Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан Н. Григорьев (паян шăпах 70 çул тултарчĕ пулин те) хăйĕнчен чылай кĕçĕнреххисемпе юнашар тăрса çуран е йĕлтĕрпе чупнă чухне пĕринчен те юлмасть. Ăмăртусенче малти вырăнсене тухса пьедестал картлашки çине хăпарать. Çакна тума ăна сывă пурнăç йĕркине тытса пыни пулăшать.
Вăр-варлăхĕ чакмасть-ха Николай Георгиевичăн. Ĕç ветеранĕн кун-çулĕпе иртер-ха эппин. Именкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл тăван "Герой" колхоза ĕçе утнă. Специальность илес тĕллевпе Канашри профессипе техника училищинче газоэлектросварщика вĕреннĕ. Пĕрлех Шупашкарта каменщиксене хатĕрлекен уйрăма çỹренĕ. Алла документ илсен Первомайскинчи сельхозтехникăна сварщик пулса вырнаçнă.
Вăхăт сисĕнмесĕр шăвать. Çамрăкăн çар ретне тăма ят тухнă. 1971-1973 çулсенче каччă салтакра пулнă. Унта та лайăх енпе палăрнă. Командовани Тав çырăвĕ панă, "Коммунизамла ĕç ударникĕ" ята тивĕçнĕ.
Тăван ен туртатех. Çири çар тумне хывсан Николай Георгиевич "Герой" колхоза электрогазосварщика вырнаçнă. Правлени сĕннипе водителе вĕреннĕ. Унтан вара 13 çул техника юсакансене вăхăтра кирлĕ çĕре илсе çитернĕ.
Ĕçĕ яваплăскер. Ака-сухара хаклă вăхăта сая ярса уй-хир ĕçне пурнăçлакан трактор-автомашинăна парка анса юсаман. Вĕсене хиртех пăхса яма тăрăшнă. Фермăсенчи тислĕк кăларакан транспортерсене, шыв пыракан пăрăхсене сварка тăвасси те Н. Григорьев ĕçлекен ушкăн çинех тиеннĕ.
Ĕçне кура чысĕ. 1974 çулхи кăтартусемпе Николай Георгиевич "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" палла тивĕçнĕ.
1990 çулсенче Именкассипе Кĕçĕн Арапуç ялĕсем "Новая сила" кооператив йĕркеленĕ. Н. Григорьева комплексла бригада бригадирĕ пулма çирĕплетнĕ. 1995 çулхи кăтартупа бригада кашни гектартан кĕлет виçипе 29,7 центнер тĕштырă çитĕнтерсе районта мала тухнă. Бригадира районти ял хуçалăх управленийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
2001-2012 çулсенче, кооператив саланнăран, Николай Георгиевич Патăрьелĕнчи сĕт-çу тата çăкăр завочĕсене ĕçе кĕрет. Слесарь-сантехникра тăрăшать. Ĕçри кăтартусемшĕн "Чăвашпотребсоюз" правленийĕн Тав çырăвне тивĕçет.
Николай Георгиевич ялăн, ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнать. Темиçе хутчен те ял тăрăх администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Ветеран шкул саккинченех спортпа туслă.
1989 çулта вăл йĕлтĕрпе чупса пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан спорт карьеринче тата çĕкленет. Юлашки çулсенче районта йĕлтĕрпе тата çуран чупса нумай хутчен чемпион пулнă, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Республика ăмăртăвĕсенче вара 5 хутчен пĕрремĕш, улттăшĕнче иккĕмĕш вырăнсенче пулнă. Грамотăсене, Тав хучĕсене, дипломсене шутласа та кăлараймăн. Вăл шутра республикăри физкультурăпа спорт министерствин, Чăваш Республикинчи ветерансен канашĕн, Патăрьел район администрацийĕн, "Единая Россия" партийĕн вырăнти уйрăмĕн тата ыттисен те пур. Хастар спортсмен Патăрьел районĕн энциклопедине те кĕме тивĕçнĕ.
Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ывăлпа виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Ачисене ỹстернĕ вăхăтра "Атте, анне, эпĕ - туслă спорт çемйи" ăмăртусене сахал мар хутшăннă. Ăрăва малалла тăсакансем те Николай Георгиевич çулĕпех кайнă. Спорта юратаççĕ. Валентина Йĕпреçре, Светлана Мускавра, Алена Канашра тĕпленнĕ. Владимир ывăлĕ те Канаш хулинче. Сергей вара яла юлнă. 5 мăнук Григорьевсен. Вĕсем те аслашшĕ, кукашшĕ пекех ачаранах спортпа туслă пулма хăнăхаççĕ. (1266).
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |