- Халăх умне кирек хăш юрăпа сцена çине тухас умĕн кашнийĕнчех пăлханатăп. Кураканăн кăмăлне тивĕçтереетĕп-ши? Залра çывăх паллакансене шыратăп. Вĕсен пичĕ кулăпа çуталсан хама ирĕккĕн тытма пикенетĕп. Енчен те вĕсем манпа пĕрле юрра та ĕнĕрлесе ларсан вара пушшех çунатăм сарăлать,- тет Хирти Пикшикри культура çуртĕнче халăх театрĕн спектакль лартаканĕ З.Вахитова.
– Сцена çине мана шăпа кăларчĕ тесен те йăнăшмастăп пулĕ. Районти тĕп больницăра ĕçлеттĕм ун чухне. Кунта мартăн 8-мĕшĕ тĕлне аннесен конкурсĕ пулчĕ. Эпĕ Е. Иовлева чăваш халăх артисткин пĕр сценкине выляса патăм. Хамăн чĕлхепе те мар, чăвашла. Конкурс çĕнтерỹçи пултăм. Çакăншăн профсоюз комитечĕ мана "Мечта" санаторие кайма путевка пачĕ.
Çакăн хыççăн вăл вăхăтри ял тăрăхĕн пуçлăхĕ З.Алигберов Зульфия Минтагировнăна культура çуртне ĕçлеме чĕннĕ. "Пултарайăп-ши?" вĕçнĕ шухăш пуçра. Пĕр енчен лайăх-ха. Ялти ĕç. Район центрне çỹресси çук. Çемьепе ытларах килте пулма пулать. Ачасем те вĕренеççĕ. Асли И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче пĕлỹ пухатчĕ. Иккĕмĕшĕ Хусанти педколледжра пуçламăш классене вĕрентекенĕ пулас ĕмĕтне пурнăçлатчĕ. Ку тĕле хĕрарăм хăй те И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче педагог-психолога вĕренетчĕ.
Унтанпа 10 çул иртрĕ. Çемьере чылай улшăну пулчĕ. 25 çул пăянамăшĕпе пĕр сăмахра пурăнакан З.Вахитова хăй те пăянам пулчĕ. Мăшăрĕн амăшĕ вăхăтĕнче хăйне те хĕрĕ вырăннех хурса йышăннăччĕ. Çамрăкпа çапла пулма тăрăшать Зульфия Минтагировна. Çуртри икĕ киншĕн те кăмака умĕ хĕсĕк мар. Кукăльсене, пỹремечсене, çăкăр-булкăна пĕрле пĕçереççĕ вĕсем.
Çуртра ватта хисеплесси йăлара. Çакă ăруран ăрăва куçса пырать. Тăххăрмĕш теçеткене вакланă ватти те хăй вăхăтĕнче 21 çул пăянамăшĕпе пурăннă.
Иккĕшĕ те пĕр системăра вăй хураççĕ Вахитовсем. Наил Рамилович - культура çурчĕн директорĕ. Экономиста вĕренсе тухнăскер пурнăç çулĕнче весовщикран пуçласа бухгалтера, экономиста, тĕп бухгалтера çитнĕ. Пасар экономики тапхăрĕнче хуçалăхсене урăхла ĕçлеме тỹр килсен ĕç вырăнне улăштарнă.
Кирлĕ пулсан упана та ташлама вĕрентме пулать, теççĕ. Паян хăй вырăнĕнче Наил Рамилович. Пандеми пуçланиччен районти тутар ялĕсене спектакль-концертпа кашнийĕшнех çỹренĕ вĕсем. Район тулашĕнче, Ульяновск, Хусан хулисенче темиçе те пулнă. Пăла тăрăхĕнчи тутар ялĕсенчи культура çурчĕсен ĕçченĕсен пĕрлехи концертне пĕр хутчен çеç мар йĕркеленĕ. Халăх театрĕн спектаклĕсене курма юратаççĕ вырăнсенче.
Пĕрлех вырăнти депутатсен пухăвĕн председателĕ те Наил Рамилович. Кунта та ĕçлемелĕх пурах. Пĕр йышри культура ĕçченĕсемпе ялта тирпей-илем тытса тăма тăрăшаççĕ. Ку енĕпе субботниксем сахал мар йĕркелеççĕ. Ял халăхĕн пăшăрханăвне вырăнти власть патне çитермелле. Урамсенче çутă çутмасть-и, çỹп-çап контейнерĕсене вăхăтра пушатаççĕ-и, хуçасăр йытăсем çỹремеççĕ-и тата ытти те. Ĕçе ытти депутатсемпе, Общество канашĕпе, старостăпа пĕрле туса пыраççĕ. Пысăкрах ыйтусене татса пама спонсорсене те явăçтараççĕ.
Йышлă çемьере çитĕннĕ Наил. Пиллĕкĕн пĕр тăван ỹснĕ вĕсем. 4 ывăлĕпе хĕрне амăшĕ пĕччен пăхса ỹстер- нĕ. Асли 13 çулта, кĕçĕнни 8 уйăхра тăлăха юлнă ачисем ашшĕнчен. Пурте тĕреклĕн ура çине тăнă. Иккĕшĕ Хусанта çемйисемпе пурăнаççĕ пулсан та ялта çурчĕсем пур. Тĕп киле пуçтарăнсах тăраççĕ. Октябрь уйăхĕнче, акă, амăшне çуралнă кунпа саламлама килчĕç. Пурне те хăй пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пил пачĕ ватти.
Çуртра çăра çакăнмасть Вахитовсен. 3-мĕш класа çỹрекен Алина шкултан килнĕ çĕре асламăшĕ яланах сăмаварпа чей вĕретсе хурать. Кинĕпе ывăлĕ кăнтăрла ĕçре. Пандеми вăхăтĕнче культура çуртне халăх сахалрах утнăран çырав ĕçне явăçтарнăччĕ вĕсене. Компьютера пĕлекенскерсене йывăрлăх кỹмест çакă. Пĕрлех хăш-пĕр мероприятисене онлайн мелĕпе пурнăçлама майĕ те пур.
Халиччен ялти халăх театрне çỹрекенсем сцена çине темиçе спектакль те кăларнă. Юлашки ĕçĕсем - "Кызларнын казганлары", "Кызлар капканы", "Сугыш мизгеле" тата ытти те. Д.Салахова режиссер, Т.Земдиханова, Ф. Чинкина, А.Камалетдинова, А.Земдиханова, В.Багаутдинов, Р.Салахутдинов, Э.Алигберова актерсен пултарулăхĕ вĕсенче. Халăха шухăша ямалла кăлараççĕ рольсене. Паян вара сценăшăн тунсăхлаççĕ. Хĕллехи каçсенче репетицисене çỹресе татах культура вучахне пухма ĕмĕтлененеççĕ куракансене.
Тутар Тимеш хĕрĕ шăпи пỹрнĕрен Хирти Пикшике качча килнĕ. Чăваш, вырăс, ирçе чĕлхисене пĕлнĕрен кирек кампа та сăмах пуçарма çăмăл ăна. Çын хушшинчи ĕçĕ вара хисепе кăларнă.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |