. Инфекциллĕ чирсемпе (ОРЗ) 71,7 проценчĕ чирленĕ. 21,7 проценчĕн ỹпке шыççи палăрнă.

Кăçал коронавируса пула ОРВ инфекцийĕ 118 пациентра палăрнă. ОРЗпа чирлесси ноябрь уйăхĕнче 4,6 хут ỹснĕ, 403е çитнĕ.

Çынсен ỹпке шыççи 756 тĕслĕх палăрнă. 2019 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенчипе танлаштарсан çак кăтарту 3,6 хут пысăкрах.

Ноябрь уйăхĕнче ỹпке шыççипе 144 çын чирленĕ. Вĕсенчен 15-шĕн коронавирус чирĕнчен пулнă.

Тĕпрен илсен, 40 çултан пуçласа аслăраххисене чир ытларах çулăхма пăхать.

Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан Шăнкăртамра - 55, Патăрьелĕнче - 73, Çĕнĕ Ахпỹртре - 35, Туçара 27 тĕслĕх пулнă. Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта çулленех халăха грипран прививка тунă. Кăçал та çапла пулса пырать. Вакцина ярассине ытти чирсенчен хỹтĕленсе те пурнăçланă. Уйрăмах хĕрлĕ шатраран, коклюшран, дифтеринчен, шăнăр туртнинчен, ыттисенчен хỹтĕлеме тăрăшнă. Çавна пулах ĕнтĕ пирĕн çĕршывра çынсен пурăнас кун-çулĕ те самаях вăрăмланчĕ. Çакна çирĕммĕш ĕмĕрĕн çурринчи кăтартусемпе те танлаштарма пулать. Вакцина яртарасси ирĕклĕ пулнă. Унăн уссине çынсем туйнах, çавăнпа та прививкăна хирĕçлемен.

2020-2021 çулсенчи эпидеми тапхăрĕнче грипран хỹтĕлесе 15175 çынна прививка тунă. Çакă районти мĕн пур халăхăн 45 проценчĕ пулать. Чăваш Республикинче пурăнакансен 43 проценчĕ чиртен сыхланса вакцина яртарнă. Раççейĕпе çак кăтарту 50 процентпа танлашать.

Халĕ акă района грипран прививка тумалли тата 450 вакцина килчĕ. Ăна фельдшерпа акушер пункчĕсемпе врач амбулаторийĕсен офисĕсене салатнă. Прививка тутарса ĕлкĕрейменнисен медицина ĕçченĕсемпе çыхăнмаллах. Çав шутра сахăр диабечĕпе, сывлакан органсемпе, кардиологи чирĕсемпе чирлекенсен те. Уйрăмах 60 çултан иртнисен прививка тутарма тăрăшмалла. Вирус ертес мар тесе пурин те тăрăшмалла. Каялла çул çук. Профилактика мероприятине пурнăçлани чире чакарма пулăшатех.

 Çĕнĕ çул уявĕ çывхарнăран тепĕр хут асăрхаттарса хăварасшăн. Маска тăхăнма манмалла марах. Алла тĕплĕн çума тăрăшмалла. Дистанцие пăхăнмалла. Ỹсĕрекен çынсемпе сахалрах калаçмалла. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшăр. Çителĕклĕ çывăрмалла, апатланмалла, физкультурăпа туслă пулмалла. Пылак чей, сок, шыв кирлĕ чухлĕ ĕçмелле. С витаминпа туслашăр (вăл клюквăра, кĕтмелте, лимонра пур). Пỹлĕме уçăлтарсах тăрăр. Нỹрлĕ пусмапа сăтăрма ан манăр. Тĕл пулсан алă тытма, ыталанма ан васкăр. Çуман алăпа сăмсана, пит-куçа ан сăтăрăр. Хăнасене, уяв мероприятийĕсене çỹремесен те юрать. Килте ларнинчен ырри çук. Хăвăра япăх туйсан, ОРВИ паллисем пулсан врача киле чĕнмелле. Пĕрле чире çĕнтеретпĕрех.

О. ТАКМАКОВА, Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика