Юлашки çулсенче чикансем пирĕн тăрăхра час-час пулакан "хăнасен" шутнех кĕчĕç. Ялсене çитсе килтен-киле тĕк ыйтса çỹреççĕ. Вăхăтра тухса ĕлкĕреймесен пỹртех кĕрсе каяççĕ, хăв сисиччен мĕн те пулин йăкăртса тухса каяс хăрушлăх та пур. Ун пек тĕслĕхсем те пулнăччĕ. Ытларикунпа эрнекун, шăпах пасар кунĕсенче, автовокзал çывăхĕнче те çителĕклех. Пĕрисем тĕк пухнине пĕлтерсе çырнă хут тытса тăраççĕ, теприсем чỹрече каррисем, ылтăн тĕслĕ хăлха çаккисем, вăчăрасем сутаççĕ. Вĕсен умĕнчен хушăран иртсе кайма та шиклентерет. Ара, çилĕм пекех çыпçăнаççĕ, "çук" сăмаха пачах та ăнланмаççĕ пек туйăнать. Туянма палăртман, кирлĕ мар япалана куçа кĕрсех илтереççĕ.
Нумаях пулмасть пасара çитсе килме тỹр килчĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсене илĕртекен йỹнĕ капăрлăх сутакан чикан арçынни тем пек таварне пăхма ыйтсан та утăма чакармарăм. Тепĕр çĕрте тăраканни вара миçе çитнине ыйтрĕ. Телефона кăларса пăхсах вăхăт каларăм. Хайхи ку: "Ырă кăмăллă пулнăран сана тỹлевсĕрех сулă парнелетĕп", - терĕ те ман пата пыма пикенчĕ. Вĕсемпе калаçу мĕнлерех йĕрпе чупнине пĕлетĕп те хăвăрт çеç пăрăнтăм. Ман хыççăн пыраканран та хайхискер вăхăт ыйтрĕ, вăл та хуравларĕ. Çапла чикан майри калаçу йĕркелесе ячĕ те ăна вăчăра çактарчĕ, çĕрĕ тăхăнтартрĕ, 2-3 минутра хĕрарăм капăр эрешсемлĕ пулчĕ. Кăштахран тарăхса кайрĕ те пурне те ывăтса тенĕ пекех пачĕ. Ултав вăлтине çакланмарĕ.
Чикансем çынсем çумне çыпçăнмалли мелĕсене те çĕнетсех тăраççĕ. Халь вĕсем: "Паян пирĕн баронăн çуралнă кунĕ, çав ятпа сире парнеллĕ тăватпăр", - теççĕ иккен. Çак сăмахсене каласанах тĕрлĕ капăрлăх тыттарма пуçлаççĕ. Мĕнле-ха капла пĕр пус тỹлемесĕр тем тепĕр параççĕ? Çын шухăша кайнипе питĕ лайăх усă курма пĕлеççĕ çав вĕсем. Тỹлевсĕр сыр капкăнра кăна пулать, çакна яланах асра тытмалла. Йăпăлтатса калаçса вăчăрашăн, хăлха çаккишĕн тата ыттишĕн те укçа ыйтма пуçлаççĕ, сисмесĕрех кăларса та тыттаратăн.
Чикансен серепине çакланакансем нумайăн. Шкулта вĕреннĕ чухне хам та лексе курнăччĕ. Аслăраххисем вĕсен чеелĕхĕ пирки асăрхаттарнăччĕ те, анчах çын йăнăшĕпе вĕренме хăнăхман-çке. Шупашкарти автовокзал, чукун çул вокзал çывăхĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче чикансем кĕпĕрленсех çỹретчĕç, вĕсем хушшинче пĕр чăваш хĕрарăмĕ те пурччĕ. Пыратчĕç те чăваш хĕрарăмĕ тĕп хулара çỹреме пĕлменнине, ăна пĕр-пĕр урама мĕнле çитмеллине каласа пама ыйтатчĕç. Пулăшас тĕллевпе ăнлантарма пикенетĕн, хăв сисмесĕрех вĕсен аллине кĕрсе ỹкетĕн. Манпа та çаплах пулчĕ. Аран хăтăлтăм, чутах пĕр пуссăр тăрса юлаттăм. Пĕрле вĕреннĕ тепĕр çамрăк хĕрĕнне ылтăн алкисене хывса илнĕччĕ. Хăй маттур пулчĕ, тỹрех милицие (халĕ полици) кайса заявлени çырчĕ. Кайран йĕрке хуралçисемпе пĕрле барон патне кайсах ашшĕ-амăшĕн парнине тавăрчĕ.
Çынна ăнланма, пулăшма, ырă тума тăрăшни, шеллени тепĕр чухне сиен те кăтартать. Чикансем пирĕн кăмăлпа усă курса хăйсене валли укçа тăваççĕ, чике тăршшĕ лартса хăвараççĕ.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |