Михаил Николаевич Ильин (Юхма) 1936 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче Сăкăт ялĕнче çуралнă. Вăл - прозаик, драматург, куçаруçă, публицист, общество деятелĕ, СССР Писательсен союзĕн членĕ (1964 ç.), И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен (1961 ç.), А.М.Горький ячĕллĕ Литература институчĕ çумĕнчи литературăн (1977ç.), ГИТИС çумĕнчи Театрăн аслă курсĕсенчен (1979ç.) вĕренсе тухнă. Чăвашсен обществăпа культура центрне йĕркелесе ярса (1989ç.) ертсе пырать. 1992 çултанпа Чăваш Писателĕсен союзĕн, каярахпа (2006 ç.) Чăваш Республикинчи Писательсен союзĕн правленийĕн пуçлăхĕ. 1966 çултанпа - профессионалла писатель. 1993 çулта ăна Чăваш халăх писателĕ ята панă.
Çыравçăсенчен тăван халăх историне тĕплĕн тĕпчесе тĕрлĕ хайлав калăплакан çав тери сахал. Наука çыннисем хушшинче те ун пеккисем çителĕксĕр. Çавна пулах-и тен, чăваш халăх историне, тĕпрен илсен, ХVI ĕмĕрĕн çурринчен пуçласа çеç, чăвашсем пулăшнипе IV Иван патша çарĕ Хусан хулине илнĕ хыççăн çырса халăх патне çитернĕ. Унчченхи вăхăтсенче чăваш халăхĕ еплерех пурăннă, кам ертсе пынипе аталанса пынă, мĕнле ĕç тунă, тухса тăнă йывăрлăхсене еплерех чăтса ирттерсе ура çине тăнă, хăш халăхпа туслă пурăннă, çапăçма тивнĕ? Кун пек тата чăвашсен кун-çулĕпе çыхăннă ытти ыйтусене хуравласа çутатса кăтартакан çырнисем çукпа пĕрех.
Чăваш халăхĕ тем пек йывăр самантсенче те типпе юлман-ха. Вăл пултаруллă ывăлсемпе хĕрсене ỹстерсех тăрать. Хальхи тапхăра илес пулсан, ун пеккисенчен пĕри вăл - Юхма Мишши. Иртнĕ çур ĕмĕрте чăваш халăхĕн историне, унăн паттăр ывăлĕсемпе хĕрĕсен пурнăçне кăтартса паракан вăл çырнă чылай романсемпе повеçсем, калавсемпе очерксем тата тĕпчев ĕçĕсем пичетленсе тухрĕç.
Мишша историпе мĕн ачаранах кăсăкланма пуçланă. Вăл çуралса ỹснĕ ялтан аякрах мар тутар, вырăс халăх çыннисем пурăнаççĕ, мăкшăсем те пур.
Тепĕртакран вăл истори темипе темиçе калав хайланă: "Атилпа Кримкиле", "Купрат патша ывăлĕ Кăтра паттăр", "Чăваш хĕрĕ Укаслу". Çавăн пекех "Саттур паттăр", "Элĕк паттăр", "Атлай паттăр вилĕмĕ" историлле балладăсен ярăмне çырса пĕтернĕ.
Республикăри литература тĕнчине çамрăклах пысăк утăмсемпе кĕнĕ вăл. "Тăван Атăл", "Ялав" журналсенче чăваш халăхĕн авалхи пурнăçне кăтартакан "Оксана", "Элпи чечекĕсем", "Виççĕмĕш симфони" тата "Юрăçă шăпи" малтанхи повеçсем пичетленсе тухнă.
Каярах çырнă "Вилĕмсĕрлĕх" тетралоги, "Эткер", "Термен", "Анне çăкăрĕ", "Атте пахчи" тата "Кăвак çĕмрен" роман вулакансене тăван халăхăн историне тĕплĕнрех те тарăнтарах пĕлме пулăшнă, чăвашсен авалхи пурнăçĕпе мухтанма май панă. Çĕршыври литература критикĕсем Юхма Мишшин "Мускав çулĕ" историлле романне уйрăмах пысăка хурса хакланă. "1611-1612 çулсенчи вăрçă çинчен, эпир пĕлнĕ тăрăх, хальччен кун пек пĕлтерĕшлĕ çырнă хайлав пулман тесе калама та пулать",- тесе палăртнă Мускаври "Советский писатель" кĕнеке кăларакан редакцийĕн йышăнăвĕнче. Раççей патшалăхĕн вĕрентỹ министерстви ăна шкул ачисен пушă вăхăтра вуламалли кĕнекесен йышне кĕртнĕ.
Тепĕр тĕлĕнмелле "Авалхи пăлхар-чăвашсем" ятлă кĕнеке çырса кăларнă писатель. Ăна чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕ историлле энциклопедийĕ теме пулать. Унта паллă çынсем, авалхи пăлхар-чăваш хулисем тата ытти пайсем кĕреççĕ. Вулаканăн чĕринче ку кĕнекери çутă сăнарсем чăваш халăхне хисеплес, вĕсемпе мухтанас туйăмсене çуратаççĕ, тăван халăхăн историне татах та нумайрах пĕлес туртăм никĕслеççĕ.
Кĕнеке малтан чăвашла пичетленсе тухнă. Вулакансем питех ыйтнипе тепĕр икĕ çултан, 1998 çулта, ăна вырăсла куçарса кăларнă. Каярахпа вăл урăх çĕршывсенче те саланма пуçланă. Ç
акă писателе çĕнĕ хайлавсем çырма хавхалантарнă. "Историлле наука тĕпчевне кашниех вуламасть. Çавна шута хурса "Авалхи пăлхар-чăвашсем" тĕнчери чи паллă тапхăрсем çинчен историлле 12 роман çырма палăртрăм",- каласа кăтартрĕ Михаил Николаевич. Ку вăл "Хуркайăк çулĕ" ятлă ярăм.
Паянхи кун тĕлне палăртнă романсенчен 11-шне çырса пичетлесе кăларнă ĕнтĕ. Халĕ тепринпе ларать. Вăл Степан Разин ертсе пынă ирĕклĕхшĕн пынă кĕрешỹре палăрнă Пайтул Искеев чăваш çинчен.
Тĕпчевĕсемпе историлле романсем çырнипе пĕрлех Юхма Мишши авалхи чăваш паттăрĕсен ячĕсене пĕтĕм халăх пĕлмелле тăвас тесе те тăрăшать. Вăл çине тăнипех Шупашкарта Пăрттас урамĕ те пур. Çакна та палăртас пулать: Юхман "Кункăш - вилĕмсĕр кайăк" историллĕ романĕ Мускавра пичетленсе тухнă хыççăн халăхăн тĕп геройне Мулланур Вахитова асăнса Хусанта чаплă палăк лартрĕç.
Михаил Николаевич чăваш халăхĕн аваллăх пурнăçне архивсенче, иртнĕ ĕмĕрсенче вăл пурăннă вырăнсене кайса та тĕпчет. Çав тĕллевпех "Кĕмĕл ункă витĕр кĕмĕл çул" ятарлă çулçỹрев проекчĕ хатĕрленĕ вăл. Унпа килĕшỹллĕн чăваш халăх историйĕнчи сăваплă вырăнсене çитсе паллашма пулать. Пăлхар, Пỹлер, Сăвар, Сăкăт, Кăнна-Кушки, Таяпа, Виçпỹрт, Çĕрпỹ, Чĕмпĕр, Хусан, Эпшель хулисемпе ялĕсем, несĕлсен Сăваплă Ту пантеонĕ, Вилĕмсĕрлĕх çăлкуçĕ, Хĕрĕх амаçын-пике тата Валем хуçа масарĕсем. Кĕмĕл ункăра пурĕ 24 кăсăклă вырăн.
Кĕнеке çырса кăларас енĕпе тухăçлă ĕçленĕшĕн Юхма Мишшине Александр Фадеев, Михаил Шолохов, Валентин Пикуль, Константин Симонов ячĕллĕ СССР тата РСФСР Писательсен союзĕсен премийĕсене парса чысланă. Унăн ют çĕршыв премийĕсем те чылай. Юхмашăн ООНăн ылтăн медалĕпе халăхсем хушшинчи премийĕ, "Çветтуй Руçăн Геройĕ" ятпа "Ылтăн Çăлтăр" орден çав тери паха. Вăл Чăваш Республикисĕр пуçне Тутар, Мари тата Удмурт Республикисен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Унăн историлле тĕпчевĕсене пысăка хурса, ăна чылай шкулсен Хисеплĕ профессорĕ тата Хисеплĕ докторĕ ятсене панă. Вăл Патăрьел районĕн (1996) тата Шупашкар хулин (2012) хисеплĕ гражданинĕ.
Паянхи кун тĕлне Юхма Мишши ятне культурăпа вĕрентỹ сферинчи чылай учрежденине панă. Вĕсен хушшинче Пăлхар патшалăхĕнчи Атăлçи Пăлхар музейĕ, Хусанти пуканесен театрĕ.
Çулĕсем сахал мар пулсассăн та Чăваш халăх писателĕ малалла талпăнса ĕçлеме тăрăшать. Çĕрне-кунне пăхмасăр тăван халăхăн иртнĕ кун-çулне тĕпчесе кĕнекесем çырать.
Михаил КРАСНОВ, журналист-писатель
Ноябрь 2024 |