Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 16.03.2021, 11:08 Просмотров: 243

Пулăшу памалли тытăм туса хурĕç

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тата РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Владимир Колчин "Наци сывлăхĕ" общество проектне пурнăçлассине сỹтсе явнă. Проекта ĕçе кĕртнĕ май ăс-тăн чирĕсемпе аптăракан ачасене пур енлĕн пулăшу памалли тытăма туса хурĕç. Унта ЧР Сывлăх, Вĕрентỹ, Ĕçлев министерствисем кĕрĕç.

Çуллахи канăва йĕркелеме хатĕрленеççĕ

Пĕрремĕш сменăна июнĕн 1-мĕшĕнче уçасшăн, путевкăсене мартăн 27-мĕшĕнче сутма пуçлĕç. Путевкăсен хакне инфляци шайне тĕпе хурса палăртнă - вăл вăтамран 500 тенкĕ хакланать. Сывлăха çирĕплетекен лагерьте 21 кун канма, сăмахран, 15950 текнĕ ларĕ. ЧР вĕрентỹ министрĕ Алла Салаева пĕлтернĕ тăрăх, унчченхи çăмăллăхсем сыхланса юлаççĕ, нумай ачаллă çемьесем тỹлевсĕрех путевка илме пултараççĕ.

Пилĕк гидропост сăнаса тăрĕ

Чăваш Енри çурхи ейỹпе çыхăннă лару-тăрăва пилĕк гидропост сăнаса тăрать. Вĕсем Улатăрта, Етĕрнере, Пăрачкавра, Шупашкарта, Туçире вырнаçнă. Чăваш Енри шыв шайĕн кăтартăвĕсене мартăн 23-мĕшĕнчен пĕлтерсе тăма пуçлĕç. Районсемпе хуласен администрацийĕсем те ятарлă комиссисем йĕркеленĕ, çурхи ейỹ тапхăрне ăнăçлă ирттерме май паракан мероприятисен планне хатĕрленĕ, гидротехника сооруженийĕсен хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсене çирĕплетнĕ.

Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем нумайланнă

Пĕчĕк тата вăтам бизнес вăй илсе пыни куçкĕрет. 2020 çул кăтартăвĕсем тăрăх унăн регионăн пĕтĕмĕшле продуктĕнчи тỹпи 33,7 процентпа танлашнă. Çулталăк маларах ку кăтарту пĕчĕкрех, 30 процент пулнă. Чăваш Енре ĕçлекенсен виççĕмĕш пайĕ пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсенче вăй хурать. Çавăн пекех республикăра хăй тĕллĕн ĕçлекенсен йышĕ хушăнсах пырать - 11750 пин çын. Çак йышăн тĕп пайĕ, 8,5 пин çын, хăйĕн ĕçне Чăваш Енре пурнăçлать.

Вăхăтлăх йышăну тунă

Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче федераци регион шайĕнчи граждансене çăмăллăхпа тата тỹлевсемпе тивĕçтермелли йĕркене ансатлатма вăхăтлăх йышăну тунă. Мартăн 1-мĕшĕнче вĕçленекен социаллă пулăшу мерисене: ачасене уйăхсерен, виççĕмĕш тата хыççăнхи ача çуралнăшăн (усрава илнĕшĕн) паракан тỹлевсене ултă уйăхлăха, пĕрремĕш ачашăн уйăхсерен паракан тỹлеве 12 уйăхлăха - граждансен заявленийĕсĕрех малалла тăснă. Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тивĕçекен субсидисене те çакнашкал йĕркепех çирĕплетеççĕ. Çемьене сахал тупăшлисен шутне илмелли вăхăт та мартăн 1-мĕшĕнче вĕçленмелле пулнă - ăна тепĕр ултă уйăхлăха тăснă.

Наркотиксемпе çыхăннă преступленисем ỹснĕ

 Республикăра наркотиксемпе çыхăннă преступленисем ỹснĕ. Виçĕмçул вĕсен шучĕ 1097 пулнă пулсан, пĕлтĕр - 1350 тĕслĕх. Çав шутран наркотик сутнипе çыхăннисем - 1142 преступлени. 4 тĕслĕхре çынсене наркотикпа усă курма явăçтарнă. Иртнĕ çул тĕп хулара 4 наркопритона сиенсĕрлетнĕ. Пĕлтĕр наркотика пула 17 çын вилмеллех наркăмăшланнă. 2019 çулта - 6 çын.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика