Наукăпа техника аталанса пынă май çынсем хĕвел энергийĕн пуласлăхне ăнланса унăн тивлетне алла илме пуçланă. Хĕвел энергийĕн тĕнчери пĕрлешĕвĕн Европăри уйрăмĕ 1994 çултан Хĕвел кунне уявлассине пуçарса янă. Халĕ çулленех Çĕр планета çинче пурăнакансем çак куна майăн 3-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.
Кулленхи пурнăçра хĕвел батарейкисемпе ĕçлекен чылай приборпа тахçанах усă куратпăр. Тĕрлĕ халăх ĕлĕкренех Хĕвеле хисепе хунă. Вырăссем ăна çуркуннехи кунпа çĕр танлашнă вăхăтра тата Çăварнинче паллă тунă.
Хальхи вăхăтри кăтартусемпе Хĕвел çулĕ 5 миллиард ытла, диаметрĕ 1390 километр, тулашри температури 6000, шалти 15 миллион градусран та ытларах. Çĕр Хĕвелтен 150 миллион километрта вырнаçнă.
Электричество энергийĕн кашни киловатт сехечĕшĕн 2,44 тенкĕ тỹлетпĕр пулсассăн Çĕрĕн пĕр секкундра илекен энергишĕн Хĕвеле 150 миллиард тỹлемелле пулĕччĕ.
Хĕвеле çынсем, выльăх-чĕр-лĕх, ỹсен-тăран, тинĕс тарăнлăхĕнче пурăнакансем пурте юратаççĕ. Хĕвел фотосинтез ĕçне хутшăнать, çулталăкри вăхăта, çанталăка витĕм кỹрет. Галактикăри 200 миллиард ытла çăлтăр хисепĕнче Хĕвел диаметрĕпе, хĕрỹлĕхĕпе Çĕр планетăна чи çывăх вăтам çăлтăр.
Хĕвел - пирĕн пурнăç. Вăл тỹлевсĕр тапса тăракан ăшă çăлкуçĕ.
В. ПЕТРОВ. Тăрăн ялĕ.
Ноябрь 2024 |