Пасара каймалли тупăнсах тăрать. Тăхăнмалли е çимелли, е тата хуçалăхра кирлĕ таварсем туянмалла. Патăрьелĕнчи Юхма суту-илỹ лаптăкĕнче мĕн кирли яланах пур. Çулла çитнĕ май халь, акă, çырласем те сентресем çине тухрĕç. Виçĕ литрлă савăтри çĕр çырлине (вăрманта ỹсекенни) 1500 тенкĕпе сĕнеççĕ. Сутуçăсем кăçал вăл сахалтарах пулнине, çавна май хакĕ те йỹнех маррине пĕлтерчĕç. Инçех те мар виктори сутаççĕ. 10 литрлă витрене тултарнăскере 1300 тенкĕпе илме май пур. Помидор, чечек калчисем сĕнекенсем те пур-ха.
Ăшă çĕрте ỹсекен çимĕçсем те туллиех. Вĕсем таçтанах куçа илĕртеççĕ. Арбуз пĕр килограмĕ 40 тенкĕ, дыня - 120, нектарин - 130, персик 140 тенкĕ тăрать. Вĕсемпе юнашарах вырнаçтарнă помидорăн пĕр килограмне, сортне тата ăçта туса илнине кура, 80-120 тенкĕпе сутаççĕ. Хăяра 50-60 тенкĕпе, килте çитĕнтернине 100 тенкĕпе туянаççĕ. Пан улми 75-80, ыхра 150-200 тенкĕрен кая мар. Пулă юратакансем валли тем тĕрли те пур. Тăварланă скумбрин пĕр килограмне - 150-200, тĕтĕмлени (пуçсăрри) - 350 тата ытларах та, ăшаласа е пĕçерсе çимелли минтая (шăнтни) 150 тенкĕ ыйтаççĕ.
Апат пĕçерме кĕрпе те, лапша та кирлĕ. Вĕсен хакĕсем юлашки вăхăтра пĕр вырăнта тăмаççĕ, ялан ỹсеççĕ. Хутаçа тултарнă виçĕ килограмм хура тулла 300 тенкĕпе, сĕлĕ кĕрпине - 150, пилĕк килограмлă риса - 400, макарона 240 тенкĕпе сутаççĕ. Пилĕк литрлă тип çу халь 650 тенке, пĕр михĕ сахăр песукĕ (50 килограмм) 2450, çăнăх 1300 тенке çитнĕ.
Ял çынни çулла хĕле валли хатĕрленсе чăх-чĕп, хур-кăвакал чĕпписем туянать. Пасарта вĕсене сутма ятарласа лаптăк уйăрнă. Виçĕ талăкри чăх чĕппи 70 тенкĕ, 40 кунри бройлер - 280, пĕр уйăхри кăвакал - 270, 1,5 уйăхри мулард - 350, тăватă уйăхри - 450, çăмарта тăвакан чăх 350 тенкĕ тăраççĕ.
Пасар хакĕсем ялан пĕр пек тăмаççĕ: ỹсеççĕ те, чакаççĕ те. Мĕн тăвăн, сутаканăн таварне хаклăрах парас, туянаканăн йỹнĕрех илес килет. Кĕсьере укçа пулсан мĕн кирлине тупма пулатех.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |