Юрă-кĕвĕре туптаннă телей

Категория: Публикации Опубликовано: 10.09.2021, 14:11 Просмотров: 308

Темиçе ĕмĕр каялла Упи чăвашĕсем çак хăтлă вырăнта тĕпленнĕ. Ял хушшинче çамрăк Маркка та çут çанталăк тивлечĕпе ыттисем пекех усă курнă. Уй ĕçĕсемсĕр пуçне вăрманта çăпата хуçма пушăт сỹнĕ, вутти-шанкине турттарнă, йывăç хăвăлĕнчен пыл юхтарнă, кăмпи-çырлине пуçтарнă. Ĕçĕ ăнсан савăнса юрă шăрантарнă...

Раççей патшалăхĕн халăха шута илмелли ревизи тапхăрĕнче Маркка таврашне Марков хушаматпа çырса хунă. 1951 çулхи сентябрь уйăхĕнче Начар Упи ялĕнче (халĕ Красномайски) Марккан виçĕ тăхăмри кĕçĕн мăнукĕ Тулюк çуралать. Ашшĕ, Микуль, Карачăм йăхĕнчи илемлĕ хĕрпе Эчукпа пĕрлешсе çемье çавăрнă, икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Ĕçчен мăшăр колхоз уй-хирĕнче, фермăра вăй хунă. Пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерме Марковсене юрă-кĕвĕ тĕрев панă. Пушă вăхăт тупăнсанах кил хуçи балалайка тытнă, ашшĕне кура аслă ывăлĕпе хĕрĕ те çак инструмента алла илеççĕ. Ку çеç мар, купăс та калама вĕренеççĕ. Амăшĕ вара вĕсен кĕввисемпе юрă шăрантарнă.

Совет çарне кайнă Сергей пиччĕшĕн купăсĕ виççĕмĕш кун ĕнтĕ ларнă пукан çинче.

- Ывăлăм, кил-ха, лар ман çума, купăса чĕркуççи çине ларт. Тỹмисене пусса турткала, сассине тăнла. Купăса ахаль лартма юрамасть. Каламан инструментăн кăшкарĕ те, чĕлхи те пăсăлать, кăмăлĕ те улшăнать, - ăнлантарнă амăшĕ Тольăна. Тепĕр çултанах, ултă çула пуснă Толя уçă чỹрече çинчен урамри тантăшĕсене илемлĕ кĕвĕпе савăнтарма пуçланă.

Шкулта музыка хатĕрĕ çуккине пăхмасăр пуçламăш классене вĕрентекен Лидия Филипповна Павлова ачасене тĕрĕс юрлама хăнăхтарнă. Толя Марков хут купăс каланипе вĕсем уявсене хаваслă ирттернĕ.

Тетĕшĕ салтакран баянпа (çар тивĕçĕсене лайăх пурнăçланăшăн парнеленĕ) таврăннă. Кĕçех Толя çак инструмента та алла илет. Алманчăри шкулта вĕреннĕ вăхăтра педагогсен хорне баянпа каласа ертсе пыма та ăсталăх çитернĕ çамрăк музыкант. Шкул саккинчен тухсан вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн алăкне çăмăллăнах уçса кĕрет Музыка учителĕн дипломĕллĕ каччă тăван тăрăха çул тытать. Çамрăк специалиста ялти шкул коллективĕ кăмăллăн кĕтсе илет. Музыканта пионервожатăй ĕçĕсене те шанса параççĕ. Çав вăхăтрах тата Кзыл Чишма шкулĕнче Патăрьелĕнчи музыка шкулĕн филиалĕ уçăлать. Мĕн тери пысăк савăнăç: шкула 15 баян илсе килнĕ! Тỹрех шкул ачисем валли баянистсен кружокне уçать, çичĕ вĕренекенрен тăракан "Веселые ребята" ансамбль йĕркелесе ярать. Унтан "Сар хĕвел" ушкăн, каярахпа сцена çине хĕрсен ансамблĕ те тухать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче районти, республикăри пултарулăх смотрĕсенче, фестивальсемпе конкурссенче А. Марков йĕркеленĕ ушкăнсем кĕрлесе çеç тăнă. Вĕрентекеншĕн чи пысăк парне вара - тĕрлĕ пултарулăх конкурс-фестивальте ачасем Тав, Хисеп хучĕсем, дипломсем, лауреат ятне çĕнсе илни.

Çемье çавăрсан Анатолий ялти культура çурчĕ çумĕнче 40 çынран тăракан хор коллективĕ йĕркелет. Чăваш телевиденийĕпе концерт кăтартни ĕмĕр асра юлмалли ырă пулăм.

- Тата Елчĕк районĕнчи Тỹскелте "Янра, хут купăс!" конкурса хутшăннине те манса каймăп. 30 яхăн купăсçă хушшинче мала тухма пултартăм, - тет Анатолий Николаевич. Пултаруллă музыканта "ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят парса чыс тăваççĕ.

Пурнăç шăпи Марковсене пĕр вăхăт Чĕмпĕр тăрăхне те илсе çитерет. Кунта та килĕшỹллĕ мăшăр культура сферинчех вăй хурать. Ентешĕмĕр йĕркеленĕ пултарулăх ушкăнĕ таврари чăваш ялĕсене çеç мар, кỹршĕ республикăрисене те концертсемпе çитет, çитĕнỹсемшĕн Мускава кайса курма путевка тивĕçет.

Ялта ашшĕ пĕччен тăрса юлсан каялла тăван тăрăха таврăннă çемье. Малтан Кзыл Чишма клубĕнче, шкулта вăй хунă. Кайран ял Советне, ял администрацине 14 çул ертсе пынă, район администрацийĕн культура пайĕшĕн яваплă пулнă. Власть тытăмĕнче тăрăшсан та ял культурине аталантарассине тĕп вырăна хунă вăл. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те музыка йăпанăвне манăçа кăлармасть. Алла баян тытсассăнах ун тавра юрă-кĕвĕ ăстисем пуçтарăнаççĕ. Елчĕк районĕнчи Шăмалак клубĕнче пенсионерсен "Мерчен" фолькор ушкăнне те ертсе пырать.

 Паян та Галина Васильевнăпа Анатолий Николаевич хăйсен хуçалăхĕнче йышлă выльăх тытаççĕ, сад пахчинче тĕрлĕ улма-çырла çитĕнтереççĕ, 5 гектар çĕрпе ĕçлеççĕ. Яла Шупашкартан час-часах килсе çỹрекен Женя ывăлĕпе Ирина кинĕ, мăнукĕсем вĕсене яланах пулăшма хатĕр. Çавăн пекех Упипе Шăмалак ялĕсен чиккинче Марковсен кỹлли пур, хĕвел питтинче юмахри пек йăлтăртатса выртать .Пулă ĕрчетеççĕ унта. Мăнукĕсем вара пулăсене ăманпа улталаса тытас тесе тем пекех тăрăшаççĕ.

Илья ЖУРАВЛЕВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика