"Атте" тесе чĕнесчĕ пĕр хутчен... Атте... Çак сăмаха Турханта пурăнакан Геннадий Викторовичăн хăйĕн пурнăçĕнче питĕ калас килнĕ. Ытти ачасем ашшĕ-сен ăшшипе киленнĕ чух вăл та çывăх çыннин çирĕп те вăйлă ытамне кĕресшĕн, унăн хỹттине кăштах та пулин туясшăн пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи унăн ĕмĕтне чăл-пар салатнă. Кăçал, Аслă Çĕнтерỹ çитнĕренпе 76 çултан тин Г. Кольцов пĕрремĕш хут ашшĕпе "тĕл пулнă", ăна пĕрремĕш хут "атте" тесе чĕннĕ. Псков çĕрĕнче ĕмĕрлĕх канăç тупнă Виктор Васильевич Кольцов хăй те аллине те тытса курайман ывăлĕ килнишĕн мĕнлерех савăннине, шел пулин те, эпир пĕлейместпĕр.
Фашистла Германи Совет Союзне тапăнса кĕнĕ чухне Геннадий Викторовичăн ашшĕпе амăшĕ - Виктор Васильевичпа Агреппина Дмитриевна - çемьере çĕнĕ çынсем пулнă. Çамрăк мăшăр йыш хушăнасса кĕтнĕ. Упăшкине салтака кайма повестка панă чухне, 1941 çулхи август уйăхĕнче, арăмĕн чĕри айĕнче тĕвĕленнĕ чун 6 уйăх кăна тултарнă. Виктор Васильевич хăйĕн ывăл çуралнине çыру урлă çеç пĕлейнĕ. Ачине тем пек курас, утьăкка сиктерес килнĕ пуль те çав ашшĕн, тăшман пульли ăна хĕрхенмен. 1944 çулхи март уйăхĕнче 75 гварди полкĕнчи стрелоксен батальонĕн комсомол секретарĕ, гвардин кĕçĕн лейтенанчĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденне тивĕçнĕ Виктор Кольцов Калинин облаçĕнчи (халĕ Псков) Пустяшкин районĕнчи Васильевка ялĕ патĕнче фашистсене каялла хăваланă чухне пуçне хунă. Сăмах май, пĕр килтен тăватă ывăл тăшмана парăнтарма тухса кайнă, виççĕшĕ чĕрĕ юлнă. Асли - Иван Алексеевич - Америкăран самолетсене Аляска урлă илсе килнĕ. Тепри карап капитанĕ пулнă.
Ашшĕсĕр пурнăç çулĕ çине тăма тивнĕ Геннадий Викторович ачалăхне куççуль витĕр аса илет.
- Ураран çăпата кайман, хутаçран - кĕл çинче пĕçернĕ çĕр улми. Çуркунне мĕн те пулин çиес тесе хирте крахмал, тĕрлĕ курăк нумай пухнă. Вĕсенчен пашалу пĕçерсе паратчĕç, - тет вăл. Ку кăна-и-ха? Ашшĕн шăллĕ вăрçăран таврăнсан авланнă. Çемье пысăкланнă май пĕрреллĕ пĕчĕк çурт тата пĕчĕкленнĕ. Пăянамăшĕпе тата пăятамăшĕпе пĕрле пурăннă тăлăх хĕрарăмăн ывăлĕпе тĕп килтен тухса кайма тивнĕ. Виçĕ çул вĕсем упăшкисем вăрçăран таврăнман хĕрарăмсем патĕнче пурăннă: пĕрин патĕнче пĕр çул, теприн патĕнче - çур çул....
- Хырăм пит выçса кайсан шыв ĕçме тесе асаттесем патне кĕреттĕм. Асанне вара çăкăр касса илсе тухса паратчĕ. Мăнукĕ ахаль çеç кĕменнине ăнланнă ĕнтĕ вăл. Атте шăллĕ çурт туса уйрăлса тухнă хыççăн асатте каялла чĕнсе илчĕ, вара малалла каллех вĕсемпе пĕрле пурăнма пуçларăмăр.
Анне тĕреклĕ, паттăр хĕрарăмччĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вĕсем лаша вырăнне ĕçленĕ. Ăна качча илес текен темиçе те пулнă, килĕшмен. "Эпĕ качча кайăп, эсĕ алăк патĕнче йĕрсе ларăн", - тетчĕ. Ĕмĕрне пĕчченех ирттерчĕ. 2009 çулта 90 тултарсан куçне хупрĕ, çавăнчченех мăшăрне кашни кун кĕтрĕ, - тет аса илĕвне тăсса Г. Кольцов.
Кăшт ỹсерехпе Геннадий Викторович амăшне пулăшма колхоза ĕçлеме çỹренĕ. Вăл вăхăтра вăй хуракансене кăнтăрла вĕри апат çитернĕ. Пĕр çăпала яшкана иккĕн пайлама тивнĕ.
- Пурнăç кăшт самайлансан колхоз та ура çине тăма пуçларĕ. Хуçалăх çăкăр пĕçерме тытăнчĕ. Пекарня патĕнчен иртсе пынă чухне пиçнĕ çăкăр шăрши сăмсана кăтăклатчĕ. Выçă хырăм тата ытларах выçса каятчĕ, - ĕнер пулнă пекех куçĕ умне кăларса каласа парать вăрçă ачи.
Çимелли, тăхăнмалли пулмасан та вăл вăхăтри çамрăк ăру ăс илессишĕ ăнтăлнă. Турханти шкулта кабинетсем çитменнипе кĕçĕн классенче вĕренекенсем Тури Тăрмăша вĕренме çỹренĕ. Геннадий Викторович та кỹршĕ яла сукмак такăрлатнă. Хĕллехи сивĕсенче ăна амăшĕ хăйĕн пысăк тутăрне çыхтарсах çула ăсатнă. Пỹлĕмсене кăмака хутса та ăшăтайман, çавăнпа чернилсем шăна-шăна ларнă. Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн малалла пĕлỹ пухма каяс килсен те Г. Кольцов çити-çитми пурнăçа пула ĕмĕтне пăрахăçлама шут тытса колхоза ĕçлеме вырнаçнă, анчах амăшĕ ывăлне малаллах вĕренме янă. Вăтам пĕлỹ илнине çирĕплетекен аттестата аллине илнĕ хыççăн Геннадий Викторович хуçалăхра шоферта, ял Совет председателĕнче, парторганизацин секретарĕнче, профком председателĕнче, автомеханикре ĕçленĕ. Вăй хунă вăхăтрах Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухнă.
Мăшăрланса çемье çавăрсан та Г. Кольцов ашшĕн вил тăприне те пулин шыраса тупас шухăша пăрахăçламан. Интернет уçлăхĕ ачаллах çуралнă ĕмĕтне пурнăçа кĕртме май панă. Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ А. Сымов та ăна пулăшнă.
- Геннадий Викторович пĕринче çапла ман пата килчĕ те ашшĕн шăпи, ăна Псков облаçĕнче пытарни пирки каласа пачĕ. Çав кунах Псков облаçне шăнкăравласа унти ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе калаçрăмăр. Специалисчĕ тăванлăх масарне кайса килнĕ хыççăн палăк çинче Виктор Васильевич Кольцовăн хушамачĕ те, ячĕ те çуккине пĕлтерчĕ, çар комиссариатне шăнкăравлама сĕнчĕ. Эпир çапла турăмăр та. Архивсене пăхнă хыççăн Геннадий Викторовичăн ашшĕ чăнах та çавăнтах пуçне хуни çирĕпленчĕ, - тесе каласа пачĕ Александр Николаевич. Кăштахран Кольцовсен çемйине хыпар çитнĕ.
Çырура Виктор Кольцова Псков облаçĕнчи Криухи ятлă ялта пытарнине пĕлтернĕ. Геннадий Викторовичăн çакăн хыççăн çывăх çыннин вил тăприйĕ патне çитсе курас ĕмĕт çуралнă. 2020 çултах, Аслă Çĕнтерĕве тунăранпа 75 çул çитнĕ май, инçе çула тухма шухăшланă, анчах коронавирус тĕнчипех алхасма тытăнни чăрмантарнă. Кăçал тин Псков облаçне кайса килнĕ. Унпа пĕрлех Александр Сымов та аслашшĕн вил тăприйĕ умĕнче пуçне тайнă.
Мускава тăшмана паман
Виктор Васильевич ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăнтан инçех мар, 40 çухрăмра, Упамсара çуралса ỹснĕ Афанасий Михайлович Сымов та 1942 çулта тăшмана çурçĕр енчен Мускава ярас марришĕн пуçне хунă.
Афанасий Сымов 1904 çулта çуралнă. Ялта вăл хастар та пултаруллă арçын пулнипе палăрса тăнă. Ял Совет председателĕнче, колхоз ертỹçинче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ăна ял Совет председалĕ пулнă май, 6 уйăха бронь панă. Вăй питти арçынсемпе каччăсене фашистсемпе çапăçма ăсатса пĕтернĕ хыççăн хăй те аллине пăшал тытнă. Мускав çывăхĕнчи хĕрỹ çапăçусене унăн хутшăнма тивнĕ. Çемье архивĕнче халĕ те вăл çырнă çыру упранать. "Юратнă Урине (мăшăрне çапла чĕннĕ. - Авт.), Куля, Петя, Нина, Марье, Нюра, кỹршĕсем, ял-йыш, пурне те салам!" - тесе пуçланă ăна. Çывăх çыннисене вăл çапăçăва икĕ хутчен кĕрсе тухнине, чаçне "Гвардейски" ята панине, ăна илессишĕн вара юнпа тар нумай тăкмаллине пĕлтернĕ.
- Атте ашшĕ ăçтарах вилнине тупас тесе нумай шыраттарчĕ. Пĕр вĕçĕм: "Без вести пропал", - текен хыпар килетчĕ. Хам та алă усса кăна ларман. Асăну кĕнекисем тухма пуçласан тин асаттене ăçта пытарнине тупрăмăр. Вăл Псков облаçĕнчи Великолугски районти Барашкино текен ял патĕнче вилнĕ иккен. Кайран ăна Чернозем станцийĕнчи тăванлăх масарĕнче пытарнă.
Асаттене тупнă хыççăн унти ял тăрăхне çыру çырса ятăм. Мана комплекс историпе тата унпа паллаштаракан 12 сăн ỹкерчĕк ярса пачĕç. Кăçал Геннадий Викторович Кольцовпа пĕрле кайса курма та тỹр килчĕ. 2599 салтак канлĕх тупнă кунта, хăшĕн-пĕринне тăванĕсем сăн ỹкерчĕкĕсене те вырнаçтарнă. Паллă мар 48 салтак ячĕпе уйрăм палăк лартнă. Масарта таса та тирпейлĕ. Аслă Çĕнтерĕве тунăранпа 70 çул çитнĕ тĕле халăх хăй вăйĕпе часовня лартнă, - тесе каласа пачĕ çул çỹрев пирки Александр Николаевич.
Иккĕмĕш тĕнче вăрçин ахрăмĕ инçете те инçете кайса пырать, апла пулин те вăл илсе килнĕ инкек, куççуль, терт-нуша кашнин чĕринчех. Ăна пула-çке ачалăх ачалăхсăр иртнĕ, нумайăшĕн яш ĕмĕрĕ вăхăтсăр татăлнă, ĕмĕтсем пурнăçланаймасăр юлнă.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |