Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ял хуçалăх производство кооперативне ертсе пыма 2017 çулхи октябрьте Айрат Закирова (варринче) шанчĕç. Унтанпа сисĕнмесĕрех тăватă çул та иртсе кайрĕ. Хуçалăх малтан та начаррисен ретĕнче марччĕ, халĕ те кунта аталану çулĕпе утма тăрăшаççĕ.
Ял хуçалăх производство кооперативĕн 1400 гектар çĕр, кăçал унтан 900 гектарне пĕрчĕл- лĕ культурăсем йышăннă. Выльăх-чĕрлĕх усранăран куккурус, нумай çул ỹсекен курăк тата ыттине те çитĕнтереççĕ. Предприяти вăрлăхпа ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри пулнă май çуркунне ăна çĕнетсех тăраççĕ. Акаччен Ульяновскинчи ял хуçалăх тĕпчев институтĕнчен пысăк пахалăхлă тулă тата пăрçа илсе килнĕ. Хăйсенчен те районти тата Елчĕк тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем туянаççĕ. Акнă-лартнă культурăсем пысăк тухăç паччăр тесе минераллă удобренисем те сапаççĕ.
- Кăçал, шел пулин те, çу типĕ те шăрăх килнĕрен тыр-пул тухăçĕ савăнтармарĕ, пĕр гектартан вăтамран 23 центнер çеç тухрĕ. Пĕлтĕр 35 центнерпа танлашнăччĕ. Мĕн тăвăн, çулпа çул пĕр пек килмеççĕ, анчах çакă пуçа усмаллине пĕлтермест. Малашне тăпра пулăхлăхне тислĕк тăкса лайăхлатассипе тата ытларах ĕçлеме пуçласшăн. Унччен пирĕн погрузчик çукчĕ, ăна арендăна илеттĕмĕр. Васкаса пурнăçлама тиветчĕ. Кăçал хамăр туянтăмăр, хирсене навус тăкса сухаласа пыратпăр, - терĕ Айрат Расыхович.
Ертỹçĕ сăмахне малалла тăсса çакна та каласа хăварас килет: патшалăх ял хуçалăх техникине туяннăшăн паракан субсидие пула хуçалăхра техника паркне чылай çĕнетрĕç. Икĕ трактор, пĕр комбайн, выльăхсене апат валеçекен пĕр агрегат туяннă. Акана, вырмана, кулленхи ĕçсене 10 "хурçă ут", пилĕк автомашина, виçĕ комбайн, икĕ çул каялла илнĕ выльăхсен апатне пухса кĕртекен пĕр комбайн хутшăнать.
Ял хуçалăхĕнче кашни отрасль алла-аллăн çавтăнсах пыраççĕ, пĕрне уйăрса теприне малалла яма çук. Тыр-пул ăнса пулсан выльăх-чĕрлĕхрен те тупăш кĕртме çăмăлрах. "Труд" хуçалăхра ĕне-выльăх 543 пуç, вăл шутра сăваканни - 190, пушмак пăрусем - 17. Çавăн пекех 26 лаша пур. Пĕр ĕне вăтамран 18,5-19 килограмм сĕт парать. Вĕсене хĕл каçарма силос, сенаж ытлашшипех те хатĕрленĕ. Симĕс апатсăр пуçне минераллă витаминсем, патока, фураж, дробина параççĕ.
- 2020 çула хуçалăх тăкаксăр вĕçлерĕ, тупăш ытларах выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен пулчĕ. Кассăна сĕт куллен укçа кĕртнине шута илсе ĕнесен йышне тата 100 пуç ỹстерме палăртатпăр. Вĕсене валли çĕнĕ вите кирлĕ пулать. Ăна кăçалах хăпартасшăнччĕ, тĕплĕн шухăшланă хыççăн тата патшалăх çăмăллăх панине шута илсе техника паркне çĕнетес терĕмĕр. Çитес çул хальхи ферма территоринчех тепĕр хуралтă тума пуçлатпăр. Вăл сумалли залпа пулать, ĕнесем кăкарăнса тăмаççĕ, - терĕ А. Закиров малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарнă май.
Çанталăкăн хăйĕн саккунĕ, пĕр çул вырмара хĕвел хĕртсен тепринче çумăр чарăнма пĕлмесĕр те çума пултарать. Йĕпе тырра ниçта та типĕтме, вырнаçтарма çукки чăрмавсем кăларать. "Труд" хуçалăхра çак ыйтăва татас тесе тырра типĕтекен хатĕр туянас ĕмĕтлĕ. Çавăн пекех пĕрчĕллĕ культурăсене валли ангар тăвасси те планра пур. –
Эпĕ пĕччен тăрăшнипе нимĕн те тăваймастăп, хуçалăхри тĕп специалистсемпе бригадирсем маттур. Вĕсем хăйсен ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра тата наука ыйтнă пек пурнăçлаççĕ. Пĕрлехи вăйпа çеç йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма май пур. Уй-хирте, выльăх патĕнче тăрăшакансем те шаннă тивĕçе кăмăлтан пурнăçлама тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн кадрсемпе йывăрлăхсем çук, анчах техника паркĕнче те, фермăра та ытларах аслă çулхисем вăй хураççĕ, çамрăксем сахалтарах, - тет сăмахне малалла тăсса Айрат Расыхович. Ку ыйту паян Нăрваш Шăхальсене кăна мар, республикипех "чан" çаптарать. Чылай ял хуçалăх предприятийĕнче агрономсемпе инженерсем, зоотехниксем çитмеççĕ. Яш-кĕрĕм хушшинче трактор, комбайн рулĕ умне ларас, ферма ĕне сума каяс ĕмĕтлисем те шутлă çеç.
"Труд" хуçалăхра аслисене сума сăвассине те ырă йăлана кĕртнĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕпе тачă çыхăну тытаççĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлесе Раççей, республика шайĕнчи хисепе тивĕçнисене çулленех тырă парса хавхалантараççĕ. Ырă туни вара ырăпах таврăнать.
Пĕлме
Кăçал районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 18182 гектарта çитĕннĕ, 39177 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç пĕр гектартан 21,5 центнерпа танлашнă.
Сухан-çевок лаптăкĕ 502 гектар пулнă, пĕр гектартан вăтамран 107,4 центнер пухса кĕртнĕ.
623 гектарта çитĕннĕ çĕр улмирен 8240 тонна тухăç пуçтарса илнĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" пĕр гектартан 132,3 центнер тухнă.
Пахча çимĕç тухăçĕ пĕр гектартан 150 центнер пулнă, вăл 73,3 гектар йышăннă.
Сахăр кăшманĕ районĕпе 300 гектар ỹстернĕ, унăн тухăçĕ вăтамран пĕр гектартан - 100 центнер.
Хĕвел çаврăнăш 711 гектар акнă, унăн тухăçĕ 12,4 центнерпа танлашнă.
Кĕрхи культурăсене 3845 гектар акса хăварнă.
Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе 19716 пуç ĕне-выльăха шута илнĕ, унтан ял хуçалăх предприятийĕсенче - 3509, фермер хуçалăхĕсенче - 3365. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 8285 пуç ĕне: ял хуçалăх предприятийĕсенче - 1647, фермер хуçалăхĕсенче - 1018.
Районĕпе 18978 пуç сысна шутланать, ял хуçалăх предприятийĕсенче вĕсен хисепĕ 15290 пуçа çитнĕ.
Лаша - 2310, сурăх-качака 11814 пуç пур.
Выльăхсене хĕл каçарма утă 11455 тонна (111 процент), сенаж - 23800 (112), силос - 29014(100), улăм 5600 тонна хатĕрленĕ. Условнăй пĕр ĕне-выльăх пуçне 28 центнер апат единици янтăланă.
Районĕпе 5517,7 тонна (102 процент) аш-какай туса илнĕ.
Сĕт 39128,2 тонна сунă, пĕр ĕне вăтамран 6077 кг сĕт (109 процент) панă.
2021 çулта "Çемье фермерĕ" программăпа 7 фермер 40 млн. тенкĕлĕх грант илнĕ.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |