Пурнăçра пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест. Ун пек чухне тавралăх та илемлĕрех курăнать, сар хĕвел те сана ытларах савса пăхнăн туйăнать, унăн ăшă хĕлхемĕ малалла та малалла ăнтăлма хистет. Тăвас ĕçỹ те ăнса пырать, çемьере килĕшỹ хуçаланать. Малалла сăмахăм Сăкăтри Е. Казачкова çемйи çинчен пырĕ. Калаçăва Лиза аппа ачалăх пурнăçĕнчен пуçларĕ. Ашшĕ, Иван Купташкин, Карапай Шăмăршăра нумай çул вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ, Акулина Федотовна, колхозра тĕрлĕ ĕçе явăçнă. Çемьере 3 ача ỹснĕ. Пĕри çамрăклах çĕре кĕнĕ. Вася пиччĕшĕ вара вăрман хуçалăх пунктĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.
1941 çулта çуралнă Лиза 7 класс хыççăнах вăрçă юхăнтарнă хуçалăхра ĕçлеме пуçланă.
Малалла вĕренес туйăмĕ вара пĕрре те сỹнмен. Çак тĕллевпе Шупашкарта суту-илỹре ĕçлекенсен курсне çỹреме пикенет. Тăван яла таврăнса 12 çул сутуçăра ĕçлет. Маттур та ятуллăскере Сăкăтри Петр Казачков куç хывать, юрату сукмакне такăрлатма пуçлать.
1964 çулхи июль уйăхĕнче вара чăн-чăн чăваш туйĕ кĕрленĕ. Мăн кĕрỹ сăмахĕсем, туй арăмĕсен юрри-ташши тавралăха сапаланса илем кỹнĕ. Карапайсемпе Сăкăтсен туйĕ тăванĕсен асĕнче паянчченех юлнă.
Пурнăç хăй урапипе малаллах шăвать. Лиза каçхи шкула çỹресе алла аттестат илет. Ун хыççăн районти медицина сестрисене хатĕрлекен курсра вĕренет. Вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех сиплев ĕçĕнче вăй хурать. Петр Алексеевич аслă пĕлỹ илсе "Красное Знамя" колхозра бригадирта, агрономра ĕçлет. 13 çул председательте тăрăшать. Хуçалăх районта, республикăра тĕш-тырă туса илес енĕпе малтисен ретĕнче пулать. Анчах чире пула П. Казачков 58 çул тултараймасăрах пурнăçран уйрăлать. Нимĕн те тăваймастăн. 5 ачи çурма тăлăха юлать.
32 çул килĕштерсе пурăннă Казачковсем. Ялти сумлă та хисеплĕ çемье шутланнă. Елизавета Ивановна пăянамăшĕпе, ватă асламăшĕпе пĕр сăмахра пулнă.
Камăн пурнăçĕ çăмăл-ха? Петр Алексеевичăн ашшĕ çулталăкри ачине чуптуса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Нумай та вăхăт иртмен вăл пĕр тан мар çапăçура хыпарсăр çухалнине пĕлтернĕ. Унăн мăшăрĕпе амăшĕ Петьăна ỹстерсе çитĕнтерес тесе май килнĕ таран тăрăшнă.
Ăрăва малалла тăсакансем пурте аслă пĕлỹ илнĕ. Анчах шел, асли - Алексей - пурнăçран ир уйрăлнă. Вăл тухтăрта ĕçленĕ. Ывăлĕ Юрий Президент полкĕнче хĕсметре тăма тивĕç пулнă. Мускавра вăй хурать.
Саша 20 çул çул-йĕр инспекцийĕн- че ĕçлесе милици подполковникĕн званипе канăва тухнă пулин те тепĕр çĕрте тăрăшать. Çурçĕр Кавказри Чечен Республикинчи çар ĕçĕсене хутшăннăшăн патшалăх наградине илнĕ. Орден та пур унăн. Вăлах Сăкăт ялĕн хисеплĕ гражданинĕ. Петя ывăлĕ те ашшĕн çулнех суйласа илнĕ. Хальхи вăхăтра Нарьян-Мар хулинче полици капитанĕнче тимлет. Александр Петрович яла пулăшсах тăрать. Вăл тăрăшнипех "Мирун" кану паркĕ йĕркеленĕ.
Коля та пиччĕшĕн çулĕпех кайнă. Тивĕçлĕ канура аслă лейтенант.
Наташа вара учительница. Тĕп хулари 48-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.
Кĕçĕн ывăлĕ Толя районти тĕп больницăра стоматологра ĕçлет, тăван килĕнче çемйипе пурăнать. 20 çул пĕр сăмахра Ирина кинĕ пăянамăшĕпе.
Лиза аппан 8 мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук ỹсет. Асламăшне, кукамăшне савăнтарма тăрăшать çитĕнекен ăру. Çакă мар-и-ха телей?
Р. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |