Çакăн пек çырнă аттен характеристикинче. Çапла пулнă та вăл пурнăçра та. И. Арланов 1912 çулта Кивĕ Ахпỹртре çуралнă. Пуçламăш тата çамрăксен шкулĕсенче вĕреннĕ. 7 çултах ашшĕсĕр тăрса юлнă.
1941 çулхи çур акине пысăк пахалăхпа вĕçленĕшĕн Патăрьел районĕнчи ултă çын Мускаври Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх выставкине кайма тивĕçнĕ. Вĕсем хушшинче манăн атте те, "РОКК" колхоз председателĕ Иван Георгиевич Арланов та, пулнă. Вăл ертсе пыракан хуçалăх 1937-1940 çулсенче те курава хутшăннă.
- Çав çулсенче тырă вăйлă пулчĕ. Колхоза йĕркелени 8 çул анчах иртнĕ пулин те çĕр ĕç культурине ỹстерсе пысăк тухăç туса илме вĕренсе çитнĕччĕ, - тесе аса илетчĕ çывăх çыннăм.
И. Арланова председателе суйличчен "РОКК" хуçалăха ертсе пыракансем тăватă çулта иккĕн улшăннă. Вара 1936 çулта 24 çулти Иван Арланов комсомолеца яваплă ĕçе шанаççĕ. Ялти хастарсемпе, комсомолецсемпе пĕрле хуçалăха тĕреклетес тесе çамрăк председатель кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă. Пысăк ĕмĕтпе, шанчăкпа пурăннă пурте, анчах хăрушă вăрçă пурнăçа йăлтах улăштарнă. "Пĕтĕмпех фронт валли!" текен девиз пулнă ялти çынсен.
1942 çулта И. Арланов фашистсемпе çапăçма тухса каять. Пĕр хаяр çапăçура вăл йывăр аманать. Госпитальте сипленнĕ хыççăн çар ретне урăх тăрайманнипе тăван яла çав çулах таврăнать. Фронтовик каллех çанă тавăрса ĕçе пикенет. Вăл ял Совет председателĕнче вăй хурать. Иван Георгиевич
1943 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче ял ĕçченĕсене республикăри мĕн пур предприятинчи, учрежденинчи тата шкулсенчи çамрăксемпе пĕрле "Комсомолец Чувашии" ятлă çар самолечĕсен эскадрилйине укçа-тенкĕ пухса парас ĕçе хутшăнма чĕнсе каланă. Пĕр кунта вĕсем 300 пин тенкĕ пуçтарнă. Атте хăй шутĕнчен кăна 10 пин тенкĕ кăларса хунă. Çавăн пекех кайран ял çыннисем "Колхозник Чувашии" танксен колонни валли те укçа уйăрнă. 1943 çулхи апрельте И. Арланова тепĕр хут колхоза ертсе пыма шанаççĕ. Кунта вăл 1951 çулчченех тăрăшать. Хуçалăх патшалăха тыр-пул, аш-какай, çăмарта тата ыттине сутассине те яланах палăртнă вăхăтчен пурнăçласа пынă. Ялти колхозниксем хăйсен хуçалăхĕнче перекетленнĕ 1200 пăт тырра Хĕрлĕ Çар фондне хывма пултарнă. Ял хуçалăх продукчĕсене сутмалли плансене яланах ирттерсе пурнăçлакан колхоз кайра пыраканнисене те пулăшнă. Акă, 1944 çулта 90 центнер, 1945-ре - 130, 1946-ра 200 центнер вăрлăх панă. Патшалăх çулленех 5 пин кубла метр вăрман хатĕрлесе леçнĕ. Çакăншăн хуçалăх ертỹçине велосипед парнелесе хавхалантарнă.
Иван Георгиевич 14 çул колхоз председателĕнче, 6 çул ял Совет председателĕнче тăрăшнă. Çак тапхăрта вăл питĕ нумай наградăна тивĕçнĕ. Ăна Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн, ЧАССР Çутĕç министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă. Вĕсен çумне фронтра илнĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орден, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль тата тылри хастарлăхшăн "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медаль тата ытти сумлă паллăсемпе грамотăсем хутшăнаççĕ. Пурне те каласа пĕтерме те çук.
Обществăлла ĕçсенче те хастар пулнă çывăх çыннăм. Ăна 9 хутчен ял Совет депутатне суйланă, "Гвардеец" колхозăн партком членĕ, шкулта ашшĕ-амăш комитечĕн председателĕ пулнă. Учительсемпе тачă çыхăну тытнă.
Аттепе анне (Ксения Яковлевна) 7 ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурте аслă пĕлỹллĕ.
Эпир аттене ача чухне килте сайра курнă. Вăл яланах ĕçреччĕ. Колхозра тăрăшнă вăхăтра шурăмпуçпа тухса каятчĕ те тĕттĕм пулмасăр та таврăнмастчĕ. Районта та, ялта та унăн авторитечĕ пысăкчĕ. Халăх ăна ĕçе чунтан парăннăшăн, тỹрĕ кăмăллă пулнăшăн, çирĕп йĕрке тума пултарнăшăн хисепленĕ, хакланă.
Аттемĕр йывăр чире пула 1979 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Александра ШМУЛИНА (Арланова), учительница-пенсионерка.
Ноябрь 2024 |