Çу уйăхĕ пуçлансанах çанталăк шăрăхлатрĕ. Çын организмĕ çакнашкал сывлăш температурине хăнăхса та çитейменччĕ-ха ун чухне. Вĕри сывлăш сывлăха япăх витĕм кỹрет. Халĕ чăнах та сулхăнлатрĕ-ха.
Аслă çулхисемпе ачасене те вăйран ярать вăл. Вăраха кайнă чирсемпе нушаланакансене пушшех хавшатать. Çавна май кăнтăрлахи шăрăх вăхăтра хĕвел çине сахалрах тухма тăрăшмалла. Вăй парса ĕçлекен ĕçсене ирхине е каç кỹлĕм тумалла.
Пỹлĕмсене уçăлтарни вырăнлă. Уçăлакан чỹрече е форточка çук пулсан вентилятор лартмалла. Çие çỹхе пусмаран çĕленĕ çутăрах тĕслĕ кĕпе тăхăнмалла. Пуçа çуллахи тутăр çыхсан аван. Шĕлепкепе усă курни те вырăнлă. Хĕвелтен хỹтĕлекен куçлăх тăхăнни те лайăх.
Калориллĕ апат çиме тăрăшмалла. Шăрăх вăхăтра ытлашши çуллă çиессинчен пăрăнмалла. Аш-какая пулăпа улăштармалла. Апатра ăшаланă, тĕтĕмленĕ, час пăсăлма пултаракан çимĕçсем пулмасан та юрать.
Шĕвек япала ытларах ĕçмелле. Чей, минераллă шыв, морс, витаминлă хутăшсенчен, улма-çырларан хатĕрленĕ компот тата ытти те. Пылак ытлашши ĕçни пачах те сиенлĕ. Эрех-сăраран вара пăрăнмалла.
Талăкра организма 1,5 литр шĕвек кирлĕ. Пĕвер, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем пулсан шыв ытлашши ĕçме ан тăрăшăр.
Пахча-çимĕçпе улма-çырла çини иммунитета çирĕплетме май парать.
Харкам хăйĕн транспорчĕпе çула тухма та ирхи е каçхи вăхăта суйласа илсен аван. Лавккасене кайма та хăвăра меллĕ самант уйăрăр.
Ача-пăча шыва кĕме юратать. Ăна та хăрушлăх кỹмен вырăна суйласа илмелле. Асăрханнине нимĕн те çитмест. Сывлăхăра упрама тăрăшăр.
Н. ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕн медицина сестри
Ноябрь 2024 |