Ачасем хушшинче куç начар курасси аталанса пырать. Мĕнпе çыхăннă-ха çакă? Телефонпа, планшетпа, компьютерпа ытларах ларнипе. Йăхран йăха куçма пултарнипе. Сахал хусканусем тунипе.
Ача ларакан сĕтеле кирлĕ пек вырнаçтарманнипе. Организм витаминсене, магни, цинк, кальци кирлĕ чухлĕ илейменнипе. Ача сывлăхĕшĕн тăрăшса офтальмолог патĕнче пулмалла. Çуралнă пепкепе 1 уйăхра, çулталăкра, 3 çул тултарсан, 6, 7, 10, 11, 15-17 çулсене çитсен тĕрĕсленмелле.
3 çул тултарман ачасен телефон, планшет, компьютер, телевизор умĕнче кунне 15 минутран ытла лармалла мар. Шкул çулне çитмен ачасен те кунне 2 хутчен 15-шер минут çеç телевизор пăхмалла. Аслăраххисен вара 30-60 минут тăхтав вăхăчĕпе усă курса комьютерпа ĕçлеме май пур.
Кăнтăрла пĕрер сехет уçă сывлăшра пулмалла.
Педагогсемпе ашшĕ-амăшĕн ачасем теттисене куç çывăхне илсе пăхасран, ỹкернĕ, çырнă, вуланă чухне сĕтел çине ỹпĕнсе ларасран сăнасах тăмалла.
З. КАЛМЫКОВА, район больницин врач офтальмологĕ
Ноябрь 2024 |