Веччапа Ваççа Сăр вăрманне вутта тухса кайрĕç. Чÿк уйăхĕ вĕçленсе пырать. Çанталăк паян пĕрремĕш хут шăнтса тирпейленнĕ. Кĕрхи пылчăк, витĕрех шăнса çитмен пулин те, тăпланнă. Шурă лĕпĕш пек çăмăл юр вĕçкелет, таврана çÿхе шурă пурçăн чĕр çиттипе хуллен витет. Трактор чÿречи çине те пыра-пыра лараççĕ вĕсем, часах ирĕлсе çухалаççĕ.
Акă, трактор кĕр-кĕрлесе Сăр вăрманне пырса çитрĕ. Хĕле хатĕрленсе çулçă тăкнă йывăçсем ăна шăппăн кĕтсе илчĕ. Тракторăн хăватлă сасси пурне те шартах сиктерчĕ – пас тытнă туратсем чĕтренсе илчĕç, юр тăкăнчĕ, хĕл каçма юлнă кайăксем унта-кунта сас парса шуйханчĕç. Вăрман ыйхăран чĕрĕлчĕ тейĕн – трактор кĕрлевĕн ахрăмĕ таçта çитиех янăрарĕ.
Икĕ тус палăртнă делянкăна çитрĕç. Тин çеç ÿкнĕ шурă юр çинче нимле йĕр те палăрмасть-ха. Унта-кунта пакша пуçне кăларса пăхкалать. Веччапа Ваççа пĕр хушă вăрман илемĕпе савăнса тăчĕç, пакшасене шăхăркаласа илчĕç те çанă тавăрса ĕçе кÿлĕнчĕç. Çĕрĕшнĕ, ватă йывăçсене моторлă пăчкăпа каса-каса тÿнтерчĕç, хăлаç тăршшĕ касса сыпăларĕç те тележка çине тиерĕç. Арçынсен аллинче ĕç вĕресе кăна тăчĕ. Ĕç вĕçленнĕ çĕре хăйсенчен пăс тухса тăракан пулчĕ, çурăмĕсем йĕп-йĕпех тарларĕç.
– Веча, çитет! Кабинăна кĕрсе хăвăртрах вĕри чей ĕçмелле. Эпĕ термоспа илсе тухнăччĕ. Атту йĕп-йĕпех пултăмăр, шăнса чирлĕпĕр тата.
Кĕрлесе ĕçлесе ларакан трактор кабини ăшă. Трактористсем тарланă кĕписене вăр-вар хывса печĕç те ăшă свитерсем тăхăнса ячĕç.
Веччапа Ваççа рехетленсех вĕри чей ĕçрĕç, апат çыртса ячĕç.
– Атя, тапрат тракторна. Каç пуличчен киле çитсе ÿкмелле. Тĕттĕмлене пуçларĕ, авă. Фарăсене çут.
Трактор, тулли лавпа çаврăнса, килелле çул тытрĕ. Йывăр тиевлĕскер пушшех хыт кĕрлерĕ. Çапла пĕр хушă кайсан сасартăк чăтлăхран çул çине капмар мăйракаллă пăши чалт! сиксе тухрĕ. Хăй йĕп-йĕпех, пашкаса сывлать… Фара çутинче Веччапа Ваççа унăн чалхăрнă куçне курса ĕлкĕрчĕç. Хăранă, алчăранă куç вĕсенчен пулăшу ыйтса тилмĕрет тейĕн. Трактор умне тăчĕ те лăпăс-лăпăс малалла чупса пыма пуçларĕ, айккинелле пĕр шит те пăрăнмасть.
Туссем çăварĕсене карсах пăрахрĕç.
– Хăвăртлăха чакар! Эпĕ кун пекккине курнă! – терĕ Ваççа. – Кашкăрсем хăвалаççĕ ăна!
Вечча куçне чарарах пăхрĕ – чăнах та-çке, çул ик айккипе сарă-симĕс çутăсем ялкăшса сиксе пыраççĕ. Пиллĕкĕн-улттăн хăвалаççĕ пăшие. Халь-халь сиксе ларма хатĕр кашкăрсем фара çути çине кĕме хăраççĕ иккен. Пăшийĕ вара çакна лайăх пĕлет пулас, трактор умĕнчен пăрăнмасть, йĕп-йĕпескер, хуллен лăпăс-лăпăс чупса пырать.
– Пăшал пур-и санăн, Ваççа? – хыпăнчăклăн ыйтрĕ Вечча. – Эпĕ ку кашкăрсене!..
– Ăçтан?
– Сан пурччĕ вĕт-ха. Вăрмана каятăн, пăшал илсе тухмастăн.
– Пĕлнĕ пулсан!..
– Курнă тетĕн, пĕлместĕн ху.
Умра кĕпер курăнчĕ. Сăр шывĕ урлă сарлака кĕпер хывнă. Пĕр тикĕссĕн кĕрлеттерсе, вĕсем çав кĕпер çине пырса кĕчĕç. Пăши вĕсене ертсе пырать тейĕн, çапла пĕр тикĕссĕнех умра лăпăс-лăпăс хуллен чупса пырать. Халтан кайнăскертен, йĕп-йĕпескертен пăс тухса пырать. Унăн урисем те ывăннипе тăр-тăр чĕтреççĕ, çавах та вилĕмрен çăлăнас шанчăк ăна малаллах хăвалать. Веччапа Ваççа çак илемлĕ чĕрчунăн кашни хусканăвне пăхса пычĕç. Тумлам-тумлам тар тумласа пыракан пăши хусканăвĕсем илемлĕ. Хăранă пулин те, мĕскĕнлĕх çук унра. Хăй вара пĕрре те каялла çаврăнса пăхмасть, вĕçĕмех малалла юртать. Ăçта çити пырать-ха вĕсемпе пĕрле? Нивушлĕ ялах çитет?..
Кашкăрсем кĕпер çине кĕмерĕç. Вĕсем, пĕр ушкăна пуçтарăнса, чĕмсĕррĕн вăрман хĕрринче тăрса юлчĕç.
Кĕпер вĕçне çитсен пăши сулахаялла пăрăнчĕ. Сăр хĕррипе вăрманалла кĕрсе каяс умĕн чарăнса тăчĕ те трактор енне çаврăнса виçĕ хутчен пуç тайрĕ, вара хуллен утса вăрманалла кĕрсе кайрĕ…
– Куртăн-и, Вечча, куртăн-и? Вăл пире тав турĕ. Хăйне çăлса хăварнăшăн пуç тайрĕ.
– Куртăм, Ваççа. Халиччен курманччĕ, паян курма тиврĕ...
Ноябрь 2024 |