Пиçен тăшманĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.03.2021, 10:51 Просмотров: 270

– Куля, тăр айта, тул çутăлать. Манăн та, санăн та паян ĕç нумай, – çирĕппĕнех каласа, Нетюк аппа çиччĕри ывăлне частарах вăранма хистет.

Виççĕн пĕр килте пурăнатчĕç малтан вĕсем. Нетюк аппа çемье йĕркелекен хĕрарăмччĕ. Шăллĕ, Ванькка, тертлĕ ачаччĕ. Колхозсем тунă вăхăтра çуралчĕ çак пепке. Нетюкпа йăмăкĕ питĕ хĕпĕртерĕç уншăн. Амăшĕ, çуратнă хыççăн нумай пурăнаймарĕ, çĕре кĕчĕ. Ашшĕ те питĕ куляннипе виçĕ кун хушши çу кунĕнчи шăрăхра кĕлетре аташса выртрĕ те вилсе кайрĕ. Юрать кÿршĕсем пур, вĕсем пытарма пулăшрĕç кил хуçине. Тата та пысăкрах кулянăвĕ вара Кăрăç Никанур эшкерĕ кил тăрăх çÿресе, тин кăна йĕркеленнĕ колхоз валли кашни килтен тенĕ пек, акма хатĕрленĕ тырра илсе кайсан пуçланчĕ. Исай Ваньккинне вара мĕн пур тыррине кĕлетрен шăпăрпа шăлса тухсах илсе кайнă. Хăйсем килĕшмен пулин те районтан килнĕ милиционер пистолетне хирĕç мĕнле тăрăн ара.

Çапла, вун çиччĕри хĕр килте икĕ пĕчĕк ачашăн аппăшĕ те, амăшĕ те, ашшĕ те пулса тăнă…

– Пĕçернĕ улма кăмакара, çăкăра пирпе витнĕ, вăл сĕтел çинчех, хырăму выçсан çиен. Тăр! терĕм сана, çиччас пиçиххипе парăп тăмасан, – хытă каларĕ ĕçпе пиçĕхнĕ çамрăк хĕрарăм.

Тăрас килмест вĕт ирхине пĕчĕк ачан. Çывăрасчĕ тепрер çаврăм. Çук, чĕн пиçиххи ан лектĕр тесен, тăмаллах. Ачан татма юраман ыйхи пек тутлă пулăм тĕнчере нимĕн те çук пулĕ урăх.

– Ачам, сурăхĕсене эпĕ кайсан витерен кăларса кĕтĕве ăсатса яран, хур чĕпписемпе чăхсене апат паран, кайран вара ферма патĕнчи кÿлле ăсатса яр. Атя-ха, пахчана, халех тухса сана паян мĕн чухлĕ йăран çумламаллине кăтартăп. Ĕнтĕ, улма çеçки тăкăсланнă, йăрансем хушшине кĕме юрать. Пăх, çум курăк мĕнле ашкăрса кайнă. Çумламасан – улмасăр тăрса юлăпăр. Иртерех пикен, паян шăрăх пулĕ. Пуçу çине хупах хур, вара хĕвелĕ ытлах аптратмĕ. Ăнлантăна, Коля? Вăран, мĕн эс халĕ те анасласа тăран. Тата мĕскер каласшăнччĕ-ха? Э-э-э, пĕчĕк пахчари ир пулакан улмуççин панулмине тути кĕнĕ, кашни панулмине шутласа хунă, татнă ан пул. Тепри те эсĕ шкула кайнă çĕре çеç пиçет. Юлташусене киле илсе ан кил, пулнă-пулман панулмисене шаккаса ан пĕтерĕр. Хĕл валли йÿçĕтме хăвармăр тата.

– Анне, ÿкнисене çиме юрать-и?

– Çук. Пуçтарса кăна хур. Юрĕ, пĕтĕмпех каларăм пек, паян колхозăн пăрçа анине çулма пикенетпĕр, кăçал вăл ăнса пулчĕ. Çавана туптаттарнăччĕ-ха. Эпĕ кайрăм вара…

– Анне, хиртен пăрçа илсе килетне?

– Юрать, пĕрер пĕчĕк çыхă, бригадирĕ çывăхра пулмасан.

Пĕр вăхăт арçын ача амăшĕ хушнине манса кайнă пек те пулчĕ. Хăйне ирĕккĕн туйса, тÿрех меслетлесе, ферма çывăхĕнчи пĕвене юлташĕсемпе миçе хутчен шыва кĕме кайса килме пултарнине шутласа та хучĕ.

Нетюк аппа хăйĕн йывăр шăпинчен хăрама пăрахнă ĕнтĕ. Ун шучĕпе, малалла пурнăç йĕркеленмеллех. Ванькка шăллĕ çитĕнсе çитсенех, çĕнĕ пÿрт лартма ĕçлесе илес тесе, Донецк хулине шахтăна кăмрăк кăларма тухса кайрĕ. Йăмăкĕ, Клавди, вăрçă вĕçленсе пынă çул, пĕчĕк çунапа çывăхри вăрмана типĕ турат пуçтарма кайсан, шăнса килчĕ те, нумай тăраймарĕ, çĕре кĕчĕ.

Нушаллă ĕçпе пиçĕхнĕ, качча кайман Натали пурнăç мелне тупнă. Хăйне хытă тытнă, пĕчĕк шăллĕпе йăмăкне пăхма та ĕлкĕрнĕ, ĕçлеме те тăрăшнă. Вăрçă çулĕсем пуриншĕн те йывăр пулсан та Нетюкăн кĕлетĕнче яланах тырă çителеклĕ упраннă. Ун патне кÿршисем тăтăшах каçкаласа: «Нетюк, хаклă тăванăм, тархасшăн, ачасене вилме ан пар – кивçен тепĕр кĕркуннеччен тырруна пĕрер пăт пар, тархасшăн. Чĕркуçленсе ыйтатăп», – куççуль кăлара-кăлара тархаслани те пулнă.

Çапларах шухăшласа утса-утса пынă чухне апăрша, иртнĕ пурнăç яланах ăшра капланнине каялла аса илÿпе тавăрать. Халĕ ĕнтĕ хăйĕн ачине çитĕнтерсе йĕркеллĕ çын тумалла.

Куля выльăхсене амăшĕ каланă пек пăхса, унтан хурĕсене пĕвене çити леçсе ячĕ те килелле васкарĕ. Сĕтел çинчи ун валли касса хунă çăкăр чĕллине пусран ăснă шывпа сыпса çисе ячĕ те пысăк пахчана тухас шухăшлă пулчĕ. Ěçлеме тухсан шыва кĕме каясси пулмасть пулĕ тесе пĕчĕк пахчари улмуççи патне пырса çĕр çине ÿкнĕ панулми пур-и е çук-и тесе тĕрĕслерĕ. Çÿлелле пăхса çирĕп çакăнса тăракан панулмисене ăмсанса сăнарĕ  Унтан хăвăрттăн урама тухрĕ те кÿршĕри Мишша патне каçрĕ.

– Мишшук, панулми çиес килет-и? Айта пирĕн пата, тульккĕш малтан улма йăранĕсене çумлатпăр, кайран мĕн чухлĕ панулми çиес килет, çавăн чухлĕ çиетĕн. Çĕр çине ÿкнисене. Çакăнса тăраканнисене анне шутласа хунă. Вĕсене татма юрамасть. 

– Куля, эсĕ мана ухмах вырăнне хуран пуль, панулмисем ÿкмесен çиейместĕп вĕт. Паян хамăрăн та улма йăранĕсене те çăмламалла терĕç. Пыраймастăп. Элекçей патне кайса пăх, тен, килĕшет. Шыва кĕме кайнă чух мана чĕнĕр. Манса ан кайăр, илтетне, Куля?

Куля çывăхри юлташ ачисен пахчисенче ир пиçекен панулми йывăççисем çуккине пĕлет, çавăнпа ĕнтĕ юлташĕсене илĕртет. Элекçей килĕшрĕ. Иккĕшĕ ĕçе пуçăнас умĕн улмуççи айне пырса пăхрĕç, ÿкменччĕ-ха. Ну, кунта алхассах кайма тытăннă тĕммĕн-тĕммĕн ÿсекен пиçен! Йĕпписем ачасен черченкĕ ÿчĕсене çулçи хĕрринчен хуçăлса кĕреççĕ те чиксе ыраттармах пуçлаççĕ.

Çитменнине тата хĕвелĕ васкасах çӱлелле хăпарать, йăранĕсем хĕрсе пыраççĕ, çара урасене вĕри çĕр çунтарать. Ачасем йăлăхса çитеççĕ те каллех панулми йывăççи патнелле пырса пăхаççĕ. Сайра килсе çаврăнса каякан варкăш вĕри çилпе пĕрер панулми ÿксен, ачасемшĕн питĕ пысăк савăнăç пулĕччĕ те ... Хĕвелĕ тÿпене пăталансах ларнăн туйăнать. Кĕтÿ-кĕтÿпе хурсем ишекен шерпетленнĕ шывра кăмăл туличчен чăмпăлтатса тухсан, кусем каллех, хайхи панулми йывăççи патĕнчи мур илесшĕ пиçен тата ана çинчи мăянĕ-йыт пыршипе çапăçма каяççĕ. Çапла мĕкĕлтете-мĕкĕлтете ачасем ĕçлекелесе те ывăнчĕç, чееленсе, панулмисене патакпа çапса ÿкеркелесе çисе те тăранчĕç, пĕвере те чун каничченех чăмпăлтатрĕç.

Нетӱк аппа та ĕçрен ывăнса таврăнчĕ. Кунĕпе пăрçа çулма ай-вай мĕнле вăй кирлĕ! Ял халăхĕ, умлă хыçлă карталанса, паккуса ÿксе, арçынĕ те, хĕрарăмĕ те пĕр-пĕринчен юлмасăр çулса, пĕр чарăнмасăр кун кунларĕç. Пӱрте кĕрекен картлашка çинче Нетӱк аппа пĕр çур сехет чĕнмесĕр ларчĕ.

Куля, амăшĕ таврăниччен маларах, сурăхĕсене кĕтÿрен кĕтсе илсе витене хупса шыв, курăк пачĕ, каярах хурĕсене пĕверен кайса илсе картана хупрĕ.

Куля та ачашланас тесе амăшĕ çумне тĕршĕнчĕ. Ывăлĕн хĕвеле пула шупкаланса кайнă пуçне амăшĕ аллисемпе çепĕççĕн пĕр шухăшсăр ачашларĕ. Пысăках мар картлашка çумĕнче выртакан пăрçаллă çĕклем çинелле куçĕпе тÿрремĕн тĕллерĕ. Çакна асăрхаса ывăлĕ йăл кулса та ăнтăлса хĕпĕртерĕ. Нетӱк аппа тарăннăн сывласа илчĕ те:

- Сурăхсем пурте пур пуль? Хурсем йышне чакармарăн пуль?

 Ывăлĕ пуçне сулса  çирĕплетнĕ хыççăн амăшне хăйĕн пиçен йĕпписем кĕрсе ларнă аллисене кăтартрĕ.

– Атя, Куля, кăтарт хăвăн пахчари ĕçне, – таçтан шалтан тухакан сассипе калаçрĕ амăшĕ пахчана утнă май.

Çумланă кашни йăран хушшине тимлĕн пăхса тухнă хыççăн:

– Эсĕ çак-çак йăрана ху çумланă, çаксене эсĕ мар, – тесе те хучĕ. Ачи нимĕн те чĕнмерĕ.

– Кам пулăшрĕ вара?

– Элекçей. Анне, ăçтан пĕлтĕн? Таврара никамах та çукчĕ вĕт?

–Элекçей çумланă йăрансене ыран тепĕр хут çумлатăн, унсăр пуçне тата çак-çак йăрансене малалла çумлан. Юрĕ, атя пÿрте. Апатланар та урасене çуса çывăрма выртар. Ыран иртерех тăрса Мăчăрла Хветĕрне çавана туптаттармалла, тем, паян çулма йывăрччĕ. Мăкалчĕ.

Ăçтан-ха пирĕн, ывăлăм, сана шутсăр чĕпĕтнĕ çав пиçен пек вăй-хал тупмалла-ши? Ниме пăхмасăр таçта та çитĕнет, теме те шăтарса тухать, шăрăхран та хăрмасть вĕлле хурчĕсене пылне те парать … Тен, пиçен хытти пек хамăрăн чунсене çапларах хытармалла?

Тĕнчере кашнин хăйĕн пурнăç тути!

Юрий Исаев.

Нăрваш Шăхаль ялĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика