Халăх суйлать - парти суйлава хутшăнтарать

Категория: Публикации Опубликовано: 28.05.2021, 13:57 Просмотров: 125

 Чăваш Енре, çавăн пекех пĕтĕм çĕршывра, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин малтанхи сасăлавĕ пуçланчĕ. Пуçласа вăл электрон майпа иртет. Хăй кăмăллакан кандидата республикăра пурăнакан кирек кам та, вăл мĕнле политика партийĕнче тăнине пăхмасăр, сасăлама пултарать. Партин малтанхи сасăлавĕ демократиллĕ тата уçă майпа иртет. Чăваш Енре малтанхи сасăлава хутшăнма 220 кандидата регистрациленĕ: 67-шĕ - РФ Патшалăх Думин депутатсен суйлавне, 153-шĕ - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне. Патшалăх Канашĕн кашни суйлав округĕнче вăтамран 7-шер кандидат регистрациленнĕ. Чи пысăк конкуренци - 10 кандидат - Муркаш округĕнче. Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕн парти списокне 31 çын кĕме ĕмĕтленет.

- Ку - кандидатсен рекордлă йышĕ, - тет "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова. - Вĕсенчен хăшĕ кĕркуннехи суйлавра "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партирен кандидат пулса тăрассине Чăваш Енре пурăнакансем çак эрнере иртекен малтанхи сасăлавра татса парĕç. Малтанхи сасăлав çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕçленет. Сăмах май, Чăваш Енри сасăлава хутшăнма 130 çын регистрациленнĕ. Партин пулас кандидачĕсене суйлама сасăлавçăсем пулăшни - тĕлĕнмелле опыт.

Патшалăх Думине суйланма тăратнă кандидатсен йышĕнче политикăри çынсем нумайăн. Акă, тĕслĕхрен, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов парти списокне кĕрекен кандидат пек регистрациленнĕ. ЧР вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева - Шупашкарти пĕр мандатлă 38-мĕш округĕн кандидачĕ пек. Вĕсемпе юнашарах списокра - опытлă политиксем Леонид Черкесовпа Николай Малов. Малтанхи сасăлавăн йĕркипе килĕшỹллĕн пур кандидатăн та пĕр пек шанăç тата май пур. Чи пĕлтерĕшли - программа Чăваш Енре пурăнакансене çывăх пултăр.Тĕп суйлавра кам кандидат пулса тăрассине çынсем татса парĕç. Кам ытларах сасă пухать - парти шăпах çавна тăратĕ.

Сасăлав pg.er.ru сайтра иртет. Унта хутшăнас тесен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленмелле. Малалла система хăйех сасăлавçă пурăнакан вырăнти округăн сасăлав бюллетенĕсене парать. Чăваш Енре кун пек бюллетень виççĕ: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин пулас кандидачĕсене сасăламаллисем тата "Пĕрлĕхлĕ Раççей" списокне кĕртмеллисем. Сасăлава рейтинг туса пĕтĕмлетĕç, çавăнпа бюллетеньсенче кирек мĕн чухлĕ хушамат та палăртма юрать.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне суйламалли малтанхи сасăлав кандидачĕсемпе паллаштаратпăр

 Олег МЕШКОВ Олег Вадимович Мешков 1966 çулта Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелĕнче çуралнă, çавăнтах ỹснĕ.

Аслă пĕлỹллĕ. 1988 çулта Хусанти медицина институтĕнчен стоматолога вĕренсе тухнă. Шкул çулĕсенчех ĕçлеме пуçланă. Аслă классенче вĕреннĕ чухне "Комсомолец" колхозăн хирĕнче вăй хунă. Институтра 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне медицинăн тĕрлĕ учрежденийĕнче медбратра тăрăшнă.

Мединститутран вĕренсе тухнă хыççăн 1988 çулта направленипе Патăрьел районĕн больницине ĕçлеме килнĕ. Пĕлĕвне Чăваш патшалăх университечĕн ординатуринче ỹстернĕ, терапи стоматологийĕн кафедринче ассистентра вăй хунă.

1997 çулта Олег Мешков "Агро-Инвест" предприятие ертсе пыма тытăннă. Тепĕр тăватă çултан Раççейĕпех пĕлекен "Шупашкарти сăра вĕретекен "Букет Чувашии" фирма" АУО генеральнăй директорĕ пулса тăнă. 2017 çулхи çурла уйăхĕнченпе Олег Мешков - "Шупашкарти ликерпа шурă эрех завочĕ" ООО генеральнăй директорĕ.

 2011 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче ентешсем О. Мешкова Патăрьелĕнчи пĕр мандатлă 2-мĕш сасăлав округĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйланă. Вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕн, Экономика политикин, агропромышленность комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн комитечĕн бюджет, финанс тата налук комитечĕн членĕ пулса тăнă.

2016 çулта округри суйлавçăсем Олег Вадимовича шаннине тепĕр хут çирĕплетнĕ, ăна каллех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйланă. Паян Мешков - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕн "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партирен тăратнă малтанхи сасăлавăн кандидачĕ.

Валерий АНТОНОВ

Валерий Михайлович Антонов 1965 çулта Патăрьел районĕнчи Каншел ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă, унтах ỹснĕ. Антоновсен килĕнче 5 ача пулнă. Ашшĕ-амăшĕ - ялти интеллигенци. Амăшĕ - библиотекарьте, ашшĕ колхозра вăй хунă. Водитель-трактористран пуçланă та инженера, унтан колхозăн партком секретарьне çитнĕ.

 Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Валерий Антонов Камчаткăна тухса кайнă, Петропавловск-Камчатск хулинчи тинĕс училищине вĕренме кĕнĕ. 1986 çулта Совет Союзĕпе палăрнă пулă тытакан В.И. Ленин ячĕллĕ колхозра, пулă тытакан карап çинче механикра ĕçленĕ. Тинĕсре тăхăр çул çỹренĕ.

Каярахпа Валерий Михайлович Инçет хĕвел тухăç патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче ăс пухнă. Пурăна киле И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУна вĕренме куçнă. Унтан хĕрлĕ дипломпа тухнă.

 Валерий Антонов 2003 çултанпа "Чăвашгосснаб" предприятие ертсе пырать. Вăл - Чăваш Республикин халăха пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. 2005-2020 çулсенче Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă. Паян - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти тăратнă малтанхи сасăлавăн кандидачĕ. "Эпĕ Каншел ялĕнче çуралса ỹснĕ. Пире, Антоновсене, Патăрьел районĕнче пĕлеççĕ. Эпир ют мар кунта, çавăнпа манăн тĕп тĕллев - тăван района аталанма пулăшасси", - Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулас килнине çапла ăнлантарать Антонов.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика