Хĕрĕх урлă каçнă икĕ ача амăшне хаçат редакцине ырă хыпар илсе çитермен. Икĕ уйăх ытла чунра "чул" çакса çỹренĕскер, районти йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем таса ята каялла тавăрни ыттисемшĕн хăйне евĕр "урок" пултăр тенĕ.
Пăянампа, пăятампа пурăнакан кин тăван ашшĕн канлĕхĕшĕн кĕл тума, ĕçшĕн тав тума мечĕтре ĕçлекен ватă çынна парне (садака) пама килне кайнă. Кучченеçе крыльца умĕнчех хăварнă та каялла васканă. Кун пирки манса та кайнă темелле. Çакăн хыççăн тепĕр уйăхран ирпе-ирех пакунлисен ушкăнĕ хĕрарăм çемйине персе çитнĕ. Мĕн сăлтавпа, мĕн тума? Пурне те тĕлĕнтернĕ çакă. Ăна районти шалти ĕçсен пайне допроса илсе кайнине вара кам мĕнле пĕлет çавăн пек шутласа кăларнă. Халăх çăварĕ хапха çăвар тесе ахаль каламаççĕ ĕнтĕ. Ун пек чухне нимĕн те мар йĕпрен пĕрене, шăнаран слон тăваççĕ.
Пăтăрмахĕ вара акă мĕнле çаврăнса тухнă. Парне кỹме кайнă ватă çыннăн март уйăхĕнчех 40 пин тенкĕ укçи çухалнă пулнă иккен. Çакăн пирки полицие вăхăтра мар, кая юлса çеç пĕлтернĕ. Право хуралĕн сотрудникĕсем, паллах, хăйсен тивĕçне пурнăçланă, киле юлашкинчен кам килнине, камсемпе хутшăннине ыйтнă. Вăл тỹрех садака леçме килнĕ хĕрарăм ятне асăннă. Маларахрисене ас та туман пулĕ тăххăрмĕш теçеткене ваклакан. Сăмах вара хỹресĕр, тухса кайсан тытаймăн, теççĕ. Çак вăхăталлах кунтан аякра та мар пурăнакан тепĕр çемье 60 пин тенкине конвертпах çухатнă иккен. Хирĕçле пурăнакан кỹршĕсен видео-сăнавĕпе вăрра сăнаса пăхнă-ха. Вĕсен патне йăпăрт кĕрсе тухнă çамрăк чиперкке кĕлеткипе те бабай полицие евитленĕ хĕрарăм патне те пыман.
Ун пек е кун пек, çапах та полици уйрăмне çаклансан нимĕнле ĕç те çурма çулта чарăнса лармасть. Çын укçине тĕкĕнмен хĕрарăм чунĕпе таса пулсан та чĕрере йывăр шухăш чаваланă та чаваланă. Епле-ха унсăрăн? Çын мĕн калĕ? Ỹссе çитĕннĕ хĕрĕпе ывăлĕ, тăванĕсем мĕн шутлĕç ку таранччен тирпейлĕ пурăнакан çемьери кин пирки? Маларах медицина отраслĕнче, хальхи вăхăтра пекарньăра тăрăшакан хĕрарăм пирки ялта нихăçан та усал сăмах та илтмен-çке... Çапах та тĕрĕслĕхе çиеле кăларас тĕллевпех хĕрарăмран пỹрне йĕрне илсе экспертизăна янă, килте ваттисемпе пĕрлехи енчĕкре упранакан 100 пин тенкĕ укçине те ухтарма килсен йăлтах экспертизăна илсе кайнă. Çак процедурăсем çийĕнчен пулман. Вăхăт иртнĕ. Нумай пулмасть вара районти полици сотрудникĕсем айăплă тесе шутлакан хĕрарăма каллех шалти ĕçсен пайне чĕнтернĕ. Хальхинче вара ырă хыпарпа: вăл нимĕнле хура ĕçпе те çыхăнман, унăн анализĕсем çакна çирĕплетмен.
А. ЕГОРОВА.
Ноябрь 2024 |