Çĕр-анне ытамĕнче ытарми хитре тĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 10.06.2021, 09:55 Просмотров: 348

Район хирĕсем çуллен хитреленсе те хитреленсе пыраççĕ. Кăшт маларах кăна акăнман уйсем патĕнчен иртнĕ чух чун ырататчĕ, халь вара хыт-хура ашкăрнă вырăнсенче сип-симĕс калчасем хĕвел патнелле кармашнине курма еплерех кăмăллă! Çакна июнĕн 4-мĕшĕнче иртнĕ уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем те - район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, унăн çумĕ - экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, АПК ветеранĕсем тата ыттисем те - каларĕç. 200 çухрăма тăсăлнă çул çỹревре çĕнĕлĕхсемпе паллашма, аслисен опытне шута илме, çитменлĕхсемпе лайăх енсене асăрхама май пулчĕ.

 "Хĕвелпе çумăр пулсан агроном кирлĕ мар", - тесе халăхра шỹтлеме юратаççĕ. Те çакна чăна хурса, те урăх сăлтавпа, халь хуçалăхсенче çĕр хуçисем сахал. Вĕсемсĕр чăннипех те пысăк тухăç илме йывăррине Шăнкăртамри Ф. Чабатов, акă, питĕ лайăх пĕлет. Фермер агрономра чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă Первомайскинчи И. Киргизов канашĕсемпе усă курать. Специалист каланисене тĕпе хурса ĕçленĕрен кĕлетсем те тулли, пĕлтĕр кĕрхисен тухăçĕ 65,5 центнерпа танлашнă.

- Лайăх агроном яланах кирлĕ, - терĕ Ф. Чабатов кĕрхисем çитĕнекен уя курма чарăннисене хуçалăх ĕçĕпе кĕскен паллаштарнă май. Сăмах май, халь калчасем çитĕнекен вырăнта 15 çултан кая мар хыт-хура алхаснă. Çум курăка пĕтерес тесе икĕ çул хура пусă пек тытнă хыççăн тин кĕрхисене акса хăварнă.

Тухăç еплерех пуласси вăрлăхран та нумай килет çав. "Исток", "Батыревский", "Труд", "Красное Знамя", "Корма" хуçалăхсенче, М. Лаврентьева, А. Петров, Р. Санзяпов, Е. Мартышкин, С. Халитова фермер хуçалăхĕсенче çулленех ăна çĕнетсе тăма, пахалăхлисене никĕсе хывма тăрăшаççĕ. Кăçал "Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхсенче те элита вăрлăхсемпе çеç усă курнă, пĕр лаптăк та акăнмасăр юлман. Çитменнине тата удобренисем те хывма май тупнă. Çавăн пекех пĕр вырăнта 10 çул ытла та çитĕннĕ нумай çул ỹсекен курăксене те сухаласа хăварма мехел çитернĕ. Малашне хуçалăхсем вăй илсе каясса шанса тăнине пĕлтерчĕç уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем.

"Çерем пăсса вир акрăм, вир акрăм", - тесе юрласа выляттăмăр ача чухне. Çĕньял ял тăрăхĕнчи М. Паймулкинпа Б. Емельянов вара: "Вăрман касса хир турăмăр", - теççĕ. Фермерсен халь усă куракан хирĕсенче тырă çитĕнтериччен нумай йывăç касма тивнĕ.

- Çĕре юратса ĕçлесен вăл та сана ырăпах тавăрать. Эпир ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсем пек минераллă удобренисем илейместпĕр, çавăнпа та тăпра пулăхлăхне лайăхлатма сидератпа усă куратпăр. Акса хăварнă викăна çулса вĕтетсе сапалатпăр, ун хыççăн сухалатпăр, - тет йывăрлăхсене парăнма хăнăхман Б. Емельянов.

Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Мадюкова пĕлтернĕ тăрăх, кунта акăнман çĕр лаптăкĕсем пур-ха, вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çине тăрсах ĕçлеççĕ.

Турхан, Шăхач тата Çĕньял ял тăрăхĕсем чикĕленнĕ вырăна "бермуд виç кĕтеслĕхĕ" теççĕ. Хальхинче те чарăну шăпах çакăнта пулчĕ. "Хастар" кооператив ертỹçи В. Косойкин ялта вĕлле хурчĕсем усракансем нумайине шута илсе кăçал ытти культурăсемпе пĕрлех хура тул та акнине, вăрлăхсене çĕнетессипе ытларах тимленине пĕлтерчĕ. "Мир" хуçалăх председетелĕ Я. Селиверстов малашлăхри планĕсемпе паллаштарнă май 60 гектар хурă пусă тăратса хăварнине, унта кĕрхисем акса хăварассине каларĕ.

 2020 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О. Николаев района килсен Ыхра Çырми ял тăрăхĕнче агропарк тăвасси пирки каланăччĕ. Ку ыйтупа халь çине тăрсах ĕçлеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Львов кĕскен кăна унăн проекчĕпе паллаштарчĕ. Вăл ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсемшĕн усăллă пуласси куç кĕретех.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем самана таппипе тан утма тăрăшаççĕ. Унччен техника руль умне çын лармасăрах, хăй тĕллĕн çỹрени пирки фантастикăлла хайлавсенче вуланă пулсан халь çакă чăнлăх. Ĕненесех те килмест пек, анчах тивет. В. Кузнецов фермер хуçалăхĕнче шăпах автопилотлă трактор пур, унпа сухан вăрлăхне акнă çĕрте кăçал пĕрремĕш хут усă курнă. Çумăр пек пĕрĕхсе тăракан машинăна та Кузнецовсем районта пĕрремĕш туянчĕç. Унпа вĕсем 50 гектарта çитĕнекен сухан вăрлăхне шăвараççĕ. Халь çавăн пеккиех "Корма" çĕр фирминче пур.

Сăкăтри М. Лаврентева фермер хуçалăхĕнче те техника паркне пуянлатнă. Тĕрĕслеве хутшăнакансем çĕнĕ опрыскивательпе тата Германинче туса кăларнă сеялкăран пĕрчĕллĕ культурăсене шĕвек удобренипе апатлантаракан, пĕрлех тăпрана кăпкалатса сывлăш кĕртекен агрегатпа та паллашрĕç. Патшалăх туяннă техникăн 40 процентне субсидилени тракторсемпе комбайнсене çĕнетме май пачĕ. "Батыревский" пĕрлешĕвĕн директорĕ П. Ялуков: "Субсиди пур чухне техника паркне çĕнетменнине эпĕ çылăх тесе шухăшлатăп", - тет. "Исток", "Корма" çĕр ĕç фирмисем, "Красное Знамя", "Труд" хуçалăх, Е. Мартышкин фермер тата ыттисем те çаплах каланăран паркри кивĕрех техникăна заводран тин тухнисемпе улăштарнă.

Уй-хир тĕрĕслевĕнче кĕрхисем лайăх хĕл каçайманни пирки те пăшăрханса калаçрĕç. Сăлтавĕ мĕнре-ши?

- Иртнĕ çул кĕркунне типĕ килчĕ. Маларах акнă лаптăксенче тата хура пусăра кĕрхисене валли нỹр пулнăран вĕсем вăй илчĕç. Каярах никĕсе хывнисем типпе юлчĕç. Çанталăк сивĕ тата юрлă килни те витĕм кỹчĕ, шăтса тухнă калчасем сывлаймарĕç, çавăнпа çуркуннене тухаймарĕç, - тесе ăнлантарчĕ нумай çул агрономра вăй хунă П. Самакин.

Кĕрхисем пĕтнĕ лаптăксене çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем акса хăварнă, вĕсем чăшăл çеç шăтса тухнă. Ял хуçалăхне çамрăксем явăçма пуçлани те савăнтарать. Тутар Тимешĕнчи К. Салихов, Кзыл Чишмари И. Ямалетдинов фермерсем çулне кура мар маттур. Çĕрпе ĕçленисĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ, малашлăха тĕллевлĕ пăхаççĕ.

"Красное Знамя" ЯХПКра ỹсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсене пĕр пек аталантарса пыма тăрăшаççĕ. Халь кунта нумай çул ỹсекен курăксенчен сенаж янтăлаççĕ. Апат пахалăхĕнчен продукци илесси килнине асра тытса кăçал Сăкăтсем куккуруса вĕтетекен комбайн туяннă.

- Акнă-лартнă культурăсем ăнса пулсан выльăх шучĕ те нумайланать, тислĕкĕ хире тухать. Юлашки вăхăтра тăпран çиелти сийĕ (гумус) чакса пынине калаççĕ пулсан вăл пирĕн пуянланса пырать, - терĕ "Красное Знамя" ЯХПК ертỹçи Петр Никифоров.

 Уй-хир тĕрĕслевĕнче кăмăла хуçакан ỹкерчĕксем те пулчĕç. Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансенчен чылайăшĕн хушма çĕр пур. Ельцин çĕрĕсем тесе те калаççĕ вĕсене халăхра. Ытларахăшĕ унта нумай çул ỹсекен курăк акнă. Вăхăт иртнĕçем лаптăксене кукша пуç ярса илнĕ. Шăпах халь вăррисене сапалаççĕ. Çитес çул тата та ытларах пулаççĕ ĕнтĕ...

Уй-хир тĕрĕслевне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов пĕтĕмлетрĕ. Вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çĕр ĕç культури лайăхланса пынишĕн, çамрăксем ял хуçалăхне килнишĕн хĕпĕртенине каларĕ. Ятарлă комисси мала тухнă хуçалăхсене июнĕн 12-13-мĕшĕсенче иртекен Акатуй - Сабантуйра саламлать.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика