Çитĕнỹ çăлкуçĕ - ушкăнра

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 10:38 Просмотров: 211

Патăрьелĕнчи "Центральнăй" ача сачĕн заведующийĕ Н.Туктанова шкулсемпе ун çулне çитмен учрежденисене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслекен комисси пăхса тухиччен юсав ĕçĕсене тĕппипех вĕçлемесĕр черетлĕ канăва кайма васкамарĕ. Сăн кĕртмелли юсав ĕçĕсене хăйсенех тумалла-çке. Кăмăла çĕклентерекен тепĕр савăнăçлă саманчĕ те пулчĕ çак тĕле. Унчченхи пек халĕ 50, 55 çулсенче тивĕçлĕ канăва тухаймаççĕ хĕрарăмсем те. Черечĕ Надежда Михайловнăна та çитрĕ. Çак ятпа саламлама ăна Ульяновск хулинчи И.Н.Ульянов ячĕллĕ педагогика институчĕн шкул çулне çитмен ачасен факультетĕнче пĕрле вĕреннĕ тус-тантăшĕ ушкăнпа килни те хавхалантарчĕ. Çынра çынлăх туйăмĕ кирлĕ. Çавăн чухне вăл хисепре. Ача садне Н.Туктанова 1999 çултанпа ертсе пырать. Коллектив лайăх пулнишĕн хĕпĕртет. Пĕр йышра 23 çын вăй хурать. Н.Демьянова, М.Скворцова, И.Ванина, А.Жидкова воспитательницăсен те ĕç стажĕсем пысăк. - Ман умран ĕçленĕ ертỹçĕсем (уйрăмах Р.Чагирова) коллектива çирĕп шăнăрлă туса хăварма пултарнă. Çавăнпа та аслисен ĕçне малалла тăсма йывăрах пулмарĕ,- тет Н.Туктанова. Çамрăксене ĕçе хăнăхтарса пыраççĕ вĕсем. Воспитатель пулăшуçисене (иккĕшне) Канаша ярса вĕрентнĕ. Пурнăç çулĕ никамăн та пĕр тикĕс килмест. Ял каччипех çемье çавăрнă Надежда Михайловна. Дипломлă специалистсене Ярославль облаçне ĕçлеме янă. Унта тỹрех ача сачĕн заведующийĕ пулма лартнă. Тăван кĕтес туртатех. Аякра тĕпленме шутламан Туктановсем. Пĕри район центрĕнчи "Теремок" ача садне, тепри "Чăвашсельхозмонтаж" механизациленнĕ колоннине ĕçе вырнаçнă. Икĕ çултан воспитательницăна районти вĕрентỹ пайне методист пулма куçарнă. Тата иккĕшĕнчен вара "Центральнăй" ача садне ертỹçĕне лартнă. Ял ачи ĕçлĕхлĕ ỹсет. Ăна валли кил хушшинче яланах ĕç тупăнать. Ашшĕ-амăшĕ çитĕнекен ăрăвне выльăх-чĕрлĕх пăхма та, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерме те хăнăхтарнă. Паянхи кун та çакăншăн савăнать Надежда Михайловна. Пахчара мĕн кирли пурте пур. Теплицăра помидор, хăяр чылай маларах çитĕнет. Альберт Валерьянович та ỹркенсе тăраканни мар. Пулла, кăмпана çỹреме юратать. Икĕ хĕр çитĕнтернĕ Туктановсем. Вĕсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе вĕренсе тухса аслă шкулсенче малалла пĕлỹ пухнă. Çемьеллĕ ĕнтĕ. Кукашшĕпе кукамăшне 4 мăнукĕпе савăнтараççĕ. Улмисем йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ. Катя хĕрĕ çемьеллĕ пулсан тепĕр алă ĕçне хăнăхнă. Вĕтĕ канвапа хĕреслетсе мĕнле тĕрĕ çеç тĕрлемен-ши вăл? Илĕртỹллĕ пейзаж та, чĕрчунсем те, натюрморт та, çын кỹлеписем те пур. Чылайăшне ашшĕ-амăшне парнеленĕ. Пăятамăшĕпе пăянамăшĕн хăйсен те çителĕклех. Мария Николаевна Майрина чăн-чăн тĕрĕ ăсти. - Паянхи пурнăçпа пурăнма пулатех. Вĕреннĕ вăхăтра укçа-тенкĕ тăвас тесе Ульяновск хулине икĕ сумка йăтса çĕрулми сутма кайни те пĕрре çеç мар пулнă. Киле килнĕ чухне çĕр кăмрăкĕ тиенĕ автомашина кузовĕ çине ларса килнисем те асрах. Ирпе ĕçе утма кăмăллă. Пурăнмалла та пурăнмалла,- тет Н. Туктанова. Демографи лару-тăрăвĕ улшăнма пăхать пулин те ача садне çỹрекенсен йышĕ чакмасть. Сентябрьтен кăçал та 122 ача килмелле садике. Çывăх юлташ, психолог вырăнне хураççĕ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ ертỹçĕне коллективра. Ушкăнпа пĕр шухăшлă пулни çитĕнỹсем тума пулăшать те вĕсене. Районта иртекен пĕр конкурсран та пăрăнса юлмаççĕ вĕсем. Малти вырăнсене тухса савăнтараççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика