Çитĕнỹсем пурте пĕрле тăрăшсан çеç пулаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021, 08:38 Просмотров: 333

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетекен, çулталăкра пурнăçланă ĕçсемпе, çитĕнỹсемпе паллаштаракан канашлу февралĕн 26-мĕшĕнче иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел районĕн пуçлăхĕ, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кирилл Ермолаев, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организаци-предприяти ертỹçисем, ĕç ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Ĕнерхи кун никĕсĕнче - малашлăхри тĕллевсем

Мероприятие район пуçлăхĕ Николай Тинюков уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов 2020 çул кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ.

Иртнĕ çул пирĕн районшăн, республикăшăн кăна мар, çĕршывĕпех çăмăлах пулмарĕ. Коронавирус пандемийĕ хăйне майлă тỹрлетỹсем, йышăнусем кĕртрĕ. Апла пулсан та Юхмапа Пăла тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономикинче ырă улшăнусем çителĕклех.

 Налукран тата ытти (налукран мар) тупăш 2020 çулта 2019 çултинчен тăватă процент ытларах кĕрсе 164 миллион тенкĕпе танлашнă.

 Пĕрлештернĕ бюджетăн тăкакĕ пĕр миллиард та виçĕ миллион тенкĕ пулнă. Виçĕмçулхинчен 104 миллион тенкĕ ытларах (12 процент) тăкакланă. Пĕрлештернĕ хысна укçин 75 процентне социаллă сферăна аталантарнă çĕре янă.

Районăн пурнăç шайне инвестици проекчĕсем урлă та хаклама май пур. Тĕрлĕ çăлкуçран кĕнĕ укçа-тенкĕпе 19 объект туса хута янă. Çавна май 58 ĕç вырăнĕ хутшăннă. Малашлăхри тĕллевсем те пысăк. 2021-2025 çулсенче пĕр млрд ытла тенкĕлĕх инвестицин 31 проектне реализацилемелле. Вĕсем уçăлсан 129 çын валли ăçта вăй хумалли пулать. Шел пулин те, Алманчă, Аслă Чемен, Кзыл Чишма, Первомайски, Шăхач, Турхан, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенче пĕр проекта та ĕçе кĕртмен.

Патăрьел районĕшĕн ял хуçалăх отраслĕ тĕп вырăн йышăнать. Халăх çĕрпе тулли те тухăçлă ĕçлеме тăрăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ 34 пин гектартан пуçласа 54 пин гектар таран ял хуçалăх çĕрĕ йышăнакан районсем хушшинче йĕркеленĕ экономика ăмăртăвĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕ иртнĕ çул пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Çулталăкра виçĕ млрд çурă ытла тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Ку 2019 çултинчен 7 процент нумайрах. Çавăн пекех тыр-пул тухăçĕ те савăнтарчĕ. Ăна 65 пин ытла тонна пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç пĕр гектартан 36 центнерпа танлашнă. Паллах, тыр-пул, пахча çимĕç культурисем ăнса пулнинче хуçалăхсем хăватлă трактор-комбайнпа усă курма пуçланин те витĕмĕ пысăк. Иртнĕ çултан ял хуçалăх техникин 40 процентне патшалăх субсидилеме пикенни те ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене пысăк пулăшу пачĕ. Çакăншăн вĕсем Чăваш Ен Правительствине чун-чĕререн тав тăваççĕ.

Республикипе туяннă ял хуçалăх техникин 30 проценчĕ пирĕн района тивĕçет. Кăçал икĕ уйăхра кăна 23 трактор хутшăннă.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те кăтартусем начар мар. Ĕне-выльăх, сăвăнакан ĕнесен, лашасен шучĕпе Патăрьел тăрăхĕ республикăра пĕрремĕш, сыснасен йышĕпе виççĕмĕш вырăн йышăнать. Аш-какай тата сĕт туса илессипе каллех виççĕмĕш.

Пĕчĕк тата вăтам бизнес та район экономикишĕнех ĕçлет. Хальхи вăхăта пин ытла предпринимательлĕх субъектне шута илнĕ, унта тăватă пине яхăн çын вăй хурать. Вĕсен ĕç-хĕлĕнчен районăн тĕрлĕ шайри хыснине 50 млн тенкĕ ытла налук кĕнĕ.

Юлашки вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем ытларах та ытларах нумай функциллĕ центрăн пулăшăвĕпе усă кураççĕ. 2020 çулта 12 пине яхăн тивĕçтерỹ тунă. Сăмах май, республикăра иртнĕ "Чи лайăх нумай функциллĕ центр" конкурсра Патăрьелсем иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Районта 33 пин те 878 çын пурăнать. Йыш чакса пыни пăшăрхантарать. 2020 çулта 310 ача çуралнă пулсан (2019 çултинчен 5,5 процент сахалрах) 618 (13 процент нумайрах) вилнĕ. Патăрьел тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче çеç демографи лару-тăрăвĕ лайăх.

 Нумай ачаллă çемьесен шучĕ ỹснине те палăртса хăварма кăмăллă. Паяна 701 çемьере 2278 ачана воспитани параççĕ.

Вĕренме, сывлăха çирĕплетме, канма условисем çителĕклех

 Район пуласлăхĕ паянхи çамрăксен аллинче. Вĕсем тарăн пĕлỹ тата тĕрĕс воспитани илччĕр тесе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сахал мар ĕç тăваççĕ. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн шкулсемпе ача сачĕсене 46 млн тенкĕ ытлалăх çĕнĕ оборудованисем килнĕ. "Паянхи шкул" проектпа Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсенче пĕлтĕр "Точка роста" центрсем уçнă.

Çак кунсенче çеç çĕнетнĕ Ача-пăча искусство шкулĕ хăйĕн вĕренекенĕсене йышăнчĕ. Кзыл Чишмари шкула реконструкцилесе çамрăксем валли "СЭЛЭТ-БАТЫР" обществăлла центр туса хумалла, ăна валли уйрăм инвестицисене явăçтарнă.

 Çитĕнекен ăру валли вĕренме условисем туса панин усси те куç умĕнче. Иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе тĕрлĕ шайри олимпиадăра призлă 43 вырăн йышăннă.

Сывлăхлă çын çеç ĕçре те çитĕнỹсем тăвать, килте те килĕшỹре пурăнать. Районта пурăнакансем вăхăтра чир-чĕре тупса палăртма, сипленме пултарччăр тесе Патăрьелĕнчи тĕп больницăра, 13 врач амбулаторийĕнче, 30 фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хуракансем тăрăшаççĕ. Çавăн пекех сиплев учрежденйĕсене те çĕнетсе пыраççĕ. Кăçал Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Треньелĕнче, Тăрăнта, Ишлĕре тата Каншелĕнче модульлĕ ФАПсем, Шăнкăртамра тата Сăкăтра врач амбулаторийĕсем тума, Пикшикри, Первомайскинчи тата Кзыл Чишмари врач амбулаторийĕсене юсама палăртнă.

Районта тĕрлĕ шайра палăрнă спортсменсем те нумай. Иртнĕ çул саккăрăшĕ Раççейре, 12-шĕ федерацин Атăлçи округĕнче, 126-шĕ республикăра малти вырăнсене йышăннă.

Тимченкон ыр кăмăллăх фончĕ йĕркелекен "Ырă пăр" программăпа Сăкăтра хоккей коробки тунă.

Çулталăкра 65 спорт мероприятийĕ, унтан 8шĕ республика шайĕнче, ирттернĕ.

Çыннăн ĕçлеме те, канма та майсем пулмалла. Юлашки виçĕ çулта виçĕ çĕнĕ клуб хăпартнă, 15-не юсанă. Кăçал Нăрваш Шăхалĕнчине, Тăрăнтине, Ульяновкăрине юсамалла.

Çĕкленеççĕ çуртсем, çĕнелеççĕ çулсем

Районăн экономикине строительство отраслĕ урлă та хаклама май пур. 2020 çулта ăна валли 290 млн тенке яхăн уйăрнă. 10 пин ытла тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Ку палăртнинчен виçĕ процент нумайрах.

"Çурт-йĕр" наци проекчĕпе 19 çамрăк çемье, 6 тăлăх, ялта пурăнакан тата ĕçлекен икĕ çын, нумай ачаллă икĕ çемье, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи ветеранĕн тăлăх арăмĕ, çапăçăва хутшăннă пĕр ветеран пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатнă.

Ял ипотекине 34 çемье тивĕçнĕ. Хальхи вăхăта черетре тата 15-ĕн. Кăçал 25 çамрăк çемьене (унтан 19-не панă), тăватă тăлăха, ялта пурăнакан тата ĕçлекен икĕ çынна, нумай ачаллă пĕр çемьене кĕтеслĕ тумалла.

Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх та районшăн пĕлтерĕшлĕ сфера шутланать, çавна май пĕр вĕçĕм тимлĕх ыйтать. 2020 çулта шыв пăрăхĕсене, канализаци пуссисене, канализаципе насос станцийĕсене, шыв тасатакан станцисене юсанă. Шыв илекен тăватă скважинăна сиплеме икĕ млн тенкĕ тăкакланă.

Патăрьелшĕн шыва тасатакан сооруженисем çивĕч ыйту кăларса тăратаççĕ. Вĕсене реконструкцилес тĕллевпе проект документацийĕсене хатĕрленĕ, патшалăх экспертизи тухмалла тата.

Республика программипе килĕшỹллĕн нумай хваттерлĕ икĕ çурта 2,5 млн тенкĕлĕх юсанă, кăçал тата виççĕшне 7 млн тенкĕлĕх çĕнетмелле.

 Çул пур çĕрте инфратытăм та аван аталанса пырать. 2020 çулта Нăрваш Шăхалĕнче, Шăнкăртамра, Кĕçĕн Арапуçĕнче 6 çухрăма яхăн çул сарнă, район тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ 13 çухрăм асфальт çула юсанă. Кăçал тумалли ĕçсем те паллă. Патăрьелĕнчи Карл Маркс урамĕнче строительство ĕçĕсем пырĕç, район тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ 9,5 çухрăм çула сиплĕç.

Хамăр пурăнакан вырăн хитререх пултăр тесе халăх та тăрăшать. Пуçарулăх бюджечĕпе тата "Хальхи вăхăтри хула хăтлăхĕ" программăпа вуншар çĕнĕ проект пурнăçланать. 2020 çулта вырăнти пуçарупа обществăлла инфратытăма аталантармалли 25 проекта реализациленĕ. Кăçалхи планра - 11.

 "Хальхи вăхăтри хула хăтлăхĕ" наци проекчĕпе 2020 çулта Сăкăт тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче халăха канмалли вырăнсем туса панă. 2021 çулта Патăрьел тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсен территорийĕсене хăтлăх кĕртмелле.

Пĕлтĕр 10 картиш территорине 30 млн тенкĕлĕх тирпейленĕ пулсан, ку çулта 21 млн тенкĕ тăкакламалла.

Рудольф Васильевич пурте пĕрле кар тăрса ĕçлесен çитĕнỹсем тата ытларах, Патăрьел тăрăхĕнче пурăнмалли условисем лайăхрах пулассине каларĕ. Çитменлĕхсем те çук мар. Акă, çỹп-çапшăн халăхăн 64 проценчĕ, нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансен 71 проценчĕ çеç капиталлă юсавшăн тỹлев-пе вăхăтра татăлса пынине асăнчĕ.

Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕтĕмлетрĕ. Вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕ республика шайĕнче малтисен шутĕнче пынине, патшалăх паракан пулăшусемпе туллин усă курма тăрăшнине, анчах çав вăхăтрах ытти районсенчен те тĕслĕх илмеллине каларĕ. Ял хуçалăхĕнчи кадрсен ыйтăвне татас тесен шалăва ỹстермеллине, çамрăксене ĕçлеме, пурăнма тивĕçлĕ условисем туса памаллине те палăртрĕ. Унтан Сергей Геннадьевич залра ларакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Канашлура Раççей, республика, район шайĕнче Хисеп, Тав хучĕсене, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа кăларнă медале, "Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи" сумлă ята тивĕçнисене те саламларĕç.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика