Кăçал хĕлле, пĕрремĕш семестрти экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн, Мускав облаçĕнчи çыхăну чаçĕнче çар стажировкинче пулнине, вăл çав тери интереслĕ те усăллă иртнине те асăнса хăварчĕ сарпике. Хĕрарăм-капитан ертсе пынипе, - Дроздова чаçра аслă психолог должноçĕнче тăрать иккен, - Оксана взводсенче тĕрлĕ темăпа калаçусем йĕркелени, йывăр лару-тăрăва лекнĕ вăл е ку салтакпа уйрăммăн, куçа-куçăн калаçни, çакнашкал тĕл пулусем хыççăн призыв йĕркипе службăна килнĕ çамрăк хăйне ним пулман пекех лăпкăн тытма пуçлани çинчен те хăпартланса каласа пачĕ. Салтаксенчен пĕрин чун савнийĕ, служба хыççăн кĕтсе илме сăмах панăскер, хваттерлĕ-автомашиналлă йĕкĕте качча тухнă пулнă, теприн аппăшĕ аварире йывăр аманнă, виççĕмĕшĕн, çемьере асăрханусăр пулнипе, кил-çурт вырăнне кăмрăк купи тăрса юлнă...
- Оксана, эсĕ салтаксене уççăн калаçтарнă тата ăнлантарнă хыççăн вĕсем пĕтĕм кулянăвне, чун ыратăвне айккине хăварса, çар тивĕçне каллех Присяга хушнă пек пурнăçлама пуçлани эсĕ офицер-психолог пулмах çуралнине çирĕплетет.
- Дроздова капитан та çакнах каларĕ. Стажировка вĕçленсен вăл çар университетне ман пирки питĕ лайăх характеристика ярса панă. Тата виçĕ çултан, хулпуççи çине пĕчĕк çăлтăрсемлĕ лейтенант пакунне çаксан, Дроздова мана хăйĕн пулăшуçи пулма чĕнтерсе илетĕп, терĕ.
Çар стажировки вăхăтĕнче Оксана çав чаçрах хăй чунтан килĕштерекен хитре каччăна, - вăл Перьмри çыхăну çар институтне пĕтерсе лейтенант званийĕ илнĕ иккен, - тĕл пулнă, ăна хулран тытса каçсерен хула урамĕсемпе киленсе çỹренĕ, гарнизонти Офицерсен клубĕнче унпа пĕрле вальс ташшин юхăмĕнче пĕтĕм кăмăлне ирĕке ярса вĕлтĕр-вĕлтĕр çаврăннă. Юрий Телегин Оксанăна кĕсье телефонĕпе кулленех шăнкăравласа тăрать иккен: ăна питĕ юратни, уншăн тунсăхлани, илемлĕ кĕр кунĕсенче каллех чуна ăшăтакан тĕл пулусем пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтни çинчен пĕлтерет. Вырăс каччи Оксанăна тăватă курс пĕтернĕ хыççăн алран-ал тытса яланах юнашар утма, пурнăç тата служба йывăрлăхĕсене пĕрле пайлама сĕнет-мĕн. Çỹллĕ те йăрăс пỹ-силлĕ çар çыннипе çемье карапĕ çине ларма, унпа пĕрле пурнăç тинĕсне тухма чăваш пики, паллах, хирĕç мар.
- Пăхатăп та, Оксана, санăн пур енĕпе те йĕркеллех пырать. Маттур! - савăнăçне пытараймарĕ педагог.
- Йăмăкпа иксĕмĕрĕн пурнăçăмăр малашне те çапла ăнăçлă пытăр тесе кулленех Турра кĕл тăватăп. Анне те чиркĕве каймассерен йăмăкпа иксĕмĕрĕн Турă пиллĕхĕшĕн Турă Амăшĕн иконĕ умĕнче çурта çутать, пирĕн ятпа Алтарьте просвир кастарма, сывлăхшăн Молебен вулама пачăшкă валли хут çыртарса хăварать.
- Питĕ тĕрĕс тăватăр. Çынсене яланах ырă сунса пурăнсан, вĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшсан Турă хăйĕнчех мĕн ыйтнине парать, теççĕ. Эпĕ те ирсерен турăш умне тăрса хам валли тата ывăлăмăн çемйи валли Турăран пиллĕх ыйтса сăхсăхатăп. Наташăн вĕренĕвĕ мĕнлерех пырать тата?
- Вĕренỹ пĕр тикĕс пырать, - хавассăн хуравларĕ хĕр. - Ют чĕлхесемпе калаçма хăнăхатпăр, тĕрлĕ темăллă текстсене вырăсла куçаратпăр. Çар хатĕрленĕвĕн занятийĕсем те аванах пыраççĕ. Çар куçаруçин ĕçĕ питĕ килĕшет. Юрату тыткăнне кĕме васкамастăп-ха. Ара, эпĕ вунсаккăрта кăна-çке. Мана килĕштерни пирки хамăр университетри икĕ курсант та систерчĕç ĕнтĕ. Пĕри çар журналистне вĕренет, тепри вара çар оркестрĕн дирижерĕ пулма хатĕрленет. Иккĕшĕ те - яштака та илемлĕ. Анчах хальхи вăхăтра вĕренỹ маншăн малти вырăнта тăрать. Аслă курссенче вĕреннĕ чухне мĕнле пулĕ - хальлĕхе калаймастăп.
- Сан шухăшупа килĕшетĕп. Турă çырни алăк умнех килет, теççĕ. Çак вăхăтра, чунри кăмăл-туйăма çĕклесе, Оксанăн хĕрлĕ тĕслĕ смартфонĕнче çепĕç кĕвĕ янăраса кайрĕ.
- Анне, эпир Федор Гавриловичпа пĕрле автовокзал çывăхĕнчи кафери уйрăм пỹлĕмре ларатпăр, - хыпаланса калаçрĕ хĕр.
- Çапла, шăпах çавă, Наташăпа иксĕмĕре çар университетне кĕме сĕннĕ ырă кăмăллă учитель.
Çар комиссариачĕ умĕнче ăна ăнсăртран тĕл пултăмăр. Пурте кĕтетпĕр сана.
Кĕмĕл шуçăм çути кантăкран кĕрсенех вырăн çинчен тăрса килти хуçалăхри ĕçсене васкавлăн вĕçлесен Светлана паян райцентра ирхи автобуспа хĕрĕсемпе пĕрлех ларса килнĕ иккен. Пач кĕтмен çĕртен пуç тĕлнех вĕçсе çитнĕ ырă хыпар Федор Гавриловича вышкайсăр савăнтарчĕ, хавхалантарчĕ.
- Анне тата пирĕнпе юнашар Учительсен çуртĕнче пурăннă педагогсен çемйи пĕр-пĕринпе яланах килĕштеретчĕç, - терĕ Наташа. - Çемье пуçĕ пирĕн шкулта историпе обществознани, мăшăрĕ биологи предмечĕсемпе вĕрентетчĕç. Никифоровсен хăйсен районĕнчи тĕп килĕ пушах тăрать-мĕн. Вĕсем хăйсен япалисене КАМАЗ автомашинăпа тăван ялне ăсатнăччĕ ĕнтĕ. Паян вара вак-тĕвек япалисене пуçтарса, хваттер уççине шкул директорне парса хăварса, тĕппипех куçса кайрĕç. Анне вара паян хамăрăн хаклă кỹршĕсене ăсатма килчĕ.
– Хăйсен ял шкулĕнчи историкпа биолог нумаях пулмасть тивĕçлĕ канăва тухнă май, Никифоровсем васкавлăн вĕсен вырăнне ĕçе вырнаçнă, - хутшăнчĕ калаçăва Оксана. - Ватăлнăçемĕн чун тăван ялах туртать, теççĕ те, тĕрĕсех-мĕн халăх каларăшĕ.
- Федор Гаврилович, Никифоровсем каланă тăрăх, пирĕн вăтам шкулта ыранах историк шырама пуçлаççĕ, район хаçатне пĕлтерỹ параççĕ, - учитель çине тĕпчевлĕн пăхса илчĕ Наташа. - Биологипе вара хамăр яла качча килнĕ çамрăк хĕрарăм вĕрентме пуçлать. Пирĕн яла килсе ĕçлес кăмăл çук-и сирĕн?
- Учительсен çуртĕнчи хваттер те пушах тăрать... - йăмăкне куç хĕссе илчĕ аппăшĕ.
- Ку ыйту кĕтмен çĕртен сиксе тухрĕ те-ха... - ĕнсине кăтăр-кăтăр хыçса илчĕ историк.
- Ĕçлеме килĕшĕр ĕнтĕ! - пĕр харăс тенĕ пек тилмĕрчĕç Оксанăпа Наташа.
Тĕрĕссипе каласан, ĕмĕт кустăрми çакнашкал тивлетлĕ çул çине çаврăнса тухни, Светланăпа юнашарах пурăнма, каллех юратнă ĕçре çаврăнма май пулни Федор Гавриловичшăн сĕм-тĕттĕм каç тỹпене сасартăк тулли уйăх шуса тухса пĕтĕм таврана çутатса янă пекех пулчĕ. Пĕччен арçынна килĕнче нимĕнех те тытса-çыхса тăмасть темелле: хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх сасси шăпланнăранпа пилĕк çул та иртсе кайнă ĕнтĕ. Унăн хăй пурăнакан кĕтесĕ те пушă тăмĕ: умлă-хыçлă икĕ ача çуратнă май, тăван шкулти çамрăк учительсен çемйи хальхи вăхăтра икĕ пỹлĕмлĕ хваттер шырать, теççĕ...
- Мĕнех, сирĕн ял шкулĕнче ĕçлеме эпĕ хирĕç мар, - кăштах чĕнмесĕр тăнă хыççăн хуравларĕ педагог.
- Район администрацийĕн вĕрентỹ пайне пĕрлех кайăпăр вара, унта ĕç ыйтăвĕпе калаçăп.
(Малалли пулать)
Ноябрь 2024 |