Савнă тăван шкул, асăмрах эс пул!

Категория: Публикации Опубликовано: 04.06.2021, 20:17 Просмотров: 339

Яланхи пекех, май уйăхĕн вĕçĕнче шкулсенче Юлашки шăнкăрав кунĕ иртет. Пуриншĕн те хумхануллă вăл, шкулпа сыв пуллашакансемшĕн те, ашшĕ-амăшĕпе учительсемшĕн те. Хальхинче шăнкăрав урока йыхăрса мар, ачалăх тапхăрĕ вĕçленнине, пурнăç çулĕ çине хăв тĕллĕн тухма вăхăт çитнине систерсе янăрать. Пĕрех мар-и? Парта хушшинче ларнă çулсенче шкул пĕтерсе часрах пĕр-пĕр хулана каяс, ĕмĕтри профессие алла илсе интереслĕ ĕçе пуçăнас килет. Эй, çунатлă çамрăклăх! Мĕншĕн çав тери васкатăн-ши?

Çĕнĕ Ахпỹртри вăтам шкултан вĕренсе тухнăранпа кăçал 45 çул çитрĕ. Икĕ хутлă капмар пĕлỹ çурчĕ вара паян та куç умĕнчех. Асăмра чи илемли, чи хăтли вăл. Ăшă кăмăллă та пултаруллă учительсем халĕ те чуна ăшăтса тăраççĕ. Акă юратнă класс ертỹçи Людмила Петровна Армянова коридорпа пырать. Яланхи пекех, ун çинче чăлт шурă блузкăпа хура юбка, çỹллĕ кĕлеллĕ чаплă туфли. Сас тăвас мар тесе, чĕрне вĕççĕн çăмăллăн утса урока васкать...

Физика кабинетĕнчен Петр Андреевич Алемесовăн уçă сасси илтĕнсе тăрать. Тăрăшса урок ăнлантарать, йывăр темăна пурнăçри тĕслĕхсемпе, лаборатори опычĕпе çăмăллатать. Кашни сăмахĕ, хусканăвĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕрентекенĕн çỹллĕ культури, этикечĕ пире те витĕм кỹнĕ, паллах. Шкулта кăна мар, клубри сцена çинче те (спектакльсенче вылянă, ташă номерĕсене хутшăннă) тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ яр-уççăн палăрса тăратчĕ. Выпускниксен балĕнче вара баян каласа тĕлĕнтерчĕ - шутламан та пирĕн учитель чăваш ташшин кĕввисене чаплă шăрантарасса.

Пĕрремĕш учитель - М. З Васильева. Сăпайлă та ырă чунлăскер, пире те лăпкă, йăваш пулма вĕрентетчĕ. Эпир 5-мĕш класа куçсан та хăйĕн вĕренекенĕсемшĕн пăшăрханатчĕ, кулянатчĕ:

- Мĕншĕн урокра учитель ыйту парсан шăп ларатăр? Вĕреннине ма алă çĕклесе каламастăр? Хушаматпа чĕнмесĕр те хурав кĕтсе илме çук, теççĕ... Пĕлетĕп вĕт-ха, эсир вĕренỹре турикассенчен пĕрре те кая мар, вĕсене кăна мухтаççĕ, - пирĕн класа кĕрсе йăлăннă пек, чунтан калаçатчĕ Мария Зиновьевна. - Хамах айăплă пуль, сире ялан лăпкă, сăпайлă пулăр теттĕм... - пирĕн умра айăпа кĕнĕ пек тыткалатчĕ хăйне.

Халь пулсан Сире, хисеплĕ пирвайхи вĕрентекенĕмĕр, тĕрĕс воспитани панăшăн пуçа тайса тав сăмахĕ каланă пулăттăм...

Чăваш литератури урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеттĕмччĕ. Феодосия Александровна Александрован кашни сăмахĕ витĕмлĕ, çивĕч, сăнарлă - сцена çинчи артисткăпа танлаштарма пулатчĕ. Хул пуççи çине уртнă çеçкеллĕ тутăрне майлакаласа, тĕрлĕ интонациллĕ, асамлă сасăпа калаçнине епле манса кайăн!?

Аслă классенче математикăна А.В.Тарасов вĕрентетчĕ. Вăл тĕрĕслев ĕçĕсене епле хаклани каярах, учитель дипломне алла илсен, маншăн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ. Отметкăпа кăна мар, сăмахпа та хавхалантарма пĕлетчĕ. "5" паллă çумне тата сăмахпа та "пять", юнашарах "Великолепно, Галя!" е "Молодчина, Галя!" тесе çырнине курсан мĕнле хĕпĕртенĕ! Вырăс чĕлхипе тата литературипе уйрăмах ăнăçлă пурнăçланă ĕçсен авторĕсене эпĕ те Алексей Васильевич евĕр савăнтарма тăрăшаттăм.

Пирĕн шкулти пек талантлă музыка (ун чухне "пение" тенĕ) учителĕ районта урăх пулман та пуль. Çулсем иртнĕçемĕн çакна уççăн куратăп. Сăмах - Владимир Ильич Ширтанов çинчен.

Кашни юрра темиçе сасăпа вĕрентетчĕ. Шкул ачисен пĕрлештернĕ хорĕ районта яланах малти вырăнсене кăна йышăннă. Пире, çак хора çỹреме тивĕçнисене, ыттисем ăмсанатчĕç те пулас. Халĕ те хăлхара хор 4 сасăпа мăнаçлă юрланă юрăсем: "Мы - пионеры советской страны...", "Сделай, сделай, брат любимый, мне качели на лугу" тата ыттисем те.

Кашни учитель паха опыт, çутă аса илỹ хăварнă. Шкул директорĕ В.Н. Колпаков мана учитель профессине суйлама сĕнни те асрах. Аслă шкула вĕренме кĕме, ун хыççăн шкулта ĕçлеме пултарасса шанни мĕне тăрать! Шел, çынна витĕр куракан, малашлăха тинкерекен ăслă ертỹçе тав туса ĕлкĕреймерĕм....

Шăмăршă районне ĕçлеме куçсанах ман тăван шкула пĕлекенсемпе паллашма тỹр килчĕ. Анат Чаткас вăтам шкулĕн директор çумĕ Г.Ф.Афанасьев, эпĕ Çĕнĕ Ахпỹртрен пулнине пĕлсен, калаçăва тỹрех шкул çине куçарчĕ: -

 Апла пирĕн ял çынни - Петр Яковлевич Мартынов - тутарнă икĕ хутлă çĕнĕ шкулта ăс пухнă....Халĕ те таврара пĕрре чаплă шкул ĕнтĕ вăл, кун пирки иккĕленместĕп те. Эпĕ сирĕн учителĕрсене те чылайăшне пĕлетĕп, хăшĕнпе - директорсен е завучсен семинарĕсенче, хăшĕ-пĕринпе истори учителĕсен курсĕсенче пĕрле пулнă, - çĕкленỹллĕ калаçрĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ, чылай çул хушши тĕрлĕ шкул коллективĕсене ертсе пынă, районта чыс-хисепе тивĕçнĕ педагог. - Манăн атте те - Филипп Афанасьевич - Çĕнĕ Ахпỹртре 1915-1918 çулсенче пуçламăш классене вĕрентнĕ... Шкул валли чи çỹллĕ те тĕреклĕ йывăçсене те пирĕн патăмăртан, Шăмăршă вăрманĕнчен, турттарнă...

Чăн та çапла иккен. Шкул историйĕ çинчен каярах кăна, К.Е.Лекарев пухса хатĕрленĕ "Восхождение" кĕнекере вуласа пĕлтĕм. Тавах уншăн патриот чунĕллĕ чăн-чăн краеведа!

Ял варринче вырнаçнă тĕп шкул халĕ те ача-пăчана хăй патне йыхăрать. Яланхи пекех мăнаçлă курăнса ларать. Кăçал та 76 вĕренекен пĕлỹ илнĕ унта. Эпир, урăх хуласемпе районсенче пурăнакан выпускниксем, шкул ĕçĕсемпе сайтсем урлă паллашсах тăратпăр, коллектив тивĕçнĕ дипломсемпе грамотăсемшĕн чунтанах савăнатпăр. Чăннипех пултараççĕ вĕт-ха!

Чылай çул каялла шкул пĕтернисене тахçанхи пек тăван кил-çуртĕнче ашшĕ-амăшĕ кĕтсе тăмасть ĕнтĕ... Анчах та эпир, çуралнă яла килсен, тăван шкула пуçтарăнатпăр. Иккĕмĕш кил вăл пирĕн. Унта яланах чун туртать. Шкул картлашки çине пуссанах ачалăх куç умне тухать, çĕнĕ вăй-хал хутшăннăн туйăнать... Çăтмах пек таса сывлăш, çутă аса илỹсем...

Галина КАЗЯНОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Шăмăршă районĕ, Шăмăршă ялĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика