Кĕнекене халалланă пурнăç

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2021, 10:03 Просмотров: 324

Пурнăçра тĕрлĕ професси çыннине тĕл пулма пулать: врач, учитель, çурт тăвакан, водитель, сутуçă... Хăй ĕçĕнче кашнийĕшĕ ăста.

Патăрьелĕнче пурăнакан Екатерина Юлдашева вара ялти сумлă, кăмăлĕпе ырă, кирек хăçан та пулăшма, канаш пама пултаракан çын, культура тата библиотека ĕçĕн ветеранĕ.

Екатерина Чулхула облаçĕнчи Курмыш районĕнчи Деяново ялĕнче 1931 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи йывăр çулсем... Çулталăк та 6 уйăхра чухне ашшĕ вилнĕ. 25 çулхи амăшĕ Катьăпа тата унăн виççĕри аппăшĕпе тăрса юлнă.

 Ĕç мĕнне ачаранах туйма пуçланă вăл. 10 çулта чухне вăрçă пуçланнă. Вăл вара çамрăкăн ĕмĕчĕсемпе палăртнă планĕсене татнă. Ачасен ир çитĕнмелле пулнă. Арçынсем фронта кайнăран вĕсене улăштарма тивнĕ. Ир пуçласа каçчен аслисемпе тан ĕçленĕ çамрăксем. Вĕренỹ çулĕ ноябрь уйăхĕнче, уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен çеç пуçланнă.

 Шкулта икĕ сменăпа, чĕп куç çутипе вĕреннĕ. Кĕнекесем, тетрадьсем, чернил çитмен пулсан та пĕлỹ илме тăрăшнă. Çимелли пулман. Апатра ỹсен-тăран, йывăç хуппине те усă курнă. Кăмпа-çырла пуçтарнă.

Вĕреннĕ вăхăтра та ĕçе çỹренĕ. Çунашкапа фермăран тислĕк кăларнă, кĕл пуçтарнă. Фронта валли çĕр улми типĕтнĕ.

 Екатерина Петровна иртнĕ вăхăта кашнийĕнчех куççуль витĕр аса илет. 1946 çулта вăл Етĕрнери библиотекарьсене хатĕрлекен техникума вĕренме кĕрет. Çав çулах амăшĕ вилет. 16 тата 15 çулхи хĕрĕсем сĕм тăлăха юлаççĕ.

Каярахпа Çĕрпỹри техникума куçать Екатерина Юлдашева. Дипломлă специалиста Патăрьелĕнчи педучилище библиотекин заведующине лартаççĕ. Районăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнать вăл. 3 çул ĕçлесен тăван енне кайма та шухăш тытать. Анчах ĕç кĕнекипе характеристикине памаççĕ. Вара ăна 1952 çулта уçăлнă ача-пăча библиотекин заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. 25 çул вăй хурать вăл çакăнта. Район центрĕнчи ачасене кĕнеке вулама явăçтарасси çеç пулман ун çинче. Вырăнсене тухса ялсенчи, шкулсенчи библиотекăсене методика пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.

1977 çулта районти библиотекăсене централизациленĕ. Екатерина Петровнăна вулавăш директорне лартнă. Акă мĕнле аса илет вăл кун пирки: "Ĕç опычĕ пулсан та шухăшлаттарчех. Район пысăк, тĕрлĕ наци çынни пурăнать, пурлăх бази япăх, ятарлă пĕлỹ илнĕ кадрсем сахал. Ялсенчи библиотекăсем ял Совечĕсен балансĕ çинче тăнă. Укçа-тенкĕ хĕсĕкрен вĕсене кĕмĕлĕ тивсех кайман. Библиотекăсем çĕнĕ кĕнекесемпе тата хаçат-журналпа пуянланса пырайман. Централизациленĕ библиотека умĕнче те татса паман ыйтусем пулнах. Тĕрлĕ енлĕ çул шырама тивнĕ".

Пурăна киле сĕтел-пукан туяннă, кĕнеке фондне çĕнетнĕ. Кадрсем хутшăннă. 3 çулта тĕп библиотекăра ĕçлекенсем пурте ятарлă пĕлỹ илнĕ.

Екатерина Петровна юратнă ĕçĕнче 45 çул ытла вăй хунă. Район шайĕнчи мероприятисене хастар хутшăннă.

 Тыл ĕçченне юбилей медалĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе наградăланă. 1967 çулта ăна районăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. 1980 çулта "Чи лайăх культура ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Патăрьел энциклопедийĕнче те пур Е. Юлдашева. РСФСР культура министерствипе культура ĕçченĕсен профсоюзĕн тĕп комитечĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕнчен çамрăксен тĕслĕх илмелли нумай.

 А.ИГОЛКИНА, Н.ИСАЕВА, библиотека ĕçченĕсем.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика