Ырăпа пурăнакан ырă ят хăварать

Категория: Публикации Опубликовано: 23.03.2021, 13:38 Просмотров: 196

Патăрьелĕнче пурăнакан Петр Васильевич Надин врач-хирурга районта палламан, пĕлмен çын сахал пулĕ. Хусанти медицина институтĕнчен çăмăл мар профессие алла илнĕ специалист Гиппократ тупине йышăннă хыççăнах хăйĕн малашнехи пурнăçне çак ĕçпе çыхăнтарнă.

Вăл яланах чăн-чăн специалист пулма, çынсен пурнăçне сыхласа хăварма, професси ăсталăхне ỹстерсе пыма тăрăшнă. Турă пилленĕ пултарулăхĕпе тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕçленĕ. Нумай пулмасть тăххăрмĕш теçетке тултарнă хирург паянхи кун та çакăншăн чун-чĕререн хĕпĕртет. "Çынна пурнăç парнелесси - манăн ĕç çеç мар, пысăк тивĕç пулнă...",- аса илет вăл паян çĕршер çынна операци сĕтелĕ çинче çăлса хăварнă çăмăл мар самантсене. Вăхăтĕнче виçшер талăк çемьене таврăнмасăр ĕçленĕ, темиçешер сехет пурнăçпа вилĕм хушшинче "судья" пулнă вăхăтсене ĕç ветеранĕ мăнаçланса мар, сăпайлăн çеç каласа пачĕ.

Ырăпа пурăнакан çĕр çинче ырă ят хăварать, теççĕ. Ку тĕлĕшпе Петр Васильвичшăн пĕр иккĕленỹ те çук. Ачалăхĕ ăна "ылтăн сăпкара" сиктермен. Сăкăтра кун çути курнăскер ашшĕне раскулачит туса Çĕпĕре ĕçлеме янă хыççăнах амăшĕпе Пăлакассине пурăнма куçнă. Каярахпа амăшĕ çĕнĕ çемье çавăрсан Вăтаелĕнче тĕпленсе йăва çавăрнă. Кунта вăл кĕçĕн класран, ун хыççăн Туçари вăтам шкултан 9 класс вĕренсе тухнă, ун хыççăнах Ленинград облаçне карапсем тăвакан завода ĕçлеме кайнă. Тăватă çул Курил (Курильские) утравĕнчи шыв авиацийĕнче çар службинчен тĕрекленсе таврăннă каччă малтанласа ялта ферма заведующийĕнче тăрăшнă. 1960 çулта вара малашлăх пурнăç çулне суйласа илес тĕллевпе Хусанти медицина институтне вĕренме кĕнĕ. П. Надин пĕр иккĕленмесĕр хирург специальноçне суйласа илнĕ. Чун патне тĕрĕс çул тупнă ĕçпе вăтăр çул ытла ăсталăхне туптанă врач-хирург. Дипломлă специалист чăн малтанах хăйĕн специальноçĕпе йывăр "присягăран" пикеннĕ. Ăна тỹрех Аслă Арапуçĕнчи участок больницин тĕп врачĕ пулма шаннă.

- Эпир çемьепе больница территорийĕнче пурăннăран унти ĕçсем, чирлисем кĕни-тухни алă тупанĕ çинчи пек курăнса тăратчĕç. Мăшăрăм кунне-çĕрне шута илмесĕр ĕçре тăрмашатчĕ. Кашни операцие хăй тăватчĕ. Вăл çеç те мар. Чирлĕ çын патне вырăна тухса каймалла пулсан медсестрапа, лаборанткăпа пĕрле лашапа (машина пулман) васкатчĕç. Хăйĕн ĕçĕнче ĕмĕр тăршшĕпех питĕ тỹрĕ чунлă та питĕ яваплă пулчĕ. Пурнăçра мĕн чухлĕ çынна юн парса çăлса хăварман-ши! Ас тăватăп, пĕррехинче Первомайскинче чухнех çемьери харкашу хыççăн пĕр çынна йывăр суранпа илсе килчĕç. Вăл ăна çамрăк специалист пулнине пăхмасăр чĕре çывăхĕнче операци туса çăлса хăварчĕ. Ун пек тĕслĕх питĕ нумай пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн хисеплĕ ячĕсем те сахал мар,- калаçăва хутшăнчĕ 44 çул медицина сестринче тăрăшнă 64 çул пĕрле пурăнакан Ольга Макаровна мăшăрĕ.

Çапла, Петр Васильевич Надин ырă çын, ăста хирург çеç мар. Вăл "Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ", Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Раççейĕн хисеплĕ донорĕ, коммунизмла ĕç ударникĕ тата ытти те. Чи кăмăлли тата пĕлтерĕшли ашшĕпе амăшĕ суйласа илнĕ çула хĕрĕпе ывăлĕ - Светлана Петровнăпа Станислав Петрович (йывăр тăпри çăмăл пултăр, вăл та хирург пулнă) - малалла такăрлатни. С.Шадирякова чылай çул районти тĕп больницăрах врач-офтальмолог пулса ĕçлерĕ. Халĕ кукашшĕпе кукамăшĕн, амăшĕн династине Елена хĕрĕ те малалла тăсать. Хусанти аслă шкултанах диплом илнĕ çамрăк врач-офтальмолог паян Питĕрти больницăра тăрăшать. Виççĕмĕш сыпăка куçнă Надинсен çемье тухтăрĕн династийĕ сарăлсах пырать. Сывлăх хуралĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 200 çула яхăн!

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика