Пан улми

Категория: Публикации Опубликовано: 21.05.2021, 15:47 Просмотров: 236

– Тăр-рă-ăс! – пан улми тултарнă тулли кутамккана вирлĕн кăна ура тупанĕпе пырса тапрĕ хура çÿçлĕ арçын, питне асар-писер пĕркелесе ниçта кайса кĕрейми çиллине шăнарайманскер. Пылак сĕткенпе тулса çитнĕ пахча çимĕçсем пульница урайĕпе именсе, вăраххăн кăлтăртатса, айккинелле тара пуçларĕç. Лапчăннисем, куснă май, хăйсем хыççăн йĕпе йĕр хăварса пычĕç… Коридорти шур халатлă çамрăк хĕрсемпе пульница тумне тăхăннă чирлĕ халăх пĕр вăхăт шăп пулчĕç. Хаяр арçын, ним пулман пекех, коридор тăрăх малалла утса кайрĕ. Кутамкка хуçи, çиччĕри Куля, пĕр вăхăт шак хытса тăчĕ. Хаяр арçын хăйне тем тăвассинчен хăраса мар, амăшĕ сутма парса янă панулмисене сая янăшăн пăшăрханса ÿкрĕ. Мĕн калĕ ăна халь амăшĕ? Ачан куçĕсем шывланчĕç, пăчăр-пăчăр куççуль тумласа анчĕ пичĕ çине.

Тăна кĕрсе çитсенех ача тарнă панулмисене каялла, кутамккана, пуçтарма пикенчĕ, лапчăнса ваннисене те айккине пемерĕ. Кайран салтак кутамккине вăл хăй пĕлнĕ пек пураласа çыхрĕ, хăвăрттăн çурăм хыçне çакма пикенчĕ, анчах пултараймарĕ. «Нуши» йывăр иккен…

– Малай1, тăхта-ха, — шур халатлă вăтам çулсенчи тутар хĕрарăмĕ пычĕ те – Эсĕ пиртен ан хăра, эпир сана кÿрентермĕпĕр. Каласа пар: çак панулмисемпе мĕн тăвасшăн эсĕ? Пирĕн патра санăн çывăх çын выртать-и, элле, е сутма килнĕ-и? Арçынни сана урăх тивмĕ, вăл – ăсран тайăлнă çын, туберкулез чирне çаклатнă та тĕрмерен тухас умĕн, пирĕн патра сипленет.

Çак сăмахсене каланă хыççăн коридор вĕçĕнче хаяр арçыннăн сасси çынсене çÿçентермелле тепĕр хут илтĕнчĕ:

– Э-э-э!.. Йой-йой-йо! ... Эп сана!..

Тутар хěр арăмĕ ун еннелле йăлăхтармăш шăнана хăваланă евĕр аллине сулчĕ те Куляна çурăмран ăшшăн лăпкаса илчĕ:

– Мана Роза аппа теççĕ. Кил, лар çак сак çине, каласа пар, малай: хăш ялтан эсĕ? Кунта мĕнле лекрĕн? – сăмах çиппине тăсать пурăнса курнă хĕрарăм. Ачана вара çепĕç сăмах çеç кирлĕ.

– Эпĕ – Аслă Шăхальтен, Нетюк Кули теççĕ мана ялта. Хамăр касри аслăрах ачасем: «Çăпатапа шкула кĕртмеççĕ», – терĕç те, çакна аннене каларăм. Вăл вара: «Юрĕ, панулми пулса çитсен кутамккана тултарăн та пасара кайса сутса килĕн, хăвăн укçупа вара лавккара мĕнле пушмак илес тейĕн, çавна илĕн», — терĕ. Анне ман лайăх çын, анчах килте ĕç нумай та ерçеймест манпа пĕрле çÿреме. «Хăш пасара каяс тейĕн, çавăнта кайăн, — терĕ. — Аслă Арапуç пасарне каяс терĕн тĕк – унта кай, инçерех каяс терĕн тĕк – Юхма пасар сана кĕтет. Юхма пасарĕнче панулмине тутарсем хаклăрах та илме пултараççĕ. Арапуç пасарĕнче сутакана питех мар, илекеншĕн хакĕ йÿнĕ. Илтнĕ тăрăх, хир енче пурăнакансен пахчисенче панулми йывăççисем сахал. Пасарсем тăрăх çÿреме пултараймастăп, мĕнле те пулин хăвах кайса килĕн. Эсĕ ĕнтĕ пысăк ача, кĕçех шкула кайăн», – терĕ. Ĕнер бригадир Юхма пасарне кайма тухнине пĕлнĕ те анне вара паян çула май мана вĕсемпе пĕрле лартса ячĕ. Анчах унăн арăмĕ мана илесшĕн пулмарĕ – анне хистенипе кăна урапа çине ларма ирĕк пачĕç.

– Нетюк, асту, Шăнкăртам ялĕн туберкулез пульници патĕнче антарса хăваратăп. Пирĕнпе пĕрле ан яр ачуна – кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ лав çинче ларакан хăрарăм.

– Сирĕн пысăк çурт умне çитсессĕн Марфа аппа мана: «Куля, эсĕ пĕлетне, çак пульницăра чирлĕ çын нумай выртать. Вĕсем сан панулмине çиччас илсе пĕтерĕç. Ан, атя, çитрĕмĕр. Çаврăн ман енне çурăмупа, пулăшам кутамккуна тăхăнма. Пульницăна кĕрсен пан улми сутма шур халатлисенчен ирĕк ыйтма ан ман», – терĕ. Кутамккине пульница картлашки патне эпĕ аран-аран илсе çитертĕм. Анне кутамккуна пан улми ху йăтмалăх çеç хур, нумай хурсан хăвна хĕн пулать терĕ те, манăн вара нумайрах хурас килчĕ, нумай пан улми пулсан укçи те нумай пулать. Çапла вĕт, Роза аппа?

— Эй, мăнтарăн. — Миләүшә, кил әле монда. Палаталар буенча йөреп, авыруларга алмалар тәкъдим итеп чык. Үзебез дә күбрәк алыйк, карап торышка бик тәмле күренәләр, өйдә балаларны шатландырыйк. Әгәр без бераз рюкзакны бушатырга булышмасак, малай Юхма базарына рюкзагы белән барып җитә алмаячак. Безнең шифаханәдә хәлләре авыр авырулар һәм аларның, бәлки, акчалары да юктыр. Безнең кызларга да тәкъдим ит2.

Ытлашши хаклашсах тăмарĕç шурă халатлă медсестрасем, илкелерĕç шăл çемми çимĕçне. Тикеш ялĕнчен çÿрекен медсестра Куляна пĕрмай ăшă куçпа пăхса калаçать, акă вăл часах марля татки тупса тухрĕ те пуçтарăннă мĕн пур тимĕр, хут укçана явăкласа çыхса кутамккан шалти пĕчĕкрех кĕсйине чиксе пачĕ.

Куля, кăшт çамăлланнă кутамккана çĕклесе, Патăрьел ялне, Юхма пасарнелле çул тытрĕ. Акă вăл Шăнкăртам ялĕ витĕр хыпалансах утать. Хайхи усал арçын пирки те пачах манса кайрĕ ĕнтĕ. Ĕмĕчĕсемпе – сăран пушмаклă пĕрремĕш класс ачи вăл, шкулта, парта хушшинче … Унпа юнашар кÿршĕри юлташĕ ларать. Тата мĕн кирлĕ мăнтарăн ачине?!

Роза аппа Куляна аллипе тĕллесех тем-тем каласа ăнлантарнăччĕ, тĕплĕ çул кăтартса янăччĕ. Шăнкăртам ялĕ – пысăк ял, кунта тутарсем пурăнаççĕ. Çурчĕсем самай юсавлă, карта-хури те çÿллĕ, пĕринчен тепри ăмăртмалла çĕнетсе пыраççĕ иккен. Куля вĕсене çул тăршшĕпех сăнаса пычĕ. Иртен-çÿрекенсем пĕр-пĕринпе тутарла çеç пуплеççĕ тата. Тем пек хăлха тăратса итлесе пырсан та, вĕсем мĕн пирки калаçнине çамрăк ача ăнланаймарĕ. Куляшăн ку тĕлĕнмелле пек туйăнчĕ.

Епле-ха вĕсем Куля калаçакан чĕлхепе калаçмаççĕ? Роза аппа унпа чăвашла та, тутарла та калаçрĕ-çке….

Хĕреслĕ çултан ăçталла пăрăнса утмаллине пĕлмесĕр вăл пĕр ват çынран пырса ыйтрĕ.

– Юхма пасарĕ? Малай, ав унта мечĕт пур, куратăн-и? Çав тĕлте сулахаялла пăрăн та тÿп-тÿрех ут, — тÿпеттей тăхăннă ват çын ăна кукăра çитичченех ăсатса ячĕ.

 Йăтсан-йăтсан кутамкки йывăрланчĕ, хул пуççине пĕр шелсĕр çĕрелле пусарать. Аран эхлеткелесе çитрĕ çамрăк сутуçă пасара. Кунта халăх!.. Çынсем кăткă тĕми пек пĕр вĕçĕм хĕвĕшеççĕ, калаçаççĕ, кăшкăраççĕ, такама чĕнеççĕ, вăрçаççĕ. Аптрарĕ ача. Пĕр кĕтесре выльăх-чĕрлĕх сутаççĕ иккен, тепринче — апат-çимĕç, кашни çĕр лаптăкĕ çинчех суту-илÿ хĕрсе пырать. Амăшĕ каланăччĕ-ха Юхма пасарне çын нумай пухăннине, анчах çакăн пекех пуласса Куля кĕтмен. Тĕнчере çакăн чухлĕ çын та пулать-и? Ăçтан килсе тулнă вĕсем? Икĕ аркăллă чăваш кĕпи тăхăннă чăваш хĕрарăмĕсемпе тăваткăл тутăрне тăсса çыхнă тутар хĕрарăмĕсем ай епле шатăртаттарса калаçаççĕ, итлесе кăна тăр, ху ăçтине те манса кайăн. Ĕне-лаша сутакан-илекенсем патне çывăха пыма та май çук – ĕрлешнĕ сасă хăлхана хуплать. Сурăх çăмĕ, алсиш-чăлха сутакан нумай, тÿпетейсем, камсулсем, атă-пушмак…

Пĕрремĕш хут килнĕ ачана пасар анратсах ячĕ. Чылай вăхăт хушши ним тума аптраса тăчĕ вăл. Юрать, амăшĕ асăрхаттарса калани аса килчĕ: «Асту, çухалса ан кай, ывăлăм, сыхă пул».

Вăл пахча çимĕç сутакансен ретне тупса пырса тăчĕ, пĕр-пĕр хĕрарăмран пулăшу ыйтса пан улми сутма вĕренесшĕн пулчĕ. Унта та кунта тĕрлĕ выльăх «çемçе икерчĕсем» пăрахса хăварнă. Çара уран ачан асăрханса утмалла. Тимлĕ пулмасан самантрах çав çемçе лапрашкасем çине çине таптама пулать. Тертлене-тертленех Куля рет те тупрĕ, амăшĕ каланă пек пĕр хĕрарăм патне пырса тăчĕ. Çаврака питлĕ çамрăках мар инке ачана хай патне илентерес темерĕ курăнать, хăш ялтне ыйтса пĕлсен хăйĕнчен çичĕ çын урлă тăракан хĕрарăм патне кайма сĕнчĕ:

– Маттĕрне ятлă вăл. Сирĕн енчисем. Çавăн патне кайса калаç-ха.

Маттĕрне аппа ачана хăйĕнпе çумлă тăратса малтан Куля пирки, амăшĕ пирки тĕплĕ ыйтса пĕлчĕ те: «Юрĕ, эппин, пулăшăп сана, Куля, манăн упăшкан тăванĕсем сирĕн ялта йышлă пурăнаççĕ, хамăр та Шăхале кайсах тăратпăр», – терĕ. Хăй вара Кулян кутамккинчен панулмисене вăр-вар кăларса саваламан вăрăм хăма сĕтел çине илемлĕн вырнаçтарса тухрĕ.

– Сутма йывăр пулать, улмусем кутамккунта лапчăнкаланнă. Юрĕ, пăхăпăр унта.

Вăраххăн-вăраххăн, пасар хупăнас умĕн çеç тавар сутăнса пĕтрĕ. Маттĕрне аппа унран хăйне валли пĕр тимĕр укçа илчĕ те: «Ку темиçе пусне сана пулăшнăшăн илетĕп, çитменнине тата санăн тавару хамăн тесе санран вырăн укçине те тÿлеттермерĕм. Халĕ эсĕ укçуна марля татăк ăшне чĕрке те кутамккуна хур. Ӱсĕрсем сахал мар минресе çÿреççĕ кунта, туртса илме те пултараççĕ». Чăнах та, пасар пěр кěтессинче вăйсăррăн:

Юхма тăрăх вĕлтĕрен,

Шăтсан йĕтĕн пулмĕ-ши?

Пĕтĕрсен пурçăн пулмĕ-ши?

Тĕртсен китай пулмĕ-ши? – тесе ěнěрлени илтěнет. Йěркеллě ҫын çак вăхăтра килте тăрмашать, пасар тăрăх çăвар карса çÿремест.

– Асту, асăрхан. Шăнкăртам витĕр тухнă чухне те сыхă пул. Сана чĕнсен никампа та сăмахласа ан тăр. Унта та шухă çынсем чылай. Юрĕ, уттар килнелле. Турри сыхлатăр сана, ачамккă.

Каç пулсан тин Куля киле çитрĕ. Ĕшеннĕскер, картишне кĕнĕ-кĕмен: «Анне, анне тетĕп! Ăçта эсĕ?!» – хаваслăн чĕнчĕ вăл. Амăшĕ пÿртре иккен, сĕтел хушшинче ларать. Ачин сассине илтет пулсан та чĕнмест, пÿрте кĕрессе кĕтет. Тĕнче курса çÿренĕ хыççăн тăван кил темрен те паха пек туйăнчĕ, амăшĕнчен çывăх çын урăх çуккине пĕрремĕш хут туйса илчĕ.

– Кур, анне, эпĕ панулмине йăлтах сутрăм. Ыран сăран пушмак илме каятпăр-и лавккана? Сана паллакан, мана пулăшакан Маттĕрне аппа тата: «Юхма юмах пек: пĕрисене пуйтарать, теприсене çаратать», – терě. Эпě укçапа таврăнтăм. Эппин, эпир, анне, пуйрăмăр-и?

Амăшĕ чĕнмест. Темĕскер капланса килчĕ курăнать те, ĕсĕклемесĕр йĕре пуçларĕ. Куççуль тумламĕсем, сăмса хĕррипе юхса анса, чĕтрекен çÿлти тути патне çитеççĕ те тута çинчен сиксе сĕтел çинех ÿкеççĕ. Хăй çав вăхăтра йěнине палăртас мар тесе ачине ыталаса илсе унăн çуллахи хĕвелпе шупкаланнă пуçне ĕçпе кавсăлнă ал лаппипе ачашлать. Ачийĕ çакна кĕтменччĕ. Ун шучĕпе вăл паян маттур, амăшĕ хушнине пурне те тунă – амăшĕ ăна хытă аллипе кăна мар, сăмахпа та лăпкамалла. Лараççĕ акă йĕрсе икĕ çывăх чун: пĕри – ача маттурришĕн, тепри – амăшĕн ăшă сăмахĕ çуккишĕн. Пурнăçра ун пекки час-часах пулкалать çав.

Нумай вахăт хушши ларчĕç çапла. Тĕттĕмленсен амăшĕ хăй ытамĕнче ăшăнса сĕнк пулнă ачана йăтса илсе çĕклерĕ те кравать хĕррине вырттарса кунĕпе тусан тăрăх утса çÿренĕ урине ăшă шывпа çуса ячĕ, пиртен çĕленĕ кĕпипе йĕммине хывтарса кравать варрине вырттарчĕ, унтан çÿхе шăналăкпа витсе ячĕ. Каярах, сĕтел патне пырса, ывăлĕ илсе килнĕ укçине шутларĕ, унăн тĕпренчĕкĕ пĕрремĕш хут ĕçлесе илнĕ укçине амăшĕ хăй кăна пĕлекен вăрттăн вырăна ытти укçа çумне хучĕ.

Куля çывăрать. Хăй сисмесĕрех вăл ар пулмалли çирĕп çул çине тăнă. Ăна амăшĕ кăна пĕлет. Кулян тути вара йăлтăр та йăтăр кулать. Тĕлĕкĕсем тата мĕнлисем тĕлленеççĕ-ха ăна?! Тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕслисем: акă Куля амăшĕпе ялăн Акатуйне кайнă пек. Савăнăçлăн утса пыраççĕ çынсем хушшипе. Амăшĕн пĕлĕшĕсем тата: «Ай тур-тур, Нетюк, ну лайăх пушмак тăхăнтартнă вара эс Куляна – куç илме çук. Питĕ шеп», – теççĕ пек. Кули тата: «Хам ĕçлесе тупнă укçапа илнĕ вĕсене», – тесе калас кăмăл пур та, амăшĕ шавлама хушмасть пек. Е тата Куля çиччас Патăрьелĕнче чул сарнă аслă çул çинче çĕнĕ пушмакпа нăтăрт-нăтăрт саспа утса пырать пек. Унтан тата шкулта пек. Ачасемпе мечĕкле выляççĕ пек. Туппине ачасем тапаççĕ – мечĕкĕ инçех те вĕçмест пек. Куля сăран пушмакпа тапать те – мечĕкĕ таçта инçете вĕçет пек! Юлташĕсем вара у-у-у! тесе ăмсанса тăраççĕ пек.

— Ывăлăм, тăратăн пуль: тул çутăлать. Хĕвеле кĕтсе илмелле санăн, – амăшĕ калакан ăшă сăмахсем Куляна вăл мечĕке инçете тапма пултарнăшăн мухтанă пек илтĕнеççĕ.

Çĕнĕ кун килет – хăйĕн вăйне ĕçчен ачасене парас хавалпа тÿпене çĕкленет.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика