"Аслă Пăла тăрăхĕнчи тулăх çĕр, аннепе тăванĕсен пилĕ хăйсен хăватне пачĕç, çавăнпах вăрăм ĕмĕрлĕ пултăм пуль", - текен шухăш час-часах çуралать манăн. Куç та пĕр вĕçĕм, хам та сисместĕп, Кушкă çулĕ енне тинкерет. Шупашкарти ывăлсем çемйисемпе унпа таврăнаççĕ. Çакăнтан килекен тăвансене те пирĕн çемье яланах хаваспа кĕтсе илнĕ, тунсăхпа ăсатса янă. Аслă пиччесем те кунтанах ăс пухма çỹренĕ, вĕсен тĕслĕхĕ мана та малалла пĕлỹ илме хĕтĕртсе тăнă. Эпĕ те пиншер хут та пуль утăмланă Кушкă çулĕпе. Юлашки вăхăтра кĕнеке çỹлĕкĕнче упранакан сăн ỹкерчĕксен альбомне алла илетĕп. Унăн страницисене пĕрин хыççăн теприне асăрхануллăн уçатăп. Сарăхнă листасенче нумай-нумай çул каяллахи сăн ỹкерчĕксем упранаççĕ. Акă, Патăрьел районĕнчи Алманчăра çуралса ỹснĕ кукаçи... Тарье аппа йăмăкĕ хăйĕн мăшăрĕпе Иван йыснапа пĕрле ỹкерттернĕ. Вĕсем ман çине ăшшăн пăхнăн туйăнаççĕ. Тарăн шухăша путатăп. Тарье аппапа йысна, вĕсен ывăлĕ - Николай Иванович Долгов - пирĕн çемьешĕн тарăн йĕр хăварнă. Николай Иванович, эпир ăна Микулай тете тесе чĕнеттĕмĕр, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва хулинче учительсем хатĕрлекен семинаринчен вĕренсе тухнă. Граждан вăрçи çулĕсенче М.Н. Тухачевский ертсе пыракан хĕрлĕ армеецсен çарĕнче пулнă. Комиссар Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. 1921-1922 çулсенче Чăваш Республикинче, уйрăмах пирĕн тăрăхра, выçлăх хуçаланнă. Çак йывăр тапхăрта çынсен пурнăçне çăмăллатас тесе Н. Долгов чылай ырă ĕç тунă. Ялсенче чухăнсен комитечĕсене йĕркеленĕ. Выçăпа аптăранă халăхăн акмалăх тырри те пулман. Н. Долгов патшалăхран тỹлевсĕр кỹрсе килме май тупнă. Çар служби хыççăн Николай Иванович 45 çул Аслă Пăла тăрăхĕнчи ялсенче учитель пулса ĕçленĕ. Çитĕнекен ăрăва чĕре ăшшине парса ĕçчен пулма, ырăпа усала уйăрма вĕрентнĕ. Ăна вĕрентỹри çитĕнỹсемшĕн "Хисеп Палли" тата Ленин орденĕсемпе наградăланă. Николай Иванович Долгов сăнарĕ, ашшĕ- амăшĕнни пекех, пирĕн тăрăхра пурăнакансемшĕн ырă тĕслĕх шутланать. Иван йыснан иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ те, Михаил Герасимович Долгов, халăх асĕнче. Вăл Социализм Ĕçĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ, "Гвардеец" колхоза ертсе пынă. Аслă Пăла тăрăхĕнче вырнаçнă 7 ял - Анат Туçа, Туçа, Вăтаел, Кивĕ Ахпỹрт, Тутар Тимеш, Козловка, Пăлакасси - хуçалăх аталаннă вăхăтра чылай çĕнелсе улшăннă. Хальхи вăхăтра та тирпейпе, илемпе палăрса тăраççĕ. Ялсем таврашĕсемпе, вĕсен чиккисенче ỹсекен хурăнсемпе тирексем, чăрăшсем кашласа лараççĕ. Вăрçă çулĕсем... Вĕсем те куç умне тухса тăраççĕ. Эпĕ, 6 çулти ача, хĕрлĕ шатрапа чирлерĕм. Чир вăраха тăсăлчĕ. Ку аннешĕн пысăк хуйхă. Йĕпепе сапа юнашар тенешкел, Сталинград фронтĕнче тăшманпа çапăçакан аттерен виççĕмĕш уйăх хыпар çук. Анне ман çине тилмĕрсе пăхать, куçĕ шывланать. Пăшăлтатса Турăран аттепе маншăн пулăшу ыйтать. Çав çулсенче пирĕн пата Тарье аппапа Иван йысна час-часах килсе çỹретчĕç. Вĕсем анне хуйхине сирес тесе ăшă сăмахсемпе лăплантаратчĕç. Мана та: "Частарах сывал. Сывалас тесен апат çимелле", - тетчĕç. –
Манăн кавăн кукăлĕ çиес килет, - тенĕччĕ эпĕ ун чухне.
- Пулать, пулать кавăн кукăлĕ, ывăлăм, - тесе пуçран шăлса ачашларĕ Тарье аппа. Тепĕр куннех кукăль пĕçерсе йыснаран парса яма шантарчĕ. Икĕ эрне те иртсе кайрĕ. Пирĕн пата çывăх çыннăмăрсем килеймерĕç. Каярахпа çакна пĕлтĕмĕр. Тарье аппа ман валли кукăль пĕçерес тесе тĕп сакайне кавăн илме аннă чухне ури шуса кайнă. Вăл пуçĕ çине ỹксе йывăр аманнă. Вăрах вăхăт Патăрьелĕнчи тĕп больницăра сипленнĕ. Чиртен сывалсан аннепе Анат Туçана кайрăмăр. Кровать çинче шурса, имшерленсе кайнă Тарье аппа ларать. Вăл пире курсан йĕрсе ячĕ.
- Ачам, каçар мана, сана кукăль пĕçерсе çитереймерĕм, - тесе куççульне саппун аркипе шăлать. Манăн та куç шывланчĕ, тăварлă тумламсем шăпăртатса юхрĕç. Эпĕ ним сăмах каламасăр Тарье аппана пырса ыталарăм. Йывăр та тарăн йĕр хăварчĕç чĕрере вăрçă çулĕсем. Атте çапăçу хирĕнчен таврăнаймарĕ. Анне пире, 6 ачине, пĕчченех хăрах çуначĕ айĕнче çитĕнтерчĕ. Çын турĕ. Иван йысна, ватă старик пулин те, пирĕн çемьешĕн тĕрек пулнă. Май килнĕ таран тăтăшах пулăшса тăнă. Пирĕн пата кашни килмессерен 2-3 мăшăр çăпата туса хăваратчĕ. Ĕçленĕ май тĕрлĕрен юмах каласа паратчĕ. Ывăнсан сăмахне урăх еннеле куçаратчĕ. - Кам пуласшăн-ха эсĕ ỹссе çитĕнсен? - тесе ыйтатчĕ манран.
- Çĕвĕç пулатăп, - тетĕп йыснана. Çав çулсенче пирĕн ялта шурă сухаллă Çтаппан мучи текен вырăс старикĕ килтен киле çỹресе тĕрлĕрен тумтир çĕлесе паратчĕ. Вăл кĕтнĕ хăначчĕ. - Çĕвĕç пулни аван, учитель пулсан лайăхрах, - тенĕччĕ Иван йысна куçне кăшт хĕссе. Пичĕ çинче кулă палăратчĕ. Вăхăт иртнĕçем эпир те, вăрçă ачисем, ỹссе çитĕнтĕмĕр. Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухсан çывăхри ялсенче вăтам шкул çуккипе аякка тухса кайма тиврĕ. Эпĕ Аслă Арапуçĕнче пĕлĕве малалла тăсрăм. Канмалли кунсенче киле таврăннă чухне, ывăннăскер, Анат Туçа ялне çитсен Иван йысна патне кĕрсе тухаттăм. Тарье аппа ун чухне çукчĕ ĕнтĕ. - Тарье аппусăр пурнăç илемĕ çук, - тетчĕ вăл салхуллăн. Эпĕ ăна лăплантарса калама та сăмах тупайман çав вăхăтра. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан çар службинче тăтăм. Салтакра чухне Иван тете вилни пирки хурлăхлă хыпар пĕлтĕм. Питĕ вăйлă кулянтăм ун чухне. ... Хĕвел кунсерен тухăçран хăпарать. Çĕнĕ кун пуçланать. Пиртен уйрăлса кайнă тăвансем каялла таврăнаймаççĕ. Шел, вĕсене вăхăтра калайман сăмахсене пĕлтерсе савăнтараймастпăр.
Николай БОГДАНОВ. Елчĕк районĕ, Кивĕ Арланкасси ялĕ
Ноябрь 2024 |