Ял хуçалăхĕнче усă курмалли тракторсем кăларма тытăнĕç
Раççей промышленноçĕпе суту-илỹ министерстви йĕркеленĕ конкурсра палăрнăран Трактор завочĕсем предприятипе çĕршыв шайĕнчи заказсене пурнăçлама килĕшỹ çирĕплетме йышăннă. Çавна май "Промтрактор" пĕрлешỹре пĕчĕк тата вăтам хăватпа ĕçлекен тракторсем кăларакан производство уçмалла. Малашлăхра çулталăкне 8 пин единица таран техника кăларма тытăнмалла, палăртнине пурнăçа кĕртме вунă çул хушшинче 2 млрд. тенкĕлĕх инвестицисем хывмалла. Çĕнĕ производство уçни 500-700 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме те май парĕ. Проекта Итали çĕршывĕнчи пысăк предприятипе пĕрле пурнăçа кĕртмелле. Кун пек техника Раççейре хальлĕхе кăлармаççĕ. Çавăнпа та ăна туянакансем çĕршывра та, чикĕ леш енче те йышлăн пулмалла. Палăртнине пурнăçа кĕртни республикăн экономика аталанăвне пысăк витĕм кỹрĕ.
Правительствăн кивĕ çуртĕнче мĕн пулмалла?
Халĕ кашниех çак ыйтупа хăй шухăшне пĕлтерме пултарать. "Контактра" социаллă сетьри "Чувашская Республика" ушкăнра сасăлав пырать. Ку çурт федераци шайĕнчи культура объекчĕ, ăна 1940 çулта хăпартнă. Советсен çурчĕ пулнă вăл. 2011 çултанпа вара пушă ларать. Малашне кивелнĕ çурта çĕнетсе халăхшăн тухăçлă усă курасшăн. Архитектура пуянлăхне, илемне упраса хăварасси вара тĕп вырăнта. Нумаях пулмасть унпа малашне мĕнле усă курасси пирки канашлу пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çитес вăхăтра проектпа смета хучĕсене экспертиза витĕр кăларма сĕннĕ. Ку вара малалла саккунпа килĕшỹллĕн ĕçе пуçăнма май парĕ. Аслă шкул корпусне, больница, банк е офис, музей е куравсем ирттермелли лапам тума сĕннĕ. Халĕ шăпах ку енĕпе сасăлав пырать
Акатуй икĕ регион хушшинчи туслăха çирĕплетĕ
Майăн 29-мĕшĕнче Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем Акатуя пухăнĕç. Çĕрпе сухапуç уявне ирттерессине ЧР культура министрĕ Светлана Каликова Чĕмпĕрти чăвашсен наципе культура автономийĕн ертỹçипе Олег Мустаевпа сỹтсе явнă. Уявра пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарĕç, спортсменсем тĕрлĕрен ăмăртура тупăшĕç.
Кинофестиваль иртĕ
Чăваш Республикин культура министерстви Шупашкарта кинофестиваль ирттерме хатĕрленет. Кăçал ăна регионсенчи кинематографа халалласа йĕркелĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кинофильмсене республикăн тĕрлĕ районĕсенче кăтартĕç. Пĕлтĕр Шупашкарти кинофестивале калăпăшлă 11 фильм тата 2 кĕске кинолента тăрăтнă. Кăçал тата нумайрах пуласса шанаççĕ йĕркелỹçĕсем. Шупашкарти халăхсем хушшинчи кинофестиваль июнĕн 21-25-мĕшĕсенче иртĕ.
Планетари илĕртет
Тĕп хулари "Амазония" паркра (Шупашкар: 500 çул ячĕллĕ культурăпа кану паркĕ) планетари ĕçлеме тытăннă. Çĕнĕ, чаплă оборудованипе пуянлатнă кинозалра хăвна фильмри асамлă вырăнсенче пулнăн туятăн. Виртуаллă аттракционсем, тĕрлĕ шоу, фильмсем, пĕчĕк ачасем валли мультфильмсем... - çемьепе, юлташсемпе вăхăта хаваслă та усăллă ирттерме майсем туллиех.
Ноябрь 2024 |