"Ĕçлес текен çын валли яланах ĕç пур", - тет Алманчăра пурăнакан А. Пахомов. Хăй вăл ачаранах ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ. Килĕнче ашшĕ-амăшне выльăх пăхма, хирте çум çумлама пулăшнă. Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухсан ялти паллă комбайнерпа Александр Французовпа пĕрле тырă вырнă. Çĕр ăна хăйĕн ытамне çавăн чухнех илнĕ-тĕр, вăл Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне ăс пухма кĕнĕ. Аллине професси илнĕ хыççăн тăван тăрăха таврăннă. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче товаровед, заправщик пулса вăй хунă. Хуçалăх хавшасан Андрей Николаевич Мускава çул тытнă. Кил-хуçалăха тытса пыма та, ачасене ура çине тăратма та укçи-тенки сахал мар кирлĕ вĕт. Çĕршывăн тĕп хулинче 10 çул тăрăшнă хыççăн каялла килнĕ. Анчах ăçта ĕçлемелле? Икĕ алла усса ларма хăнăхманнипе ик-виç çĕре те вырнаçса пăхать, шалу пĕчĕккипе тата вăхăтра тỹлеменнипе пăрахать. Тĕплĕн шухăшланă хыççăн Пахомовсем выльăх усрама шут тытаççĕ. Уйрăм хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллатнă кредитпа хуралтăсем тăваççĕ. Витене тултарма 6 ĕне туянаççĕ.
- Малтанхи çул çăмăлах килмерĕ. Тырă укçалла илме тиврĕ, ăна выльăхсене тăраниччен çитереймен. Тепринче те алă-ура çавăрсах яраймарăмăр. Виççĕмĕш çул тин пире хĕл хăратмарĕ. Çынсем хăйсен çĕр пайĕсене пачĕç, усă курман лаптăксене арендăна илтĕмĕр. Вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртиччен чылай тар тăкма, йывăçсем касса акма юрăхлă хир тума тиврĕ. Халĕ пирĕн 15,5 гектар çĕр, унта тырă, нумай çул ỹсекен курăк, çевок-сухан çитĕнтеретпĕр. Пĕр вăхăт чĕкĕнтĕр те акнăччĕ, юлашки çулсенче пăрахăçларăмăр. Хĕлле выльăхсен апат рационне пуянлатма жом туянатпăр. Картара 7 ĕне, 7 пăру пур, çавăн пекех сыснасем те çăвăрлаттаратпăр, çурисене сутатпăр. Майĕпен аталанса пыратпăр, - тет хуçалăхĕпе паллаштарса Андрей Пахомов.
Çĕрпе ĕçлеме пуçласанах Андрей Николаевич трактор, кăкарса çỹремелли хатĕрсем туяннă. Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех вăл "хурçă ут" рулĕ умĕнче: сухалать, акать, пулнă тухăçа пухса кĕртет. Чылай ĕçе иккĕмĕш сыпăкри тăванĕпе, çак ялтах пурăнакан А. Волковпа пĕрле, пурнăçлаççĕ. Сăмах май, Александр та выльăх-чĕрлĕх йышлă тытать. Тырра пуçтарма комбайн тара илеççĕ.
Техникăна ялан тимлĕх кирлĕ: чăхăмлать, вăл е ку пайĕ юрăхсăра тухать. Çĕмрĕлсен юсама Андрея ашшĕ, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче чылай çул председатель çумĕнче тимленĕ Николай Пахомов, пулăшать. Ял хуçалăхĕнче вăй хунăран унăн опычĕ те пысăк, çавăнпах канашĕсем те усăллă.
Çĕртен пысăк тухăç илес тесен хăйне пăхмаллине те питĕ лайăх пĕлет А. Пахомов. Тăпра пулăхлăхне лайăхлатма тислĕк çуллен тăкать. Хура пусă хăварма лаптăк сахалраххипе пĕр çул ỹсекен курăк акать.
- Хими препарачĕсемпе ĕçлеме тăрăшмастăп. Выльăхсем вĕсене сапсан улăмне те, тыррине те пит çиесшĕн мар. Сĕтне, аш-какайне хамăр та усă куратпăр, çавăнпа продукци экологи тĕлĕшĕнчен те таса пултăр тетпĕр, - тет А. Пахомов.
Андрей Николаевичпа Алевтина Федоровна ĕçлĕхлĕ мăшăр пулнипе ялта палăрса тăраççĕ. Вĕсем тĕп килтен уйрăлса тухса ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе кермен пек çурт хăпартнă. Кайран ăна тата хăтлăлатнă. Ачисене те хăйсем пек пулма вĕрентеççĕ. Аслисем пулăшакан пулнă ĕнтĕ, анчах вĕсем яланах юнашар мар çав. Дима контрактпа çар службинче тăрать, халь вăл шăпах отпускраччĕ. Данил Шупашкарти пĕр вĕренỹ заведенийĕнче юрист профессине алла илет. София Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта пĕрремĕш класра ăс пухать.
О. ПАВЛОВА.
Ноябрь 2024 |