ХХ ĕмĕрĕн чи хаяр та хăрушă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа акă 75 çул та иртрĕ. 1418 кун тата каçа тăсăлнă хаяр вăрçă питĕ нумай асаппа вилĕм илсе килнĕ. Пирĕн çĕршывра кăна историксем палăртнă тăрăх 27 миллион çын пурнăçĕ татăлнă. Унсăр пуçне мĕн чухлĕ салтак çапăçу хирĕнчен алăсăр е урасăр таврăннă, мĕн чухлĕ фронтра хыпарсăр çухалнă, мĕн чухлĕ хĕрарăм мăшăрсăр, ача ашшĕсĕр тăрса юлнă, вĕсене шутласа та кăлараяс çук! Тăван çĕршыва хỹтĕлеме Чăваш тăрăхĕнчен 208 пине яхăн çын тухса кайнă. Патăрьел районĕнчен - 8377 çын. Вĕсенчен 385 салтак Аслă Чеменпе Тури Чакăран пулнă. Çак икĕ ялтан 202 çын вăрçăран киле каялла таврăнайман.
Аслă Чеменпе Тури Чакă ялĕсенчи фронтовиксен паттăрлăхĕпе паллаштаракан кĕнеке 2016 çултах кун çути курнăччĕ. Унăн авторĕ - Г. Айхи ячĕллĕ Çĕньялти тĕп шкулта историпе обществознани вĕрентекен Александр Геннадьевич Сюзюкин. 300-е яхăн страницăллă кĕнекере Аслă Чеменпе Тури Чакă ялĕсенчен вăрçăра çапăçнă салтаксен кун-çулĕпе, вĕсен паттăрлăхĕпе паллаштаракан чылай тĕслĕх вырăн тупнă, салтаксен сăн ỹкерчĕкĕсенчен, аса илĕвĕнчен пуçласа вĕсен тăван тăрăха ăсатнă çырăвĕсемпе дневникĕсем, çапăçури паттăрлăхшăн тивĕçнĕ орден-медальсемпе чыслав хучĕсем таранах. Аслă Çĕнтерĕве туптанă ентешĕсен паттăрлăхне манманни, унтан ытла çитĕнекен ăрăва тăван ен, Тăван çĕршыв историйĕпе тỹррĕн паллаштарни паха пулăм.
Вăрçă вăхăтĕнче алла пăшал тытса тăшмана хирĕç çапăçакансене кăна мар, тылра кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлекенсене те çăмăл пулман. Вĕсен тăрăшулăхĕпе хастарлăхĕ те çĕнтерĕве çывхартнă.
Вăрçă пуçланнă вăхăтра Тури Чакăри 140 хуçалăхра - 597, Аслă Чементи 205 хуçалăхра 705 çын пурăннă. Вĕсенчен "Парижская коммуна" колхозра ĕçлекен арçынсем 119-ăн, хĕрарăмсем 231-ĕн, çамрăк ачасем (12-16 çултисем) 99-ăн пулнă. 1944 çулта Аслă Чементи 754 çынран колхозра 42 арçын, 216 хĕрарăм тата 97 çамрăк ача ĕçленĕ. Куратпăр ĕнтĕ, вăрçă пуçлансанах арçынсем вăрçа тухса кайнă. Ялти пĕтĕм ĕç хĕрарăмсемпе çамрăксем çине тиеннĕ. Нумаях пулмасть пичетленсе тухнă "Вăрçă çулĕсем тухмаççĕ асăмран" кĕнекене Аслă Чеменпе Тури Чакă ялĕсенчи тыл ветеранĕсен аса илĕвĕсем кĕнĕ. "Ку кĕнекене вăрçă паттăрĕсене - салтаксене мар, тыл ĕçченĕсемпе ветеранĕсене халаллатăп. Вĕсем хĕç-пăшалпа мар - пĕр канми, вăй-хăватне шеллемесĕр, Тăван çĕршыва ĕçпе пулăшса çĕнтерĕве çывхартнă. 1941-1945 çулсенче пур халăх та "Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех Çĕнтерỹ валли!" ("Все для фронта, все для Победы!" чĕнĕве тĕпе хурса пурăннă. Выçăллă-тутăллă пулсан та вĕсем хăйсене шеллемесĕр пĕтĕм вăй-халне çĕнтерỹшĕн панă. Вăрçă вăхăчĕ ыйтнă тĕрлĕ хушăва та пурнăçлама тивнĕ ял халăхĕн", - вулатпăр кĕнекен умсăмахĕнчи Александр Сюзюкин сăмахĕсене.
Кĕнекен пысăк пайне тыл ĕçченĕсен аса илĕвĕсем йышăнаççĕ. Пĕтĕмпе çĕре яхăн вĕсем. Кашни хăй уйрăм кун-çул очеркĕ пек вуланать. Кĕскен, çав вăхăтрах чуна пырса тивекен чи хатарлă та йывăр самантсене, лашасене вăрçа илсе кайнипе вăкăрсене кỹлме вĕрентсе вĕсемпе ака-суха туни, ачасем аслисемпе пĕр тан ĕçлесе пыни, çитĕнекен ăру выçлăха пула чирлесе вилни, çимелли пулманнипе хиртен шăннă улма пуçтарни, курăк çини, мăйăр хуппи, йĕкел тĕшши авăртса çăнăх туни, вăрçăри салтаксем валли тăхăнмалли япаласем,çимелли пуçтарни, шартлама сивĕре вăрман касни, окоп чавни, торф кăларни, çул туни, элеватора тырă леçни тата ытти нумай пулăма каласа панă тыл ветеранĕсем. Вăрçă вăхăтĕнчи кашни кун, сехет чăтма çук йывăр килнĕ, вĕсем ял çыннисен чĕрине ĕмĕрлĕхех суранлатса хăварнă.
Вăл вăхăтра, паллах, пĕрне те çăмăл пулман. Апла пулин те ют çĕре ĕçлеме каякансене, уйрăмах йывăр тивнĕ. Вăрман касма, торф кăларма, çул тума тивнĕ тылри халăха. Аслă Чеменсемпе Тури Чакăсем Эйпеçе çити вăрман касса шакмак çул тунă çĕрте тăрмашнă. Иваново облаçĕнче торф кăларнă. Ылханлă гитлер эшкерĕ Тăван çĕре ан таптатăр тесе Сăр хĕррипе хỹтĕлев йĕрĕсем чавнă. 1941 çулхи кĕркунне пуçланă хỹтĕлев чиккисене тума асăннă ялсенчен Бахмисова (Матросова) Донна Александровна, Бахмисова Татьяна Михайловна, Бутылкина (Фролова) Анна Васильевна, Капитонова Лидия Григорьевна, Кошелева Анна Дмитриевна, Мордвинова (Матросова) Евдокия Александровна, Никитина Серафима Васильевна, Фролова Елена Петровна тата ыттисем те хутшăннă. Акă еплерех аса илнĕ Бахмисова Донна Александровна хăй Сăр хĕрринче ĕçленĕ самантсене: "1941 çулхи юпа уйăхĕнче пире ĕçлеме пултаракансене Сăр хĕррине окопсем чавма илсе кайрĕç. Кунта эпир 2 эрне пĕр ялта ĕçлесе пурăннă хыççăн вăрманта хĕл каçма хỹшĕсем туса хатĕрлерĕмĕр. Хĕлĕпе ĕçлесен пире киле ячĕç".
Мордвинова (Матросова) Евдокия Александровна Сăр Майданĕ патĕнче окоп чавнă. Пĕррехинче вăл çырма урлă каçнă чухне шыва кайса шăнса пăсăлнă Больницăран тухсан татах окоп чавнă çĕре таврăннă. "Нимĕçсем кунталла çитсен танксем ан каçайччăр тесе чавтаратчĕç пире", - каласа панă Евдокия Александровна.
Никитина Серафима Васильевна Кладбище текен ял патĕнче ĕçленĕ. "Унта каяс мар тесе эп пытанса та ларнăччĕ, анчах ман вырăна аттене илсе каясса пĕлсен хамах кайма килĕшрĕм. Унта чăрăш лăссисем çинче выртса пурăннă. Пуç айне кутамкка хунă. Вăл çул сивĕччĕ, çапах та пыйтăсем чылай пысăккисемех пурччĕ. Малтан çывратăн, унтан пыйтăсем канăçсăрлантарма пуçласан вăранатăн та ыйăх та иртсе каять. Киле килсен вара пуçа пỹртре тураман, урама тухнă. Мĕншĕн тесен килти çынсене пыйтă ерме пултарнă. Пĕррехинче апат çирĕмĕр те кăвайт çумнерех ăшăнма выртрăмăр. Ман урари çăпата çунма пуçланипе вăранса кайрăм. Кутамккара тепĕр мăшăр пурччĕ те ăна сыртăм вара".
Шăн çĕре чавма çамрăк хĕрачасемшĕн мĕн тери йывăр пулни Фролова Елена Петровна каланинче те курăнать.
Çакăн евĕр аса илỹсем пайтах. Хăш чухне тыл ветеранĕсемпе куçа-куçăн калаçнăнах туйăнса каять. Хăй вăхăтĕнче Атитанов Василий Матвеевич тата Мурзакаев Виталий Андреевич вĕрентекенсем тăрăшнипе "пуçтарнă шкул ачисен реферачĕсем пурăна киле историллĕ хаклă документа çаврăнасса никам та шутламан паллах. Шутланă пулсан та, тен, татах та тĕплĕнрех тунă пулĕччĕç мар-и тĕпчев ĕçне вĕренекенсем. Куншăн та тав, сăмахне тивĕç вĕсем.
Кĕнекере "Трудовик" тата "Парижская коммуна" колхозсен ĕçченĕсем вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн "За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг." медале тивĕçнисен тулли списокĕ те вырăн тупнă. Салтаксен тăлăх арăмĕсен списокĕ, ФЗОна, Иваново облаçне торф кăларма кайнисен, эвакуаци йĕркипе куçса килнисем камсем патĕнче пурăнни таранах вуласа пĕлме пулать. Чăннипех те паха кăларăм темелле "Вăрçă çулĕсем тухмаççĕ асăмран" аса илỹсен кĕнекине. Унăн авторĕ уйрăм чыслава тивĕç. Ку, паллах, вырăнти ертỹлĕхпе влаç тумалли ĕç.
Çĕршыва вăрçă кỹнĕ йывăрлăхран çĕкленме пулăшнă ĕç паттăрĕсене "Майăн 9-мĕшĕнче" кăна аса илмелле мар. Пĕр-ик ăшă сăмах каласа тепĕр Çĕнтерỹ кунĕччен манса каймалла мар. Патшалăхăн, уйрăмах вырăнти влаçăн çак ĕçре тĕслĕх пулмалла, çамрăксен умĕнче тĕслĕх кăтартмалла. Сăмахран, хăй вăхăтĕнче ветерансемпе вăрçă паттăрĕсем лартса хăварнă садсемпе аллейăсене çĕнĕрен чĕртмелле, тирпей-илем кĕртсе хальхи ăру валли аса илỹпе мухтав, астăвăмпа чыслав лапамĕсене çавăрмалла. Ветерансем хутшăннипе уçнă палăксемпе стеллăсене хăйсен вырăнĕнче çĕнетмелле, урăх çĕре куçарса ячĕсене, чунĕсене шуйхаштармалла мар (историе çĕнĕрен çырма (перепись) тума пулăшмалла мар.
"Вăрçă ачисем" çинчен йышăннă саккун пурнăçа кĕрсе пынă май тата Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне упраса хăварма палăртнă мероприятисем тивĕçлĕ шайра иртсен вăрçă ачисен ячĕ-сумĕ ỹсессе шансах тăратпăр.
1941-1945 çулсенчи чи хаяр тата тискер вăрçă тепĕр хут пире хамăр историе лайăхрах пĕлме аса илтерет. Паллах, паттăрсене манмастпăр, вĕсен умĕнче эпир ĕмĕр-ĕмĕр парăмра!
Н. ОСИПОВ
Ноябрь 2024 |