Пирĕн хушамат вăрттăнлăхĕ, пĕлтерĕшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.07.2021, 09:43 Просмотров: 222

 Сорокинсем савăнма та, мухтанма та пултараççĕ хăйсен хушамачĕпе. Мĕншĕн тесен унăн пĕлтерĕшĕ питĕ кăткăс, пуян.

Ĕлĕк-авал чылай хушамат кайăк-кĕшĕк, ỹсен-тăран ячĕсенчен пулса кайнă. Çут çанталăка çывăх пулас тесе юри çапла панă иккен. Ялта та чылай çакăн пек хушаматлисем. Çапах та нихăçан та пире чакаксем тенине илтмен, тет асанне хушамат пирки. Пире вара ятранах чĕнеççĕ пурте. Хушамат тен, чакак сăмахран та пулма пултарнă.

 Чакак - ăслă, тарават кайăк шутланать. Ун сассине илтсен ырă хыпар кĕтнĕ, телей пуласса шаннă, хăна килессе систернĕ иккен. Ăнăçу кайăкĕ шутланнă чакак. Çын пурнăçне пысăк витĕм кỹнĕ иккен çак ят. Вырăссенчен килнĕ хушамат вăл. Сорока - Чакак ятлă арçынтан тухнă теççĕ. Чакак ывăлĕ, хĕрĕ тенĕ авал.

 Шыранă, тĕпченĕ май çакна та пĕлтĕмĕр. Сорокин сăмахри кашни сас палли пĕлтерĕшлĕ иккен. "С" сас палли асăрхануллă, ăслă тенине пĕлтерет. "О"- пурнăçа юратакан, витĕмлĕ тенине ăнлантарать. "Р" сас палли вара хăйне çеç шанакан, ĕçченлĕхе систерет. "К" сас палли таса чунлă, тỹрĕ кăмăллă пулнипе савăнтарать. "И" сас палли хăюсăртарах, иккĕленчĕклĕ пулнине калать. "Н" сас палли вара тимлĕ, тăрăшуллă, çынсемпе хутшăнма юратни çинчен пĕлтерет.

Сорокин хушамат 7 числона çывăх иккен. Вăл питĕ пултаруллă, хастар çынсене пĕрлештерет. Пĕрле пулма тăрăшни, пĕр-пĕриншĕн кар тăма пултарни, пулăшма ялан хатĕр пулни питĕ савăнтарать. Çак хушаматăн лайăх енĕсене пĕтĕмлетсе каласан çаксем, пултарулăх, ырăлăх, юрату, çынлăх. Çитменлĕхсем те пур иккен, вĕсем: кутăнлăх, ют вырăна хăнăхма йывăр пулни, час çилленме пултарни. Килĕшетпĕр çакăнпа, мĕншĕн тесен пирĕн хушăра çакăн пек çынсем пур. Кутăнланаканнисем те, пултаруллисем те, час çилленекеннисем те.

 Çапах та ватă асатте каласа хăварнине те асра тытать асанне. Хушамат пирки çакăн пек калатчĕ тет вăл. Пирĕн хушамат малтан Сурукин (Овечкин) пулнă имĕш. Сурăх сăмахран, мĕншĕн тесен йăхри тăвансем питĕ нумай сурăх усранă, çăм атă туса, алсиш-нуски çыхса сутнă, тет.

Архив материалĕсенче Сорокин хушамат 1910 çултан курăнма пуçлать. Чăваш Ишекĕнче çав вăхăталла Акулина Игнатьевна тата Егор Титович Сурукинсем- çамрăк мăшăр пурăннă. Хăйсен ачисем пулманран кỹршĕ ялтан Дий ятлă ачана усрава илеççĕ. Дий çитĕнсе çитсе çемье çавăрать. Вĕсен виçĕ ывăл пулнă: Герман, Василий, Николай. Николай питĕ ăслă-тăнлă, таса та тирпейлĕ, йăнăшсăр çырма пултарнă. Вырăсла аван пĕлнĕ. Таçта та тухса çỹренĕ вăл. Таçта та чĕннĕ ăна. Вырăссем хушшинче çỹресе хăйне валли вырăсларах хушамат суйланă пулĕ теççĕ ваттисем. Сурукинран Сорокин хушамат туса хурать. Илемлĕрех, янăравлăрах пултăр тенĕ-ши. Малалла йăх аталаннă май çемье хутшăннă. Шел пулин те, чылайăшĕ ялтан хулана куçса кайнипе Сорокинсем чакнă. Тăватă çемье çеç ялта паянхи кун. Пĕр тăвансем пулатпăр çак çемьесем. Килĕштерсе, туслă пурăнатпăр.

Хамăрăн хушаматпа эпир савăнатпăр, пире килĕшет Сорокинсем тени. Çавăн пекех пирĕн тăвансем хушшинче паттăр çынсем те пур. Вăрçă пуçлансан Сорокинсен çемйинчен харăс тăваттăн пĕр тăвансем тухса кайса каялла таврăнайман. Вĕсене асăнса палăк лартнă. Шупка шурă палăк çине хура сас паллисемпе чуна хумхантаракан сăмахсем çырса хунă "Ăру сире манмĕ-хурланĕ, асăнĕ", "Ỹсрĕç куç тулли савăнмалăх, ячĕсем юлчĕç асăнмалăх".

Çак сăмахсене вуласан никам та палăк умĕнче чарăнмасăр иртеймĕ. Кашниех хаяр вăрçа чĕререн ылханать. Тăван çĕршывшăн, тăван халăхшăн вăрçăра вилнисене хурланса асăнать. Хамăрăн паттăр тăвансемпе эпир питĕ савăнатпăр, мухтанатпăр. Вĕсем вăрçăран таврăннă пулсан пирĕн йăх тата амаланатчĕ, пысăкланатчĕ.

Тăвансен çыхăнăвне татас марччĕ. Сорокинсен ырă ятне ярас марччĕ.

Эльвира, Эвелина, Милена СОРОКИНАСЕМ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика