Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтерессишĕн кашнийĕшĕ чун-чĕререн тăрăшнă. Сăкăтра çуралса ỹснĕ Варвара Егоровна Елкина та айккинче юлман. Çамрăк пулнине пăхмасăр Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă. Хаçат вулакансене питĕ унăн аса илĕвĕпе паллаштарас килет: "Эпĕ 1924 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Пирĕн çемье пысăкчĕ тата туслăччĕ. Вăрçă пуçлансанах Федор, Леонид, Петр, Виктор тетесене тăшманпа çапăçма илсе кайрĕç. Малтанхи çулах фронтран савăнăçлă хыпарсем çукпа пĕрехчĕ, куллен фашистсем Мускав патнелле талпăнса пыни пирки пĕлтеретчĕç. Тылрисем те май пур таран çĕнтерĕве çывхартас тесе талпăнаттăмăр. Пĕр кун та пушă тăман. Эпĕ, 17 те тултарманскер, Фекла аппапа колхоза ĕçе çỹреттĕм. 1941 çулхи декабрьте аппапа мана ĕç фронтне каймалли пирки повестка пачĕç. Унта хамăра валли апат 2-3 кун çимелĕх тата ăшă тум- тир илмеллине пĕлтернĕччĕ. Палăртнă кун эпир çăм нускипе çăпата, килте çĕленĕ пиншак тăхăнса Патăрьелне кайрăмăр. Пире ытти çамрăк хĕрарăмсемпе, хĕрсемпе пĕр ушкăна пĕрлештерчĕç. Кунта арçынсем çукчĕ, ватă стариксем кăначчĕ. Вĕсене те каялла килĕсене ячĕç. Çакăн хыççăн çула тухрăмăр. Ăçта, мĕн тума каятпăр? Никам та пĕлмест, ыйтма та хăранă. Çуран утатпăр та утатпăр. Калаçмастпăр, хушăран йĕрсе те илетпĕр. Пире çар çыннисем ертсе пыраççĕ. Темиçе кунтан Улатăр çывăхĕнчи пĕр яла çитрĕмĕр. Пĕрремĕш кунхине кунта пурăнакан патĕнче улăм çинче çĕр каçрăмăр. Кайран вара çĕр пỹрте илсе кайрĕç. Унта кăмака пурччĕ, апла пулсан та сивĕччĕ. Эпир çын çỹллĕш окопсем чавма пуçларăмăр. Çĕр чул пекех хытăччĕ, çавна май ĕçлеме те питĕ йывăрччĕ. Алăран кĕреçепе лум кайман. Иртен пуçласа каçчен шăннă çĕре таккаттăмăрччĕ. Çапла кунран-кун... Юр çума, çил-тăман алхасма тытăнсан пурнăç тата йывăрланчĕ. Ăшăнмалли вырăн та çукчĕ, вĕри чей те пулман. Апачĕ те начарччĕ тата сахалччĕ, чуна усрамалăх кăначчĕ. Йывăр пулсан та эпир нăйкăшса ларман, ялан вăрçăра çапăçакансене те çăмăл марри, çĕнтерсен тулли те телейлĕ пурнăçпа пурăнасси пирки шухăшланă. Çакă малалла вăй хума хавхалантаратчĕ. Ĕç майĕпен шăватчĕ. Тумтир хăвăрт çĕтĕлетчĕ, уйрăмах алсасемпе çăпатасем час юрăхсăра тухатчĕç. Алăпа ура пĕр вĕçĕм шăннăран çывăрма выртсан суратчĕç. Кăнтăрла çỹренĕ кĕпе-йĕме каçпа та хывман. Йĕпескерсем хамăр çинчех типетчĕç. Çавăнпах ĕнтĕ нумайăшĕ шăнса пăсăлатчĕç, чирлетчĕç. Сăр хĕрринче 7-8 эрне окопсем чаврăмăр. Мĕнле чăтнă-ши ун чухне? Çав вăхăтра 17 çул тултартăм. Январь уйăхĕнче аппапа ыттисемпе пĕрле тăван яла таврăнтăмăр. Шăм-шак ыратнăран, ал тупанĕ çурăлса пĕтнипе юн сăрхăнса тăнăран темиçе эрне килтен тухаймасăр пурăнтăмăр. Кайран вара иксĕмĕр те Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕтĕмĕр. Диплом илнĕ хыççăн эпĕ Сăкăтри вăтам шкулта, Фекла аппа Треньелĕнчи пĕлỹ çуртĕнче ĕçлеме пуçларăмăр". Вăл тивĕçлĕ канăва кайичченех Сăкăтри вĕренỹ учрежденинче вăй хунă. Унăн ĕç стажĕ 40 çултан та иртнĕ. Вăл "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн", "Ĕçре палăрнăшăн" медальсене тата ытти наградăсене илме тивĕçнĕ. Халĕ вăл пирĕнпе юнашар çук, анчах унăн паттăрлăхĕ, çĕнтерĕве çывхаратассишĕн тăрăшса ĕçленине унăн ачисем, мăнукĕсем нихăçан та асран кăлармĕç. Нумай пулмасть унăн мăшăрĕн - Федор Петрович Елкинăн - докуменчĕсемпе, ал çырăвĕсемпе паллашма тиврĕ. Вăл та Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тунă çĕрте ĕçленĕ иккен. 1942 çулхи кĕркунне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă, çĕнтерỹпе таврăннă.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |