Александр Салмин Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче çуралнă. 75 çула çывхарса пыракан аксакал пурнăçне алă усса ларса ирттермест. Мускаври патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче пĕлỹ пухнăскер, 40 çул ытла ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата Туçари вăтам шкулсенче çитĕнекен ăрăва пĕлỹ панă. Вĕсенчен 13 çулне директорта, 4-шне шкул директорĕн çумĕнче ĕçленĕ. Пĕрлех 18 çул парти вĕрентĕвĕн системинче коммунистсемпе занятисем ирттернĕ.
Тивĕçлĕ ĕçĕн сумĕ те пур. Александр Николаевича Чăваш Республикин Президенчĕ, вĕрентỹ министерстви, район администрацийĕ пĕр хутчен çеç мар Хисеп грамотисемпе чысланă. Вĕрентỹ отличникĕ те вăл.
А. Салмин 5 кĕнеке авторĕ. Ытларахăшне вăл хăйĕн хĕрĕпе Алевтина Александровнăпа калăпланă. Ăрăва малалла тăсаканскер çемье династийĕн ĕçне илсе пырать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнăранпа Шупашкарти виççĕмĕш вăтам шкулта ачасене истори вĕрентет. Тăван ял историне, йăх тымарĕсене тĕпчет. Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен. Сăмах май çакна та каласа хăвармалла. Алевтина Александровна паян шăпах 50 çулхи юбилейне палăртать. "Хисеплĕ таврапĕлỹçĕ", "Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçлĕ ăсти" сумлă ятсене, Тури Вандер медальне, республикăри вĕрентỹ министерствин Хисеп хутне тата ыттисене тивĕçме пултарнă.
Пичетре кун çути кăтартнă А. Салминăн пĕрремĕш кĕнеки "Кивĕ Ахпỹрт шкулне - 100 çул" ятлă. Историе тĕплĕн тишкерес ĕçе кунта Антон Салминпа Федор Карягина та явăçтарнă. Кĕнеке 500 экземплярпа 100е яхăн страницăллă пичетленнĕ.
- Шкул историйĕ пуян. Ăна туллин уçса пама майĕ те пулмарĕ-тĕр. Юбилей тĕлне калăплас терĕмĕр. Ĕçре йывăрлăхсем те пулчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче награда илнисен списокне те кĕртмен. Малашлăхра кунпа ĕçлĕпĕр. Вĕренекенсенчен, вĕрентекенсенчен, вĕсене паллакансенчен, тăванĕсенчен аса илỹсемпе сăн ỹкерчĕксем, краеведени докуменчĕсем кĕтетпĕр,- тенĕ авторсем ум сăмахра.
Иккĕмĕш кĕнекине - "Асрах-çке эс, тăван кĕтес!" (авторĕсем - А.Салминпа А.Павлова (Салмина) 2010 çулта пичетлесе кăларнă. Вăл 250 экземплярпа тухнă. Кĕнекере Кивĕ Ахпỹрт ял аталанăвне, пĕрлешỹллĕ хуçалăх йĕркеленине, колхоз çитĕнĕвĕсене, совет влаçĕ аталанса пынине, вăрçă тата ĕç паттăрĕсене, паллă çынсене, культура вучахĕпе сывлăх хуралне çутатма тăрăшнă. Мĕн чухлĕ сăн ỹкерчĕк, аса илỹ унта. Кĕнекене вулакан патне çитериччен архив материалĕсене нумай тĕпчеме, ватăсемпе курнăçма тивни куç кĕретех ĕнтĕ.
"Ты в памяти у всех, родная сторона" кĕнеки 2013 çулта кун çути курнă. Маларахри кĕнекен тăсăмĕ тесен те йăнăшмастăп пулĕ.
"Авторсем тĕпчев ĕçне малалла тăсаççĕ. Вĕсем паллăрах йăхсен тымарĕсене тишкернĕ. 14 сыпăк каяллисене те тупса палăртнă. Мĕн тери кăткăс ĕç. Паллах, кĕнекепе интересленекенсем йышлă пулаççех. Вăл çитĕнекен ăрушăн, шкулта вĕренекенсемшĕн, студентсемшĕн интереслĕ",- тет Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Ю.Салмин преподаватель.
Ялта Байбаруспа Путивар çырмисем пур-ха. Вĕсен топонимĕсем ăçтан тухнă? Ял ячĕ мĕнпе çыхăннă тата ытти те.
Хытă хуплашкаллă, иллюстрациллĕ кĕнекесем пĕринчен тепри калăпăшлăрах. Историйĕпе пуянрах.
"Их имена прославили деревню" 2015 çулта пичетленсе тухнă. Ку кĕнекене те алла илме кăмăллă.
Районти кашни ялăн хăйĕн историйĕ, паллă çыннисем. Историе вĕсем кашнийĕ мĕнпе те пулин паллă пулăмпа кĕрсе юлаççĕ. Кивĕахпỹртсен, акă, хăйсен гимнĕ те пур.
"Хăш ялсем эсир?" - ыйтсассăн
Тетпĕр: "Кивĕ Ахпỹртсем".
Кашниех ĕçчен, хаваслă,
Чĕрере çиçет хĕлхем.
Хушса юрламалли:
Ахпỹртсем эсир, мăнаçлă,
Ай, усмастăр-ха пуçа.
Çут тĕнче илемлĕ, аслă,
Çак ялта эпир хуçа!
Сăмахĕсем В.Рыбкинăн, кĕвви Ю.Кудаковăн.
Кĕнекере çар ретĕнче тăнă каччăсен пурнăçне те çутатнă. Кайран вĕсем шалти ĕçсен пайĕнче ĕç биографийĕсене тăснă. Хĕрсем те пур пакунлисен йышĕнче.
Ытти професси çыннисен биографийĕ те интереслĕ. Тава тивĕçлисене ятран асăннă.
2019 çулта пичетрен тухнă кĕнекене "Вспомним всех поименно..." ят панă. Унта авторсем Туçа, Анат Туçа, Кивĕ Ахпỹрт, Козловка, Пăлакасси, Вăтаел, Кĕçĕн Шăнкăртам, Тутар Тимеш ялĕсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене мала хунă. Манмалла мар вĕсене. Чăнах та ятран асăнмалла. Асра тытмалла паянхи çутă пурнăçшăн алла хĕç-пăшал тытса кĕрешнисене. Çĕнтерỹпе яла таврăннисем те пурнăçран уйрăлса пĕтнĕпе пĕрех. Пĕртен-пĕр вăрçă участникĕ - Михаил Тимофеевич Наташкин çеç пурăнать.
Кĕнекере 1914-1918 çулсенчи Пĕрремĕш тĕнче вăрçине, 1918-1922 çулсенчи Граждан вăрçине, 1937-1945 çулсенчи яппунпа китай вăрçисене, 1939-1940 çулсенчи фин вăрçине, 1945 çулта Японие çапса яркатма, 1956 çулта Венгрири, каярахпа Чечняри пулăмсене тата Афганистан вăрçисене явăçнă паттăрсен ячĕсем те пур. 600 страницăран тăраканскере "шĕкĕлчесе" тухма та тăн пуç çителĕклĕ кирлĕ.
Кашни çемьене тарăн йĕр хăварнă вăрçă. Камăн ашшĕ, аслашшĕ, пиччĕшĕ алла хĕç-пăшал тытнă. Камăн ывăлĕ, мăшăрĕ тăшманпа куçа-куçăн тăрса çапăçнă. Ывăл-хĕрне ыталайманскерсем вăрçă хирне çамрăклах выртса юлнă. Атте ăшшине курайманнисем паянхи кун та куççуль кăлараççĕ тата ытти те. Хăть çак кĕнеке чунĕсене пусартăр вĕсенне.
Пуçăннă ĕçе нихăçан та ырана хăвармасть А. Салмин. Кĕнекесем кăларас енĕпе илес пулсан та çавах. Çынсемпе курнăçнă, архивсенче пулнă, паллă ентешсемпе çыхăнăва тухнă.
Кирек хăшĕнче те ял çынни çемье е кỹршĕ-аршă çинчен çырнă йĕркесене вуласа пĕлме пултарать. Çавăнпа интереслĕ те вĕсем. Алла илнĕçемĕн страница хыççăн страница уçма хистеттереççĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА.
Ноябрь 2024 |