Паян ялта та пурнăç хуларинчен нимĕнпе те ытлашши уйрăлса тăмасть. Газпа ăшăнма пуçланăранпа кăмака хутса нушаланмастпăр. Кашни килте тенĕ пекех пусăран шыв кĕрет. Ăшăтмашкăн ятарлă хатĕр вырнаçтарнă. Тирĕк-кашăк, пит-куçа çума крана çеç уçмалла. Таса мар шыв пухăнакан витре те çук - канализаци тунă. Япалана та автомат машинăпа çăватпăр. Тĕлĕнмелле пек! Унччентерех эпир çакăн пек условисем пирки ĕмĕтленме те пултарайман. Халь чăннипех те ырлăхра пурăнатпăр çав. Çуртсене шыв кĕртме пуçăнни - 25 çул!
Паянхи хăтлăхшăн Пăлаçи Атăкра çуралса ỹснĕ Валерий Антонова тата унпа пĕр тăванĕсемпе юлташĕсене тав тумалăх пур. Шăпах Валерий Михайлович районта пĕрремĕш хут шыв кĕртессипе малтанхи утăмсем тунă. Ку 25 çул каялла пулнă.
- Первомайскинчи вăтам шкултан 1982 çулта вĕренсе тухнă хыççăн Камчаткăри тинĕс училищине вĕренме кĕтĕм. 1983 çулхи октябрь уйăхĕнче пире "Карапа шывпа тивĕçтересси" темăна вĕрентрĕç. Шăпах çавăн чухне манăн хам çуралса ỹс-нĕ çурта шыв кĕртес шухăш çуралчĕ. Хуть карап, хуть пỹрт - иккĕшĕн те конструкци пĕр пекех. Каярах та кун пирки нумай кăсăклантăм, карап çинче ĕçленĕ май куçпа курса ĕненме те май пулчĕ. 1995 çулхи декабрь уйăхĕнче тăван республикăна çемьепех куçса килтĕмĕр. 1996 çулта килте шыв кĕртессипе ĕçлеме пуçларăмăр. Эпĕ шухăшне параканни, ăна мĕнлерех тумаллине вĕрентекенни пултăм. Тĕплĕн хут çине çырса ăнлантарса панă хыççăн хамăр ял ачисемех - Валерий Порфирьевпа Гена Игушкин - ăсталарĕç. Валерий Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" предприятинче автоматчик пулса тăрăшатчĕ, ĕçе механизациленĕ çĕрте унăн пĕлĕвĕ питĕ вырăнлă пулчĕ, - тесе аса илет чĕрĕк ĕмĕр каялла пулса иртнĕ пулăма Валерий Михайлович. Хăш-пĕр килте шыв кĕртме хăтланнă-ха, анчах вĕсенче пỹрт маччи тăррине е кухньăрах пысăк савăт вырнаçтарнă, унта шыв тултарса хунă. Усă курса пĕтерсен татах янă. Урăхла каласан шыв башнисен системипе ĕçленĕ. Шыва аялтан çỹлелле хăвалаттарса тултарасси пирки никам та шухăшламан.
- Эпĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Унта пире нумай хваттерлĕ çуртсене шывпа тивĕçтерессине вĕрентнĕ-ха, анчах ялти çуртсене кĕртесси пирки пĕр сăмах та пулман. Çавăнпа тете калани маншăн та çĕнĕлĕх пулнă, - терĕ калаçăва хутшăнса Василий Антонов.
Ун чухне ятарлă хатĕрсем çукран шыв кĕртмелли агрегата алă айĕнчи япаласемпе ăсталанă. Флягăна кутăн çавăрса хунă та шыва моторпа хăвалаттарса кĕртмелле, ăна тытăнса тăмалла, усă курнă хыççăн татах тулмалла тунă. Антоновсем çĕнĕлĕхпе чи малтанах хăйсен килĕнче усă курнă. Шыв кĕнипе хĕпĕртесе ашшĕ-амăшĕн пурнăçне çăмăллатма килĕнче туалет, ваннăй вырнаçтарнă, таса мар шыва юхса тухмалла тунă. Шыв пăрăхне витене те çитернĕ. Антоновсен ĕçĕ пирки телевиденипе те кăтартнă.
Ырă хыпар та утпах çỹрет хăш-пĕр чухне. Антоновсем ăсталанă агрегат пирки районта та калаçма пуçланă. Пĕрин хыççăн тепри пỹрте шыв кĕртесси пирки сăмах хускатнă. Флягăран тунă хатĕре тăватă çурта вырнаçтарнă. Малалла та çак мелпех ĕçлетчĕç пуль, Валерий Михайловичăн шăллĕн Василий Михайловичăн Мускава каймалла пулса тухать. Раççейĕн тĕп хулинче вăл пĕр курава хутшăнать. Çакăнта шыв кĕртмелли гидроаккумулятора, ятарлă насуса курать. Выртан каска мăкланнă, çỹрен каска якалнă, тесе ахальтен каламан çав. Тухса çỹрекен çын ытларах курать, пĕлет, çĕнĕлĕхсемпе те паллашать.
- Шăллăм Мускавран килчĕ те, шыв кĕртмелли хатĕрсем сутлăхра пуррине, ытти çĕрте вĕсемпе тахçанах усă курнине каларĕ. Çапла вара çĕршывăн тĕп хулинчен гидроаккумулятор, насус туянса килме пуçларăмăр. "Тав" лавккасем (Первомайскинче, Патăрьелĕнче пурччĕ вĕсем) ĕçлеттерсе ярса вĕсенче сутма пуçларăмăр.
Шыв кĕртсе çỹрекен 4-5 бригада та йĕркеленчĕ. Вăл вăхăтра вĕсем чи кĕтнĕ та хаклă хăнасемпе танахчĕ. "Стенка е тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор туяниччен шыв кĕртетпĕр", - тетчĕç ял çыннисем. Халăх пурнăçĕшĕн шыв питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ-çке. Сăмах май, пĕр куравра Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров та эпир ăсталанă агрегатран аллине çуса курнăччĕ, - тет Валерий Антонов. Шыв кĕртессипе пĕрремĕш вăй хума пуçланă, никĕсне хунă Антоновсем паян ку системăран пăрăннă. Вĕсем пуçарнă ĕçе ыттисем тăсаççĕ. Тĕрĕссипе, хальхи вăхăтра вăл чăваш йăмри пекех вăй илсе сарăлнă. Районта кăна темиçе çĕрте те шыв кĕртнĕ чухнехи кирлĕ япаласене сутаççĕ, пĕлекен специалисчĕсем те нумайăн. Çакăншăн пĕр тăвансем хĕпĕртеççĕ кăна. Вĕсем çавра сĕтел хушшине ларса калаçса килĕшсех кашнийĕ хăйĕн бизнесне йĕркеленĕ: Иван Михайлович - суту-илỹре, Валерий Михайлович - "Чăвашгосснабра", Василий Михайлович - строительствăра, Валентина Михайловна обществăлла апатланура тăрăшаççĕ.
Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртекенсем
Антоновсем пирки новаторсем тесех хаклама май пур. Вĕсемех çуртсенчи ăшă системине хăвалаттаракан насуса Чăваш Ене пĕрремĕш илсе килнĕ. Пỹртсене пысăклатнă май вăл та пур килте тенĕ пекех пур. Тĕрĕссипе, çĕнĕлĕхсем кĕртесси йăхранах пырать тесен те йăнăш мар.
- Анне каланă тăрăх, ялта чỹрече карри вĕсем пĕрремĕш çакнă. Унăн аслашшĕ Германинче службăра тăнă, пĕр улпут патĕнче денщик пулнă. Çавăнтан килсен килĕнче чỹрече карри çактарнă-мĕн. "Халь нимĕçсем пекех пурăнатпăр", - тесе калама юратнă, тет. Кукаçи, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, Первомайскинчи Перекет банкĕнче управляющинче тăрăшнă. Вăрçăра амансан госпитальте сипленнĕ чухне те, ĕçĕпе тухкаласа çỹренĕ май ют тăрăхра та çынсем матрас е тỹшек çине пỹс сарнине курнă. Ĕлĕк ун пек йăла пирĕн тăрăхра пулман. Кукаçи вара килĕнче вырăнсем çине простынь виттернĕ.
Ялсенчи çуртсенче кăмака пысăк вырăн йышăннă. Иккĕллĕ пỹртре тата каланкка тунă. Атте ПМК предприятинче ĕçленĕ май шкулсене, учрежденисене ăшăтакан система кĕртсе çỹренĕ. Унта курнă хыççăн килте тăвас тенĕ ĕнтĕ. Вăл ялта пĕрремĕш хут кăмакана котельнăй пеккине тутарттарнăччĕ, ăшăтакан системăна пỹрте кĕрттернĕччĕ. Килте сивĕ пулнине ас тумастăп, - тет шăкăл-шăкăл калаçса ларнă май Валерий Антонов.
Паллашăр:
Валерий Михайлович Антонов
Хаçат вулакансене Валерий Михайлович пирки тĕплĕнрех те паллаштарас килет. Ара, шăпах вăл-çке районта пурăнакансене кăна мар, республикăрисене те шыв кĕртме вĕрентекенни пулнă. "Хăçан та пулсан пĕрех шыв кĕртессипе ĕçлеме пуçăнатчĕçех", - тет вăл сăпайлăн. Çапли çапла, анчах ăна маларах илсе килни пурнăç условине хăвăртрах лайăхлатма панă-çке. Валерий Антонов Первомайски ял тăрăхне кĕрекен Пăлаçи Атăкра çуралса ỹснĕ. Пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă вĕсем: тăватă ывăл та пĕр хĕр. Шел пулин те, Миша ятлă кĕçĕн шăллĕн ĕмĕрĕ аваринче вăхăтсăр татăлнă. Ачаллах вĕсене ашшĕпе амăшĕ ĕçе хăнăхтарнă. Библиотекăра вăй хуракан Сираида Федоровна ирхине кашнине "наряд" парса хăварнă. Арçын ача е хĕр ача ĕçĕ тесе пăхса тăман: пĕри выльăх пăхнă, тепри - урай, виççĕмĕшĕ тирĕк-кашăк çунă. Çавăн пекех мĕн пĕчĕкрен вĕсем тăванлăх туйăмне упрамаллине, пĕр-пĕрне йывăрлăхра пăрахмалла маррине ăша хывнă. Кун пирки ачисене амăшĕ юмахсем урлă вĕрентнĕ. Каçсерен çывăрма выртсан Сираида Федоровна çĕнĕрен те çĕнĕ халапсем каласа панă.
- Пĕр 10 çулта чухне больницăра сипленме тивнĕччĕ манăн. Çавăн чухне палатăрисене юмахсем каласа параттăм. Каçсерен ытти çĕртен те пирĕн пата пухăнма пуçларĕç. Вĕсем эпĕ нумай юмах пĕлнинчен питĕ тĕлĕннĕччĕ, - аса илет ăшшăн хăйĕн ачалăхне ентеш.
Ял ачисем çуллахи каникулта килте ларман, колхоз ĕçне хутшăннă. Валерий Михайлович та тетĕшĕпе тата шăллĕсемпе пĕрле хуçалăхра тăрăшнă. Лаша кỹлсе улăм турттарма кайнисем, çум çумланисем нихăçан та асра тухмаççĕ. Ывăнса килнине пăхмасăрах футболла выляма та васканă. Хĕллехи вăхăтра килти ĕçсене вĕçленĕ хыççăн коньки сырса хоккейла вылянă.
Шухăшсăр ачалăх вĕçленсен, шăпах çамрăклăха ярса пуссан Валерий Михайлович Первомайскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнине çирĕплетекен аттестатпа Камчаткăна, Тинĕс училищине пĕлỹ пухма, çул тытнă. Пĕлỹ çуртĕнче "4" тата "5" паллăсемпе çеç ăс пухнă каччă унта пĕр чăрмавсăрах кĕрет.
- Инçете тухса кайнишĕн эпĕ пĕрре те ỹкĕнместĕп. Камчатка мана ура çине çирĕп тăма пулăшрĕ, - тет В. Антонов.
Моряк уйăхĕ-уйăхĕпе тинĕсре çỹренĕ, укçине те аван ĕçлесе илнĕ. Шăпах вăл пулăшнипе унпа пĕр тăванĕсем хăйсен ĕçне йĕркелесе янă. Иванпа Василий ялти çынсене туса илнĕ çĕр улмине, какайне вырнаçтарма пулăшнă. Малтанласа продукцие пухса кайса сутнă хыççăн кăна укçине панă. Халăх вĕсене шаннă. Антоновсем те шанăçа тỹрре кăларма тăрăшнă, улталаман.
- Пĕр тăвансене укçа ярса панине флотри 40 çултан иртнĕ кĕçĕн командир пĕлчĕ те: "Валера, эсĕ мĕн тăватăн? Укçуна ĕçсе кăна яраççĕ вĕт", - терĕ. Эпĕ манăн тетепе шăллăм эрех-сăрапа иртĕхменнине, укçа хакне лайăх пĕлнине каларăм, - тет хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа панă май ентеш. Пĕрлехи вăйпа тата юлташĕсем пулăшнипе Антоновсем "Тав" фирма йĕркелесе яраççĕ. Унта халăха куллен кирлĕ таварсене сутма пуçлаççĕ.
1995 çулта Валерий Антонов çемйипе çур утравран Чăваш Ене куçса килет. Хĕрĕн шкула кайма вăхăт çитни те, ачисемшĕн хăй çуралнă тăрăх ют пуласран хăратни те ăна çак утăма тума хистенĕ. Пурнăç таппипе утма хăнăхнăскер тỹрех тăванĕсемпе пĕрле бизнес юхăмне кĕрсе каять. 2000 çулта вăл Шупашкарти "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕве ертсе пыма пуçлать. Хавшама пуçланăскере ура çине тăратма, ăна тата хăватлăрах ĕçлеттерсе яма май тупать. Вăл хальхи вăхăтра та Совет Союзĕнчи функциех - халăха кирлĕ таварсемпе тивĕçтерессине - пурнăçлать. 96 çула пуснă пĕрлешỹ территоринче паян 200 предприяти вырнаçнă, 900 ытла çын вăй хурать. Вĕсене валли условисем туса панă: автомашинăсене лартма стоянка, апат çиме кафе пур. Картишĕнче çулла чечексем ешереççĕ, хĕлле юра вăхăтра хырса тăраççĕ.
Пултаруллă та маттур çынсем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ. Валерий Антонова 2005 çулта, çур утравран килни 10 çул çитсен, Шупашкар хула депутачĕ пулма халăх шаннă. Çак çăмăл мар тивĕçре вăл виçĕ созыв тăрăшнă. Хăйĕн ĕçĕсĕр пуçне республикăн тĕп хулинчи виçĕ шкула сукмак хывнă. Унти вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçусем ирттернĕ, вĕсене пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илни пысăк пĕлтерĕшлине ăнлантарса панă, пĕрлех хăйĕн кун-çулĕпе те паллаштарнă. Çавăн пекех районпа та тачă çыхăну тытать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртекен Акатуй-Сабантуя тата ытти мероприятисене те хаваспах хутшăнать.
Ырă ырăпах таврăнать
Ырă туни нихăçан та çĕре ỹкмест. Антоновсене ашшĕ-амăшĕ мĕн пĕчĕкренех кун пирки вĕрентсе ỹстернĕ. Вĕсем çакна асра тытса час-часах тăван шкулне, ялне, района пулăшаççĕ. Первомайскинчи чиркĕвĕн пĕр куполне Антоновсен тесе калаççĕ. Ахальтен мар, паллах: пĕр тăвансем кĕлĕ çуртне тунă чухне сахал мар тăкакланнă. Патăрьелĕнчи Турă амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ храмăн куполĕсене туянма та укçан панă. Вĕсене хăпартма Василий Антоновăн стройкăри кранĕсене илсе килнĕ. Сăмах май, Василий Михайлович спортпа питĕ туслă. Вăл тăрăшнипе çулленех Первомайскинче Питравра футболла выляççĕ. Хоккеистсене валли те хăй вăхăтĕнче тумне тупса панă. Юрий Власовпа тата Борис Пахомовпа пĕрле Шупашкарти "Волга" стадионти шутран кăларнă япаласене илсе килме мехел çитернĕ. Уншăн спорта кăмăллакан ачасем мĕн тери хĕпĕртенине сăмахпа та каласа пама май çук. Леонид Шашкин ертсе пынипе Первомайски ял тăрăхĕнчи арçын ачасем хоккейла тата ăстарах выляма пикеннĕ. Паян Первомайскинче хуларинчен пĕрре те кая мар хоккей коробки пур. Ăна Тимченкон ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе хута янăччĕ.
Антоновсемпе калаçса ларма кăмăллă. Вĕсем анлă тавракурăмлă пулни, нумай пĕлни тỹрех сисĕнет. Валерий Михайловичах, акă, 30 çĕршывра пулса курнă. Кашнийĕнчен мĕн те пулин çĕнни, кăсăкли вĕренсе килнĕ. Кунпа вăл мухтанмасть, анчах май пур таран пурнăçра усă курма тăрăшать. Ашшĕ-амăшĕн пилне те яланах асра тытать.
- Атте ялан калатчĕ: "Çуртпа, май пур таран хула çывăхнелле пурăнмалла. Пĕр тăвансен пĕр-пĕрне тĕрев памалла", - тетчĕ. Çакна шута илсе Шупашкар çывăхĕнче пурте тĕплентĕмĕр. Çывăх çыннăмсем ватлăхра юнашар пулччăр тесе вĕсене республикăн тĕп хулине илсе килтĕмĕр. Аттепе анне, Михаил Осиповичпа Сираида Федоровна, "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" ордена та тивĕçнĕ. Пирĕн вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пур. Çулĕпе çамрăках мартан тимлĕхне те ытларах уйăрма тăрăшатпăр, вĕсене черетпе пăхатпăр, - терĕ Валерий Михайлович.
Патăрьел тăрăхĕн "сăпки" чăннипех те паллă та пултаруллă çынсене сиктерсе ỹстерет. Антоновсем те Юхмапа Пăла тăрăхĕн сиплĕ сывлăшĕпе, пулăхлă çĕр пуянлăхĕпе вăй илсе республикăра палăрнă. Çакăн пек ентешсемпе пирĕн мухтанмалăх пур.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |