Иртнĕ эрнекун районти Общество канашĕ вырăна тухса лару ирттерчĕ. Унăн членĕсем кун йĕркинче пĕр ыйтăва пăхса тухрĕç: «Пĕчĕк комплектлă шкулсен малашлăхĕ çинчен». Пĕрлех «Вĕрентỹ» наци проекчĕпе яллă вырăнсенчи малашлăхлă шкулсен пурнăçĕпе те паллашрĕ. Çавна май Хирти Пикшикри, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Ыхра Çырминчи вăтам, Çĕнĕ Ахпỹртри, Çĕньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан, Патăрьелĕнчи искусство шкулĕсене çитрĕç.
Юлашки вăхăтра вĕрентỹ, культура, ытти сферăсен учрежденийĕсене юсас, çĕнетес тĕлĕшпе сахал мар ĕçлеççĕ. Районта иртнĕ çулхи май-август уйăхĕсенче Хирти Пикшикри вăтам шкула 14 миллион тенкĕлĕх юсама май тупнă. Çурта тул енчен çĕнетнĕ. Чỹречисене улăштарнă. Пĕрремĕш хутăн урайне сарнă тата ытти те. Кăçал тумалли ĕçсем татах та пур. 5 ялтан 256 ача çỹрекен вĕренỹ учрежденине хăтлăх кĕртмеллех. 18 класс комплектра кашнийĕшĕнче 20-23-шер ача пĕлỹ пухать.
Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта та 120 ача вырнаçмалăх хушма пĕлỹ çурчĕ çĕкленет. Ăна кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута ярасшăн. 3 хутлă çуртра пуçламăш классем валли 6 вĕренỹ кабинечĕ, спортзал, хушма пĕлỹ илмелли пỹлĕмсем, ытти те пулать.
Ыхра Çырминчи вăтам шкула 1963 çулта çĕкленĕ. Столовăй, акт тата спорт залĕсем хушма çуртсене вырнаçнă. Вĕсене урама тухса каçмалла тата кивелнĕ. Хуçалăх меслечĕпе тунăскерсем паянхи кун ыйтнине тивĕçтермеççĕ. Малашлăхра çĕнĕ шкул тума пуçăнмаллине систереççĕ.
Патăрьелĕнчи искусство шкулĕ çĕнĕ çурта куçнишĕн хĕпĕртемелĕх пур. Çакă кунта вĕренекенсене, ĕçлекенсене, ачасен ашшĕ-амăшне савăнăç кỹчех. Юсав ĕçĕсем кунта 32 миллион тенкĕлĕх тунă.
Çав шутрах Çĕнĕ Ахпỹртри тата Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен малашлăхĕ шухăшлаттарать. Демографи лару-тăрăвĕ япăхрах пыни вĕсенче паянхи условисем туса памашкăн тивĕçтереймест. Ача шучĕ чакса пынăран вĕрентỹ процесне илсе пымалли хăтлăлăх кĕртме май та çук.
Районта ГЛОНАСС системипе тата тахографпа тивĕçтернĕ 24 шкул автобусĕ пур. Вĕсем 36 ялти 800 ытла ачана кỹршĕ ялсенчи шкулсене турттараççĕ. Çулĕ çывăх е инçетре çавах çитĕнекен ăру ку чухнехи паха пĕлĕве илме пултарать.
«Шкул ачасене малашлăх çулĕ çине тăмашкăн тивĕçлĕ пĕлỹ парса ỹстермелле. Ĕç рынокĕнче вĕсем хăйсен вырăнне тупма пултарччăр», - палăртрĕç ларăва хутшăннисем.
«Хăш-пĕр чухне пĕчĕк комплектлă шкулсене кадрсемпе тивĕçтересси те йывăрлăх кăларса тăратать. Районти кирек хăш малашлăхлă вĕрентỹ организацийĕнче те пĕлỹ памалли пĕрешкел условисем туса парассине мала хума тăрăшатпăр»,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова.
«Пурăнмалли условисене лайăхлатас, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвас, яллă вырăнсенче пурнăçа çĕнетес, бизнеса аталантарас енĕпе федераци тата республика шайĕнче палăртнă программăсем районта çулран-çул пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. 2025 çулчченхи комплекслă программа та муниципалитет аталанăвне çĕнĕлĕхсене нумайăшне кĕртме пулăшĕ. Çакă вара кашни ялти демографи лару-тăрăвне улăштарма май парĕ»,- тесе палăртать район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.
Общество канашĕн членĕсем те районта вĕрентỹ сферинче туса пыракан çĕнĕлĕхсене ырларĕç, демографи лару-тăрăвне пула хăш-пĕр йывăрлăх сиксе тухасси куç кĕретех пулнине палăртрĕç.
Канаш ертỹçи А. Самакин ларăва пĕтĕмлетрĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |